Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрӗслевсем

Республикӑра

Хӗллехи вӑхӑтра ҫынсем юрҫӳренсемпе ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр асӑннӑ органта 84 юрҫӳрене регистрациленӗ, юлашки 5 ҫулта вара — 316.

Юрҫӳрен ансат техника пек туйӑнсан та унпа ҫула тухсан асӑрханмалла — вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа каять. Тӗрӗс экипировка пирки манмалла мар, асӑрханса ҫӳремелле. Асӑнна техникӑна ҫулсерен техосмотр витӗр кӑлармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_97762
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай районӗнчи прокуратура пушара хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ чухне Тӑвайӗнчи П.Х. Бухтулов ячӗллӗ шкулта ачасене апатлантарас ӗҫре санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ.

Шкултан тухмалли саппас алӑксене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра пӑлтӑр умӗнче апат-ҫимӗҫ тата ҫурма фабрикат купаласа тултарнине асӑрханӑ. Унта шӑнтнӑ котлет, тасатнӑ суханпа ҫӗрулми, туранӑ кишӗр, ҫӑмарта пулнӑ. Пӗр продукцин те ятарлӑ маркировка пулман.

Санитарипе эпидемиологи парвилине пӑснӑшӑн прокуратруа тӗрӗслев пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Канаш хулинчи Красноармейски урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра ӑшӑ пулманни пирки, ҫавна май ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Ҫынсем патне тинех ӑшӑ ҫитнӗ.

Ҫуртри котельнӑй ҫумӗнче хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ система ӗҫлесе кайнӑ. Канашри районсен хушшинчи прокурор Сергей Алексеев хваттерсене чӑнах та ӑшӑ ҫитнине хӑй тӗрӗсленӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ система мӗнле ӗҫленине ҫитес вӑхӑтра сӑнаса тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Пӑрмас ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Совет тата Петров урамӗсенче ҫутӑ ҫук тесе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.

Тӗрӗслев пулнӑ. Чӑнах та, урамсем хӗресленекен вырӑнта ҫутӑ ҫитмен. Кун хыҫҫӑн ял ҫыннисене каҫхине те ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр тесе темиҫе хунар вырнаҫтарнӑ. Куславкка округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
e-mordovia.ru сайтри сӑн
e-mordovia.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра сирена янӑрӗ. Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ку тӗрӗслев кӑна пулӗ.

Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗҫ. Ҫак сасса илтсен ним те тумалла мар.

Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче респуликӑра инкеклӗ лару-тӑру службисен команда-штаб тренировки иртӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗ «Лайӑх тракторист» операци ирттерет.

Паянхи кун тӗлне илсен 50-а яхӑн траткториста тӗрӗсленӗ. Инспекторсем трактористсен ОСАГО страхлакан полис, тракторист-машинист удостоверенийӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кӑлтӑксем ытларах тӗл пулаҫҫӗ-мӗн.

Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе аджминистративлӑ ӗҫ пуҫарса протоколсем шӑрҫалаҫҫӗ.

Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ трактористсене асӑнмалӑх наклейка парнелеҫҫӗ.

«Лайӑх тракторист» авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.

 

Республикӑра
nb-ugra.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nb-ugra.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре бомбӑран хӳтӗленмелли вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ. Документа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Халӑха хӳтӗленмелли тӗрлӗ сооружение тата ытти ҫавӑн йышши объекта инвентаризацилесси ҫинчен кӑларнӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Инвентаризацие маларах асӑннӑ объектсен шутне, вӗсен тӑрӑмне тата право статусне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Инвентаризаци валли ятарлӑ кломисси йӗркеленӗ. Ӑна республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ертсе пырать. Йыша ҫавӑн пекех Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн Росреестрӑн, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Сывлӑх сыхлав тата Стройминӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.

Тӗрӗслеве юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Ҫул-йӗр
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ.

Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ.

Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ.

 

Хулара
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Мускав районӗн прокурорӗ Дмитрий Тимофеев «Университетский-2» мкрорайонта шкул епле тунине тӗрӗсленӗ. Объекта «ТУС» организаци хӑпартать.

Ӗҫе графикпа килӗшӳллӗн утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле.

Прокурор подрядчика ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлесе шкула хута ямалли пирки аса илтернӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче саранча пур. Асӑннӑ хурт-кӑпшанкӑн тӗсӗсенчен пӗри, Итали прусӗ, ял хуҫалӑх культурисене тапӑннӑ. Сӑтӑрҫӑна Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тупса палӑртнӑ.

Ку сӑтӑрҫӑ кирек епле ял хуҫалӑх культурине те тапӑнать, хӑвӑрт ҫисе ярать иккен.

Ҫавна май специалистсем Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене тӗрӗслеме хушнӑ, лаптӑксене им-ҫам сапмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 58
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 26

1901
125
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
96
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
76
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
53
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть