Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр службисем водительсене руль умӗнче асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ.
Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ӑна епле тасатса тӑнипе пӗрлех транспорт хуҫисем хӑйсене мӗнле тытнинчен те килнине палӑртаҫҫӗ. Асӑрханса ҫӳресен, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнсан инкек те пулмӗ.
Ҫанталӑк пирки сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ тесе йышӑннӑ: ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтсе янӑ май сывлӑшӑн талӑкри вӑтам температури 5 градусран ытла чакнӑ.
Ҫакна та шута илмелле. Ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн тӗп диспетчерскине (8352) 54-05-00, 8-917-679-23-16 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла.