Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче ку хыпар Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Пирӗн тӑрӑхри тӳре-шара ҫак сӑмаха малтанласа ӗненменччӗ. Кайран Чӑваш Енӗн Спорт министерстви брифинг та ирттернӗччӗ. Михаил Богаратов министр допинга хирӗҫ «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Ушкӑн иртнӗ шӑмат кун Шупашкарта ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Вӗсем тренерсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе тата спортсменсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗпчев тӑрӑх ЧР Спорт министерстви тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑннине пӗлтерет.