
Шӑмӑршӑри тӳре-шарана суд тата прокуратура хистенипе шыв пӑрӑхне юсаттарӗҫ. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв парӑхӗ пӗтӗмпех япӑхса ҫитнӗ, ӑна йӑлтах ҫӗнӗрен юсамалла.
Шӑмӑршӑ районӗнчи тӳре-шара ку ыйтупа чылай ҫул нимӗн те туман иккен. Япӑхса кайнӑ пӑрӑх тӑрӑх уҫлакан шыв пахалӑхӗ те начар.

Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини Республикӑн ача-пӑча пульницин йышӑну пӳлӗмӗ патне кӗреймен. Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ сиплев учрежденийӗ шлагбаумӗ патне «В008СВ 21» номерӗллӗ Kia Rio машинӑна лартса хунӑ.
Тухтӑрсен йывӑр чирлӗ ачана юр ашса йӑтса кӗме тивнӗ.
Ҫав пӑтӑрмах хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе патшалӑхӑн автоинспекцине те явӑҫтарнӑ.

Красноармейски районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне юртан йӗркеллӗ тасатса тӑман. Ҫавна май ҫурт умӗсем пӑрлакланса ларнӑ.
Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тротуарсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тытса тӑрассишӗн «Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ» управляющи компани яваплӑ иккен. Анчах ӗҫе вӑл йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман.
Директор ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

Чӑваш Енри прокуратура Ростехнадзорпа, Роспотребнадзорпа тата Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пӗрле пулса республикӑри аслӑ шкулсен общежитийӗсемпе вӗренӳ корпусӗсенче ӑшӑпа епле тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре пурӗ 9 аслӑ шкул, вӗсен 29 вӗренӳ корпусӗпе 20 общежити.
Чӑваш аграри университечӗн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитийӗсенче коммуникацисенче ӑшӑ изолоцийӗ япӑхнине тата ытти хӑш-пӗр пысӑках мар кӑлтӑка тупса палӑртнӑ. Общежитисенчен пӗринче вӗри шыв нормативран пӗчӗкки ҫиеле тухнӑ.
Аслӑ шкулсен ертӳҫисене кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттру хучӗ ҫырса панӑ.

Ыран Шупашкарта каллех сирена янӑрӗ. Хальхинче те ку тытӑма тӗрӗслени пулӗ, ҫавӑнпа хӑраса ан ӳкӗр.
Сирена 10:30-11:00 сехетре янӑрӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх тытӑмне тестировани тӑвӗҫ. Лӑпкӑ пулӑр: сирена сассине илтсен килтех юлӑр, ӗҫ вырӑнне пӑрахса ан кайӑр.

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.
Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.
Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

Чӑваш Енре 6 пин ытла водитель таксире ӗҫлет иккен. Кун пирки республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ йышран йӗркене пурте пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн.
Таксистсене пула ҫул ҫинче инкексем те пулса иртеҫҫӗ. Кӑҫал ун пек пӑтӑрмах 10 хут пулнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗнче пассажирсем шар курнӑ.
Республикӑн Транспорт министерстви 112 терӗслев ирттернӗ, йӗркене пӑснӑ 141 тӗслӗхе тупса палӑртса административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Вал е ку таксие суйланӑ чухне лицензи пуррине шута илме сӗнеҫҫӗ.

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.
Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.
Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

Халӑх тӗтелӗсенче Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи видео сарӑлма тытӑннӑ. Унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрни курӑнать.
Кун пекки унта пӗрре кӑна мар пулнӑ иккен. Видео ҫинче ку хӑш кун пулса иртнисем паллӑ.
Шупашкар районӗн прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата йӗрке органӗсене те явӑҫтараҫҫӗ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ӑша шыва хваттере ӑшӑтмалли батарейӑран илеҫҫӗ иккен. Вырӑнти муниципалитетра тӑрӑшакансемпе «Чӑвашгаз», управляющи компани тата шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслеве тухнӑ.
Чылай хваттерте батарейӑна кран вырнаҫтарнӑ иккен, вӗри шыв ҫынсем унтан илсе пурӑнаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакансене яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме хушса хут ҫырса панӑ.
