Паянтан, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, троллейбусӑн ҫӗнӗ маршручӗ уҫӑлать. 14-мӗш маршутлӑскер унччен те хутланӑ-ха. Анчах халӗ вӑл 16-мӗш троллейбусӑн ҫулӗпе те ҫӳреме тытӑнӗ. 16-мӗш номерлине хупса хурӗҫ.
Ҫӗнӗ маршрут Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсене ҫыхӑнтарӗ. Унӑн юлашки чарӑнӑвӗсем «Университет» тата «Маштехникум» пулӗҫ. Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районтан вӑл унчченхиллех виҫӗ кӗпер урлӑ каҫса килӗ, кайран Иван Яковлев проспектӗнчен Мир проспектнелле пӑрӑнӗ, унтан — Эгер бульварне, кайран Ленинла Комсомол урамӗпе «Маштехникум» чарӑнӑва ҫитӗ.
9-мӗш троллейбус ҫулӗ те ылмашӗ. Вӑл «Аэропорт — Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳрӗ: Ашмарин урамӗ — Иван Яковлев проспекчӗ — Мир проспекчӗ — Калинин урамӗ — Ю. Гагарин урамӗ — Ленин проспекчӗ — малалла хальччен ҫӳренӗ евӗр кайӗ.
Паян Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен машини инкеке лекнӗ. Авари ирхи 6 сехет те 20 минут тӗлӗнче «Шупашкар— Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ тытса пыракан «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗн пулнӑ. Вӗсем, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патруле тухнӑ.
Хирӗҫ ҫул ҫинче машина «ГАЗель-2705» автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсене тата «ГАЗельте» ларса пынӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкар арҫынни шывран машина кӑларнине НТВ телеканал «Главная дорога» (чӑв. Тӗп ҫул) кӑларӑмра каласа кӑтартрӗ. Эфира кӑларӑм нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
Шупашкар арҫыннин Евгений Гаманӑн «Ленд Крузер» машини Печора юханшывне путнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, инкек Коми Республикинчи Усинск хули патӗнче пулса иртнӗ.
«Toyota Land Cruiser 200» маркӑллӑ урапана арҫын Коми Республикинче туяннӑ. Сутаканни хаклӑ ыйтман уншӑн. Машинӑна Печора юханшывӗ урлӑ каҫармалла пулнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Ҫыран хӗрринчен пӗр 100 метрта пӑр катӑлса кайнӑ та 3 тонна таякан автомобиль юханшыва путнӑ.
Машинӑна пӑрахса хӑварас темен пирӗн ентешӗмӗр. Пулӑшу ыйтса вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Часах ырӑ кӑмӑллисем те тупӑннӑ. Пӗренерен хӑйне евӗр кран ӑсталанӑ вӗсем. Шывра эрне пулнӑ машинӑна ҫапла вара туртса кӑларнӑ-кӑларнах.
Телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ машинӑна юсав центрӗнче йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Францире ҫул-йӗр йӗркине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫакна ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсем ӳснине шута илсе кӗртнӗ. Унччен темиҫе теҫетке ҫул хушши ҫул-йӗр инкекӗнче вилекенсен йышӗ чакса пынӑ. Халь вара вӑл каллех ӳсме пуҫланӑ. Сӑлтавне руль умӗнче телефонпа калаҫнинче кураҫҫӗ. Ҫавна май Францире ҫул-йӗр правилине татах та ҫирӗплетнӗ.
Руль умӗнче калаҫма унччен те юраман. Халь вара калаҫас тесе ҫул хӗррине чарӑнса ларсан та водителе штрафлама пултарӗҫ. Мотора сӳнтерни те хӑтармӗ. Калаҫас тесен вӗсен машинран тухма тивӗ.
Штрафӗ вара пӗчӗк мар — 135 евро. Тенкӗ ҫине куҫарсан паянхи курспа вӑл 9 567 тенкӗпе танлашӗ.
Сӑмах май икӗ йӑрӑмлӑ ҫулсенчи чи пысӑк хӑвӑртлӑха та 90-ран 80 таран чакарнӑ. Ку пӗтӗм ҫӗнӗлӗхсем ҫул-йӗрти пӑтӑрмахсен йышне чакарасса шанаҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ гастрольсене малашне ҫӗнӗ автобуспа ҫӳреме тытӑнӗ. Пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ культура учрежденине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев автобус уҫҫине тыттарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр юбилея 30-мӗшӗнче палӑртрӗ. Унта республика ертӳҫи те хутшӑннӑ. Вӑл театрӑн артисчӗсене саламланине эпир пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пулнӑччӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Театр валли 3 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан автобус уйӑрнӑ. Транспорта республика хыснинчи укҫипе туяннӑ.
Шупашкарти хысна предприятийӗсенчен пӗри пӗчӗк ача лартса ҫӳремелли креслоллӑ машина туянасшӑн. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вӑл 1,07 млн тенкӗпе илме шухӑшлать.
Сӑрӑ тӗслӗ «Веста-универсал» лифтбек хӑвачӗ 110 лаша вӑйӗпе танлашмалла, унта ача кресли вырнаҫтарма май килтӗр. Транспорт туяннине Шупашкар хула администрацийӗн хыснинчен саплаштарӗҫ.
Машина «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» учреждени валли пулӗ.
Машина тенӗрен, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче монохуласене васкавлӑ медпулӑшу машинисем парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑчччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килмелле тенӗччӗ вӑл хыпарта.
Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбуспа ҫӳренӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӑмӑр. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксене хӑпартма йышӑннӑ.
Хула депутачӗсем ыйтӑва тишкерсе пӑнчӑ лартнӑ: халӑх транспорчӗпе ҫӳреме хаксене хӑпартмаллах. Ҫапла майпа троллейбуспа пӗрре ларса кайма 18 тенкӗ кӑларса тыттарма тивӗ, ятарлӑ карттӑпа терминал урлӑ тӳлесен 15 тенкӗ илӗҫ (Шупашкартинчен 1 тенкӗ хаклӑрах). Химиксен хулинчи маршруткӑпа пӗрре ларса кайма 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ (терминал урлӑ — 18 тенкӗ), автобуспа ҫӳреме — 18 тенкӗ (терминал урлӑ — 15 тенкӗ).
Улшӑнусем кӗртиччен Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуспа ҫӳреме 15 тенкӗ тӳлеме тивнӗ, автобуспа кайнӑшӑн 16 тенкӗ илнӗ, маршруткӑна ларма 20 тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
Укҫасӑр, тепӗр майлӑ каласан, пӗрлехи транспорт карттипе Чӑваш Енри мӗнпур транспортра тӳлеме май туса памалла. Ҫакна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑччӗ. Шупашкарти транспортӑн 90 проценчӗ терминалсем вырнаҫтарнине, унсӑр ҫӳрекенсемпе хула администрацийӗ килӗшӗве татнине, кунпа килӗшмесӗр лешсем судлашнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Паян Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) предприятин Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи филиалӗсенче пулнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республикӑри мӗнпур транспорта терминал ҫине кӑҫалхи пӗремӗш кварталта куҫармалли пирки те калаҫнӑ.
Терминал урлӑ тӳлесен ҫынсемшӗн ҫул укҫи йӳнӗрех ларать.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви республикӑри 27 маршрута хупма шухӑшлать. Ҫак ӗмӗте вӑл кӗркунне пурнӑҫласшӑн. Пӑрахӑҫлама палӑртнӑ хула ҫум тата хулапа хулана ҫыхӑнтаракан маршрутсем ҫынсене питех те кирлӗ мар-мӗн, вӗсем вырӑнне урӑххисем халех пур иккен. Апла пулсан пассажирсем маршрут шутне чакарнине сисмӗҫ, чарӑнура транспорт кӗтсе халтан каймӗҫ. Ҫапларах шухӑш-ӗмӗтпе республикӑн Транспорт министерстви ятарлӑ йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Пассажирсем хӑш маршрутпа епле ҫӳренине Территори аталанӑвӗн тата транспорт инфраструктурин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ маларах тишкернӗ иккен.
Кӗркунне енне хупӑнмалли машрутсенчен чылайӑшӗ Шупашкартан тӗрлӗ яла ҫӳрекеннисем: Кӳкеҫе каякан 102-т, Ҫӗрпӗве каякан 103, Сӗнтӗрвӑррине каякан 113, Мамкана илсе каякан 145-к, 345, Ойкасине каякан 184, Вӑрманкассине каякан 185, Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 226, 232, 337-мӗш маршрутсем. Унсӑр пуҫне 539-мӗш, 562-мӗш, 548-мӗш, 620-мӗш, 639-мӗш, 642-мӗш, 673-мӗш, 389-мӗш, 231-мӗш маршрутсене кӗртнӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1068 ял-хулана общество транспорчӗ хутлать. Пассажирсене «Чувашавтотранс» (чӑв.
Республикӑн тӗп хулинчи транспортӑн 90-а яхӑн проценчӗ ҫул укҫине терминал урлӑ илет. Ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетнӗ пулин те ыттисем пассажирсенчен «чӗрӗ» укҫа кӑна илеҫҫӗ.
Пассажирсене турттаракан маршрутҫӑсен терминал пулмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Ҫул укҫине транспорт карттипе тӳлеме май туса пани пассажирсемшӗн те пайталлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла кашни тӳлемессерен нухрат (хулара, тӗслӗхрен, 4-шар тенкӗ) перекетленет. Тепӗр ен вӑл налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ. Касса витӗр тухакан укҫана налукҫӑсенчен пытараймӑн.
Шупашкарти 32, 41, 49, 51, 65-мӗш маршрутсенче терминалпа тивӗҫтермен, вӗсене хула администрацийӗ ӗҫлеме чарнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр маршрутҫӑсем суда кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |