Чӑваш Енре бомбӑран хӳтӗленмелли вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ. Документа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Халӑха хӳтӗленмелли тӗрлӗ сооружение тата ытти ҫавӑн йышши объекта инвентаризацилесси ҫинчен кӑларнӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Инвентаризацие маларах асӑннӑ объектсен шутне, вӗсен тӑрӑмне тата право статусне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Инвентаризаци валли ятарлӑ кломисси йӗркеленӗ. Ӑна республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ертсе пырать. Йыша ҫавӑн пекех Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн Росреестрӑн, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Сывлӑх сыхлав тата Стройминӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.
Тӗрӗслеве юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле.