Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Сӑмах ҫул укҫишӗн пӗрлехи транспорт карттипе (ПТК) тӳлекенсем пирки пырать.
Хӑшӗ-пӗри карттӑпа тӳлеймен, кондукторӑн терминалӗ ӑна йышӑнман, «ПТКн формачӗ тӗрӗс мар» тесе кӑтартнӑ.
Республикӑри оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, ПТКсен ӑнсӑртран блокировка тунӑ-мӗн: вӗсем хастар усӑ куракансен списокне кӗнӗ. Ҫакӑ фронд-мониторинг тытӑмне иккӗлентернӗ, карттӑсемпе ултавҫӑсем операцисем ирттереҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа «хура списока» кӗртнӗ.
Оператор ӗҫлеме пӑрахнӑ картта хуҫисене компанин пӗр офисне пырса заявлени ҫырма ыйтать. Ӑна 3 ӗҫ кунӗнче пӑхса тухӗҫ, кун хыҫҫӑн ПТК ӗҫлеме пуҫлӗ.
Чӑваш Енре паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, муниципалитетсем хушшинчи темиҫе автобус урӑхларах маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх 242, 265, 325, 334, 519-мӗш маршрутсене пырса тивет.
242-мӗш маршрут Шупашкарти «Раща» чарӑнуран Муркаш районӗнчи Шурчана ҫӳрет. Малашне вӑл хулари «Ҫӗнӗ сала» станцирен хутлама пуҫлӗ. 265-мӗш маршрут Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» станцирен Ойкассине каять. Малашне вӑл Шупашкарта чарӑнмӗ. Кӳкеҫри Шуршӑл урамӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне ҫӳренӗ 325-мӗш маршурт Шупашкарти «Вокзал ҫум» станцие ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа хутланӑ 334-мӗш маршрутра вара уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртӗҫ. Шупашкартан Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптака ҫӳрекен 519-мӗш маршрут та малашне «Ращаран» мар, «Ҫӗнӗ сала» автостанцирен хускалӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнчи тата хула администрацине пӑхӑнакан организацисенчи тӳре-шарана ӗҫе машинӑпа пыма чарнӑ. Анчах яланлӑх мар. Пӗр кунлӑха.
Ӗҫ тата уйрӑм ҫын машинисемсӗр куна ирттерме Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков сӗннӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницне ҫырса хунӑ.
Тӳре-шаран раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, тунтикун, ӗҫе общество транспорчӗпе — автобус-троллейбуспа — ҫитмелле. Кӑнтӑрла таҫта каймалли тупӑнсан та общество транспортне суйламалла. Киле те ҫавӑн пек таврӑнмалла.
Тӳре-шарана автобус-троллейбуспа ӗҫе пырса кайма хушнин сӑлтавӗ — хулари транспорт реформине хакласси. Аса илтерер, ырантан хулари
1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутсене пӗтерӗҫ. 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗшӗсем урӑхларах ҫулпа ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ.
Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ.
Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш.
Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ.
Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
Ҫитес уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта транспортра ҫул укҫи хакланӗ. Анчах пассажирсене хальлӗхе лӑплантарар. Ҫул укҫи троллейбусра ҫеҫ ӳсӗ. Тата вӑл пӗрлехи транспорт картти е урӑх ҫавӑн йышши меслетпе тӳлекенсене ҫеҫ пырса тивӗ. Аллӑн укҫа тыттаракансем троллейбусра хальхи пекех 20-шер тенкӗ тӳлӗҫ. Аллӑн тӳлеменнисен вара хальхи 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ катӑлӗ.
Тӳлев виҫине паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Ҫул ҫӳремелли уйӑхлӑх билет хакӗ раштав уйӑхӗнче улшӑнмӗ. Малашне те вӑл 850 тенкӗ тӑрӗ, ачасем валли 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Алексей Ладыков сити-менеджер троллейбусри хака ирӗксӗртен ӳстернине пӗлтернӗ. Троллейбус управленийӗ паянхи куна тӑкаклӑ ӗҫлет иккен.
Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем.
Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ.
Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорт реформи пуҫланать. Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ларакан тӳре-шара транспорт сетье оптимизацилеме тата ҫул ҫине пысӑкрах автобуссене ытларах кӑларма палӑртса хунӑ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш автобуссен ҫулӗ ылмашӗ. 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш номерлӗ автобуссем ҫӳреме пӑрахӗҫ.
Тепӗр ҫӗнӗлӗх те пулӗ. Пӗрлехи транспорт карттисӗр пуҫне ҫул укҫине банк карттисем урлӑ тӳлеме май туса парасшӑн. Ҫул укҫипе смартфон, ҫавӑн пекех Apple Pay, Samsung Pay тата Google Pay технологиллӗ урӑх гаджет урлӑ татӑлма ирӗк парӗҫ. Ҫӗнӗлӗх малтанласа сӑнав мелӗпе ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫитес ҫул ҫур ӗмӗр каяллахи троллейбус ҫула тухӗ. Ҫакӑн пирки республика тӗп хулине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен мэрӗсем пуҫтарӑнсан Шупашкарти троллейбус управленийӗн ертӳҫисем пӗлтернӗ.
Килес ҫул Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫавна май хула урамне «Чукун ҫул вокзалӗ – Хӗрлӗ лапам» маршуртпа 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫула тухнӑ 1-мӗш номерлӗ троллейбуса кӑларӗҫ.
Хулари пӗрремӗш троллейбус халӗ юсавра ларать. Ӑна юсаса пӗтерсен ӑна унӑн хӑнӑхнӑ маршручӗпе ҫула кӑлареҫ. Ҫавӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ.
Ҫул-йӗр полицийӗ лайӑх енне улшӑнать-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватса «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ертӳҫи Алпарух (Александр) Блинов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян ҫырнӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере вӑл хӑйӗн кил-йышӗпе «Атӑл хӗррине хулари хӑйӑрлӑх патне» чупма кайнӑ. Ҫав кун пур парковкӑна Наци кросӗ иртнӗ май хупнӑ. Ӑна пӗлмен енне Алпарух пӗр вырӑнта машшинӑна хӑварнӑ. Ҫур сехетрен килӗп тесе шухӑшланӑ та чупса кайнӑ. Тепӗр 7-8 минутран телефонпа такам шӑнкӑравланӑ. «Ирхине 7.00-ре! Малтан тытас темерӗм, анчах пиллӗкмӗш хут шӑнкӑравланипе чӗнес терӗм», — ҫырса кӑтартнӑ вӑл. Унти сасӑ машинӑна тепӗр пилӗк минутран куҫармасан эвакуатор чӗнессине систернӗ. «Сире пула мана пуҫлӑхсем асӑрхаттарчӗҫ», — тенӗ ҫул-йӗр инспекторӗ. Унтан вӑл машинӑна хӑвӑртрах илсе кайма хушнӑ.
«Европӑра кӑна малтан асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, Раҫҫейре яланах штраф ҫырса параҫҫӗ. Мӗн тӑвас, план... Хальхинче эп чӑнах та тӗлӗнсе кайрӑм. Ҫул полицийӗ улшӑнать-ши?», — тӗлӗннӗ Александр Блинов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |