Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке...
Шупашкарта маскӑсӑр ҫӳрекенсене юлашки кунсенче ҫине тӑрса штрафлаҫҫӗ. Аса илтерер: хулари общество транспорчӗсенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май пассажирсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 11 мобильлӗ ушкӑн ӗҫлет.
Тунтикун тата тепӗр пилӗк ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсене пӑхӑнман ҫынсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсене – 30-50 пин тенкӗ, организацисене – 100-300 пин тенкӗ.
Ӗнер хулари 107 лавккапа 2 апатлану предприятине тӗрӗсленӗ. Маскӑсӑр виҫӗ сутуҫӑ тата общество транспортӗнчи 2 ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
«Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проектне пурнӑҫласси пирӗн республикӑри хӑш-пӗр районпа хулара тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланса пыманнине иртнӗ эрнере Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн объектсенче тӗреслев пуҫарнӑ. Республикӑн Стройминӗн тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пайташӗсем Ҫӗрпӳ тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пулнӑ.
Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи Тӗп паркри пӗвене хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах материал кӳрсе килессипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Лиственница вырӑнне йӳнӗ лӑсӑллӑ йывӑҫ кӳрсе килнӗ. Халӗ кирлӗ материала турттарса килнӗ. Пӗве тавралли территорире хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Подряд организацийӗ ӗҫе юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
Юпа уйӑхен 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.
Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче систерӗҫ. Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару ҫав кун икӗ хутчен: 10 тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ.
Сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл — тӗрӗслев кӑна.
Шупашкарти 56-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ хӗрарӑм-педагогпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче учитель пиллӗкмӗш класс ачисене класа вараланӑшӑн, ҫав шутра пушмак тӗпӗ хуратнӑшӑн та, ятланӑ. Вӑл вӗсене кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах ҫын ҫине тухсан прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Шупашкарти шӑв-шав ҫинчен федераци МИХӗсем те тупӑшса тенӗ пек хыпарларӗҫ. Вӗрентекен хай кӑмӑлӗпе заявлени ҫырса парса ӗҫрен кайнӑччӗ, шкул директорӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.
Паян вара Чӑваш Ен прокуратури учитель хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине пахаланӑ май миҫе минутра пӗрре хутланине, маршрут ҫинче миҫе машина пуррине шутланӑ.
Палӑртнӑ интервала пӑхӑнмасть иккен транспорт. Маршрут ҫинче транспорт шучӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа пассажирсен ир-каҫ пушшех нушаланма тивет. Пӗрре — вӑрах кӗтнипе, тепре — салон лӑк туллипе. Тепӗр чарӑнусенче транспорт чарӑнмасӑр иртсе кайнишӗн те ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ.
Маршрут хуҫисемпе кӑлтӑка сӳтсе явма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ канашлу ирттерме палӑртнӑ.
Патӑрьел урамӗ тӑрӑх таса мар шыв юхать, ачасене урама кӑларма май ҫук тесе ҫырнӑччӗ тӗнче теиелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне. Республика ертӳҫи яваплисем лару-тӑру йӗркеллех тесе хӑйне хуравланине пӗлтернӗччӗ.
Ҫапах та Патӑрьелте тӗрӗслев ирттернех. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ.
Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ канализаци ҫӑлкуҫӗнчен таса мар шыв, чӑн та, юхса тӑрать иккен. Унта малтанхи кун насус шӑтса кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗн иккӗмӗш ҫурринче насуса ылмаштарнӑ, канализаци тытӑмне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Канализаци йӗркеллӗ ӗҫлемен тӗслӗхсем унччен те пулкаланине шута илсе вырӑнтисене хушма мерӑсем йышӑнма каланӑ.
Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран.
Шупашкар хулинчи икӗ объект ытла та вӑрахӑн ҫӗкленет. Сӑмах Асламас урамӗнчи 42-мӗш позици тата «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи 5-мӗш позици пирки пырать. Пӗрремӗшне «Гранит СК» тулли мар яваплӑ общество тӑвать, иккӗмӗшне – «Альянс-Недвижимость» предприяти.
Асӑннӑ строительство организацийӗсем хӑпартакан ҫуртсенче хваттерлӗ пулма ҫынсем пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Строительство ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсенче республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков, Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Майоров пулнӑ.
Асламас урамӗнчи ҫуртри пайҫӑсене хваттер уҫҫисене кӗҫ-вӗҫ памалла. «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи ҫурта 35% ҫеҫ хӑпартнӑ. Ӗҫ епле пынине тӳре-шара, ҫав шутра республика ертӳҫи таранах, сӑнаса тӑма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |