Паян Шупашкарта троллейбуспа трактор ҫапӑннӑ. Инкек хулари Гагарин урамӗнче пулса иртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, инкеке лекнӗ трактор ҫул-йӗр ҫинче ӗҫленӗскер пулнине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче инкек пирки ҫырнине хальлӗхе вырнаҫтарман. Маларах эпир асӑннӑ форумра ҫырни тӑрӑх вара тракторист тимсӗрлӗхне пула общество транспорчӗпе тӑрӑнни палӑрать.
Шупашкарти ҫак автоинкекре чи лайӑххи — троллейбусри ҫынсем те, водитель те, тракторист та, иртен-ҫӳрен ытти машинӑрисем те аманманни. Трактор та троллейбуса хытах пырса тӑрӑнман — ӳкерчӗксене тишкерсен троллейбус лапчӑнни-пусӑрӑнни курӑнмасть.