Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара хутлакан 232-мӗш номерлӗ автобуса ҫӳретме тытӑннӑ. 60 ҫын вырнаҫаканскер асӑннӑ тӑрӑхӑн транспорт ыйтӑвне кӑштах та пулин тататех-тӗр. Пӗр автобуспа теприн хушши 15 минутпа танлашмалла. Вӑл ирхи пиллӗкрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗ. Апла пулсан ӗҫ умӗнхи тата ӗҫ хыҫҫӑн халӑх йышлӑ вӑхӑтра ҫынсем чарӑнура чыхӑнса нушаланмалла мар.
Автобусӑн маршручӗ ҫапларах: Улма-ҫырла (Садовӑй) тӑкӑрлӑкӗ – Фучик урамӗ – Колхоз пасарӗ – «Мир Луксор» кинотеатр – Суту-илӳ ҫурчӗ – Мега Молл – Энергозапчасть, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара Совет урамӗпе кайӗ, «Сокол» чарӑнӑва ҫитӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче ку маршрут вӑхӑтлӑх тесе пӗлтереҫҫӗ — раштавӑн 1-мӗшӗнчен хулара транспорт реформи пулмалла.
Шупашкарти «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайона троллейбуссем ҫӳрӗҫ. Анчах паян-ыранах мар.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти 20-мӗш шкулта республикӑн тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — аппарат ертӳҫи Алексей Маклыгин хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра — троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннине те. Предприятин тӑкакӗ, Алексей Маклыгин пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 40 миллион тенкӗ чакнӑ. Апла пулин те ыйту татӑлсах пӗтмен — упарвлени энергетиксен умӗнче 140 миллион тенке яхӑн парӑмлӑ.
Шупашкарта кӑҫал 200-е яхӑн ҫӗнӗ автобус туянма палӑртнӑ. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳрӗҫ. «Садовӑй» микрораойнта пурӑнакансене турттарма автономлӑ майпа ҫӳрекен 5 троллейбус туянмалла. 2019 ҫулта «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта троллейбус линийӗ кармалла.
Паян Шупашкарта троллейбуспа трактор ҫапӑннӑ. Инкек хулари Гагарин урамӗнче пулса иртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, инкеке лекнӗ трактор ҫул-йӗр ҫинче ӗҫленӗскер пулнине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче инкек пирки ҫырнине хальлӗхе вырнаҫтарман. Маларах эпир асӑннӑ форумра ҫырни тӑрӑх вара тракторист тимсӗрлӗхне пула общество транспорчӗпе тӑрӑнни палӑрать.
Шупашкарти ҫак автоинкекре чи лайӑххи — троллейбусри ҫынсем те, водитель те, тракторист та, иртен-ҫӳрен ытти машинӑрисем те аманманни. Трактор та троллейбуса хытах пырса тӑрӑнман — ӳкерчӗксене тишкерсен троллейбус лапчӑнни-пусӑрӑнни курӑнмасть.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарти, кӑҫал «мӑйракасӑр» троллейбус ҫула тухӗ. Автономилле майпа ҫӳрекенсер 10-мӗш номерпе хутлӗ. Вӑл Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен пуҫӑнса «Садовӑй» микрорайона ҫитӗ.
Хулари тӳре-шара ҫӗнӗ маршрута йӗркелессине сӳтсе явнӑ-тишкернӗ май малтанласа икӗ ҫула тишкернӗ. Кайран ҫак маршрута суйласа илнӗ: «Чукун ҫул вокзалӗ» — «Николаев урамӗ» — «Колхоз пасарӗ» — «Ю. Фучик урамӗ» — «Б. Хмельницкий урамӗ» — «9-мӗш шкул» — «Кошкино» — «Айхи проспекчӗ» — «Дементьев урамӗ». Унтан «Садовӑй» микрорайонтан ҫаврӑнса хӑй унччен килнӗ ҫулпа каялла кайӗ.
Автономи мелӗпе ҫӳрекен троллейбус Б. Хмельницкий урамне ҫитсен ҫутӑ линийӗсӗрех кайӗ.
Маршрутӑн тӑршшӗ — 5,3 км.
Ялсенчи ачасене шкула автобуспа турттарнине пӗлетпӗр-ха. 2018/2019-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ачасем валли те автобус уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ районта пурӑнакансем пӗлтернӗ тарӑх, вӑл тӑрӑха общество транспорчӗ сайра ҫӳрет, ачасене ҫывӑхра шкула яма вӗренӳ учрежденийӗ ҫук. Ҫавна май вӗсем хулари тӗрлӗ шкулта пӗлӳ илӗҫ: 23, 30, 33, 35-мӗшӗсенче.
Нина Васильева ятлӑ хастар хӗрарӑм ачасене шкула ҫӳретес ыйтупа Чӑваш Ен Элтеперӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Михаил Игнатьев, сӑмах май, граждансене ӗнер хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Хӗрарӑма республика ертӳҫи 1-3-мӗш классенче вӗренекенсем валли 21 вырӑнлӑх автобус уйӑрассине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул туса пӗтерсен «Соляное» микрорайонтисем унта ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем ӗнер машинӑсем икӗ хутчен килти выльӑх-чӗрлӗх ҫине пырса кӗнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, пӗр ҫын аманнӑ.
«Пуринчен ытла эсир выльӑха, унӑн хуҫине е инкеке лекнӗ машинӑна шеллетӗр-и?» — ҫырса хунӑ сӑнӳкерчӗк айне.
Tailhead13 никпа ҫыраканни ӗнене те, машина хуҫине те хӗрхенет. Вӑл хӑй те килти выльӑх-чӗрлӗх ҫул ҫинче утнипе шар курнине аса илнӗ. Ӗне хуҫине вара воспитани памалла тесе шухӑшлать. Тата унтан вӑл машина юсаса тӑкакланма тивнине шыраса илесшӗн.
Килти выльӑх килех таврӑнать теҫҫӗ-ха. Анчах ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре килте мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫуккине унӑн хуҫи епле асӑрхаманни чӑннипех те тӗлӗнтерет-ҫке.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын кредитпа парӑма кӗрсе кайнӑ. Хайхин пурӗ 250 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унран укҫа шыраса илес тесе кредитор судах ҫитнӗ. Тӳре йышӑну кӑларнӑ хыҫҫӑн ӗҫе Куславкка районӗнчи суд приставӗсене ярса панӑ.
Суд приставӗсем арҫыннӑн пурлӑхне шырама пуҫланӑ. Унӑн «Renault Sandero» машини асӑннӑ районти Мӗниҫырминче пулни ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсем автомобиле ҫийӗнчех арестленӗ. Унсӑр пуҫне арҫыннӑн суд приставӗсене 18 пин те 755 тенкӗ тӳлемелле. Ку вӑл — исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑшӑн. Парӑмлӑ этеме чикӗ леш енне кайма та чарнӑ.
Федерацин суд приставӗсен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма вунӑ кунта татмалла. Унсӑрӑн машинӑна сутса ярӗҫ, ҫав укҫапа кредитшӑн татӑлӗҫ, суд приставӗсем те хӑйсен тӳпине илсе юлӗҫ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен.
Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ.
Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса.
Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет.
Шупашкарти ҫилхӑвансене тата тепӗр видеокамера ӳкерсе илме пуҫланӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхра Президент бульварӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманнисене сӑнакаг-ӳкерекен комплекс ҫак-ҫак йӗркесӗрлӗхе палӑртса пырӗ: светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнманнисене, чарӑнмалли йӗр ҫине тухса кайнине, сылтӑм, сулахай енне пӑрӑнмалла е ҫаврӑнса илмелле чух ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнине.
«Чӑваш Енӗн автомобиль ҫулӗсен управленийӗ» хысна предприятийӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата 12 комплекс туянассине пӗлтерет. Халӗ ҫавӑн валли валли яваплисем кирлӗ документацие хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене йӗркелесе пӗтерсен комплекссене аукционта илме шухӑшлаҫҫӗ.
Череповецри 300 хваттерлӗ ҫурт Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Бойлер ванса кайнӑран унти ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗ юсас тенӗ. Кирлӗ саппас пайсене туянма 146 пин тенке ларнӑ. Ӑна туянакансем 120 пинне тӳлесе хунӑ. Ытларикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Череповецри юлташлӑха саппас пайсем ҫитмелле пулнӑ. Ҫуккине кура сӑлтавне шырама пуҫланӑ. Кирлӗ детальсем Череповец вырӑнне Шупашкара кайни ҫавӑн чухне палӑрнӑ.
Саппас пая турттарса пыма килӗшнӗ транспорт компанийӗ кӑлтӑка йышӑннӑ, ҫитменлӗхе татса пама шантарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗнче хытах тарӑхнӑ курӑнать — шӑтар-шатӑр ҫилленине пӗлтерсе вӗсем транспорт компанине ҫыру шӑрҫалама, юсав ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайманнине пӗлтерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |