Чӑваш Республикинче эпизооти лару-тӑвӑвне йӗркелесе тӑрас, республикӑна сыснасен Африка мурӗ тата кайӑк грипӗ ан килччӗр тесе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланас тӗллевпе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти сунар хуҫалӑхӗнче 14 улакурака персе антарнӑ. Ҫак кайӑксен юнне илсе лабораторие тӗрӗслевсем ирттерме ярса панӑ.
Унсӑр пуҫне эпизооти лару-тӑрӑвне кирлӗ пек тытса тӑрас тӗллевпе Чӑваш Енре юлашки пилӗк уйӑхра 700-е яхӑн тилле тата 21 кашкӑра тӗп тунӑ.
Сыснасен Африка мурӗ те самаях калаҫтарать. Унран сыхланса республикӑра нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 56 хир сыснине тытнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем хӗлле ҫул-йӗре еплерехйӗркене кӗртнине тӗрӗсленӗ. Ҫулсене Шупашкар районӗнче пӑртан та юртан лайӑх тасатнине палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи ҫул-йӗр пирки вара апла калаймӑн. Ҫил-тӑман вӑйлӑ кустарнӑранпа икӗ эрне иртнӗ пулин те ку тӑрӑхра пӑра катса пӗтермен, юра турттарса тухман. М-7 автоҫул ҫинчен вырӑнти ҫулсем ҫине пӑрӑнса кӗнӗ ҫӗрте кӗрт 2 метр ҫӳллӗшех купаланнӑ.
«Ҫул-йӗр тӗрӗслевӗ» проект ертӳҫи Илья Власов палӑртнӑ тӑрӑх, хӗллехи уйӑхсенче ҫула кирлӗ пек пӑхса тӑманшӑн подряд организацийӗ тӗлӗшпе суд ӗҫӗ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Унсӑр пуҫне Халӑх фрончӗн хастарӗсем Муркаш районӗнчи «Атӑл» — Мӑн Сӗнтӗр — Шашкар пристанӗ ҫулӑн икӗ ҫухрӑма тӑсӑлакан пайӗнче пысӑк лакӑмсенех асӑрханӑ.
Паян Шупашкарта РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Михаил Бабич пулнӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулинче ҫӗкленекен Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн строительствине хакланӑ.
«Россия 1» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ графикран юлса пырать. Подрядчик талӑкӗпех ӗҫленине ӗнентернӗ. Строительство пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ иккен. Михаил Бабич кашни корпус патӗнче чарӑнса тӑнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп подрядчик пулса ӗҫе кӳлӗннӗ «Старко» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра графикпа хӑпартма шантарнӑ. Тӗрлӗ ӗҫе субподряд мелӗпе ытти организаци пурнӑҫлать.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ строительсене графикран пӗр кун та юлма юраманнине ҫирӗплетсех каланӑ.
Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.
Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.
Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть.
Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкарти тӳре-шара хулари киосксемпе ларёксене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫак кунсенче хула тата районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленӗ ятарлӑ комисси Мускав районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ.
«МК Чебоксары» (чӑв. «МК Шупашкар») хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи комисси ҫӗре яхӑн киоскпа ларёка тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне — шаурма сутаканскере — саккуна пӑхӑнмасӑр, кирлӗ документсене пухса ҫитермесӗр лартса хунине ҫирӗплетнӗ. Ку киоска, Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑскере, ҫав кунах куҫарса кайнӑ.
Хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси ӗҫе вӗҫлемен-ха, ҫитес вӑхӑтрах вӗсем Калинин районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнӗҫ, унтан Ленин районне те ҫитӗҫ.
Шупашкарта «Салам» лавккана санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑхӑнманшӑн хупса хунӑ. Мускав районӗн сучӗ хальлӗхе апат-ҫимӗҫ лавккине 30 кун уҫма чарнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче темиҫе ҫитменлӗх те тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, производство тата хушма пӳлӗмсенче механика вентиляцийӗ вырнаҫтарман, ҫурмафабрикатсемпе хатӗр продукци юнашарах выртнӑ. Вӗсене лавкка ӗҫченӗсем пӗр сӗтел ҫинчех хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне кунта аш-какай тата пахча ҫимӗҫ упрама уйрӑм пӳлӗмсем ҫук. Какая, пахча ҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, кӑмпана, чӑх ҫӑмартине пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Лавккаран кӗме-тухма та пӗр алӑк ҫеҫ. Туянакансем те, лавккара вӑй хуракансем те ҫавӑнтанах кӗрсе тухнӑ. Ку кӑна мар, тавара та ҫав алӑкранах пушатнӑ.
Пӗр уйӑхран Роспотребнадзор ӗҫченӗсем лавккана тепӗр хутчен тӗрӗслӗҫ. Ӑна уҫма ирӗк парӗҫ-и е ҫук-и — ҫавӑн чухне паллӑ пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман.
Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.
Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.
Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.
Яланах ҫапла. Суя эрех-сӑра сутакансем Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӗрӗлсе тухаҫҫӗ. Ку тапхӑрта, пурте шуйханнӑ хушӑра, саккунлӑ мар тавара та сутса укҫа тума пулать-ҫке-ха. Ҫакна пакунлисем те шута илмеҫҫӗ мар. Паян Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем рейда тухнӑ та тӳрех сутлӑха саккунсӑр кӑларнӑ тавара тупса палӑртнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сакӑр ангарта тӗнчипе паллӑ фирмӑсем ячӗпе кӑларнӑ 90 курупка эрех, коньяк, виски тата шампань эрехӗ асӑрханӑ, вӗсене пурне те суя акциз маркисемпе туса кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхра 60 кӗленче сӑмакун тата 600 фанфурик пулнӑ. Усламҫӑ ҫав таварсене йӳнӗ хакпа сутнӑ.
Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман.
Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |