Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Патӑрьел районӗнчи суд приставӗ ҫавӑн пек шухӑшланӑ-ши — хӑйсем патне ҫынсенчен ҫитнӗ ҫырусене вӑхӑтра пӑхса тухман. Шучӗпе вара пӗр уйӑхра хуравламалла. 30 кун хушшинче ӗлкӗрменни саккуна пӑснине пӗлтерет.
Суд приставӗсен федераци службин Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи пайӗне кӑҫалхи ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫынесенчен виҫӗ ҫыру килнӗ. Пурте вӗсем суд йышӑнӑвӗпе укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Анчах ҫавсенчен нихӑшне те вӑхӑтра пӑхса тухман. Куншӑн Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.59 статйинче явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Прокуратура ыйтнипе ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Суд приставӗсен маларах асӑннӑ пай пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Элӗк район прокуратури унти пӗр ҫемьене ишӗлекен ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар. Тепӗр тесен, ытарлӑн ун пек калани те йӑнӑш мар-тӑр.
Район прокуратурине пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ҫул ҫитмен ывӑлӗпе ишӗлекен ҫуртра пурӑнни пирки ҫӑхавланӑ. Вӗсен ҫурчӗ 87 процент таран япӑхнӑ иккен. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫакна курмӑш пулнӑ, муниципалитет ҫуртӗнче пурӑнакан ҫемьене пулӑшма васкаман. Халь-халь йӑтӑнса анасла ҫуртра пурӑнма ҫуккине кура хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫнӑ, ӳркенмесӗрех прокуратурӑна шалӑп шӑрҫаланӑ.
Хӗрарӑма хӳтӗлесе Элӗк район прокуратури асӑннӑ ҫемьене хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗр тивӗҫтерме ыйтса район администрацине хирӗҫ тавҫӑпа суда ҫитнӗ. Судра прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Кун пек йышӑнупа килӗшмесӗр элӗкри тӳресем аппеляци ҫӑхавӗ те ҫырса пӑхнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ. Халӗ вырӑнти тӳре-шаран хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтермех тивӗ.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енти управленийӗ Етӗрнери сӗт савутне сӗте йӳнӗпе туяннӑшӑн штрафлама йышӑннӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ҫапла пӗтӗмлетӗве монополипе кӗрешекенсем 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта чӗрӗ сӗте туяннин хакне тишкернӗ тӑрӑх тунӑ. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем савута 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ӗҫ-пуҫ кнупах вӗҫленмен. Монополипе кӗрешекенсен йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ӗҫ малтан Чӑваш Республикин Арбитраж судне ҫитнӗ, каярах — Пӗрремӗш арбитраж аппеляци судне. Унта та, кунта та монополипе кӗрешекенсем саккунлӑ йышӑну кӑларнӑ тесе йышӑннӑ.
Сӑмахӗ кунта 16 ҫул тултарнӑ, патшалӑхӑн пӗтӗмӗшле аттестацине 9-мӗш класс тытакан ачасем пирки пырать.
Ашшӗ-амӑшӗн хыҫӗнче пурӑнакан ача-пӑчана штрафлани тӗрӗссипе тӗрӗсех маррине пӗлес тесе пӗчӗкрех инстанциллӗ суд ҫӗршывӑн Аслӑ судне ыйтупа тухнӑ иккен. Лере ҫак ӗҫе тишкернӗ те 16 ҫул тултарнӑ ачана штрафлама юранине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, 9-мӗш класс хыҫҫӑнхи аттестаци вӑхӑтӗнче йӗрке пӑснӑшӑн кун пек категорие РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодекс 3–5 пин тенкӗ штрафлама ирӗк парать. 3 е 5 пин е урӑхларах виҫепе штрафлассине вара тӳре палӑртать. Виҫине палӑртнӑ чух ҫав ҫын ачан пурлӑх лару-тӑрӑвне, вӑл епле ҫын иккенне шута илме тивӗҫ.
ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ.
ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ.
Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ.
Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен.
Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха.
Тӑвай район прокуратури Вӑрмар район судне вӑрманҫӑ пирки пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Арҫынна йывӑҫа саккунлӑ мар майпа каснӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачра вӑл Тӑвай тӑрӑхӗнче вӑрман касма ирӗк панӑ. Каярах ҫу уйӑхӗнче каллех вӑл пӗр ҫынна йывӑҫ кастарттарнӑ. Ҫапла вара республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствине 122 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ.
Тӑвай вӑрманҫи саккуна административлӑ майпа пӑсни пирки суя протокол шӑрҫаланӑ. Суя ӗҫпе аппаланнӑ вӑрманҫӑ шӑпине суд татса парӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен.
Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле.
Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ.
Суд вӑл такана ҫинчи шыв пек тенӗ ваттисем. Теприсем чӑнлӑха шыраса ҫапах та таҫти суда та ҫитме хатӗр. Ҫапла тунӑ та Ҫӗнӗ Шупашкарти Пятидесятниксен Библи центрне пӗтернипе килӗшмен ваккатсем. Вӗсем Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европа суднех ҫитнӗ. Страсбургри суд асӑннӑ Библи центрне пӗтерни этем правине пӑсни пулать тесе йышӑну кӑларнӑ.
Центра 2007 ҫулта Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе 2007 ҫулта хупса хунӑ иккен. Унччен ҫавӑн пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин Верховнӑй сучӗ кӑларнӑ. Библи центрне хупас йышӑну патне пырса тухни ун ҫумӗнче йӗркеленнӗ Библи колледжӗ тата вырсарни шкулӗ вӗренӳ требованийӗсене тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ-мӗн.
Страсбургри суд вара Раҫҫей сучӗсем хӑйсен йышӑнӑвне кӑларнӑ чух Этем прави ҫинчен калакан Европа конвенцине пӑснӑ тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ.
Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енти управленийӗ тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа Шупашкарти Ленин район сучӗ тивӗҫтермен. Асӑннӑ пӗрлешӳ Минюст хӑйсене регистрацилеме килӗшменнипе ҫырлахмасӑр суда ҫитнӗ. Анчах усси пулман.
Ку ӗҫпе пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. «Ҫӗнӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула» ӑна пӑхса тухассине ҫӗртмен 2-мӗшне куҫарнӑ. Суд «Ирӗклӗх» тавӑҫне тивӗҫтерменнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Сӑлтавне суд ҫитес эрнере кӑна пӗлтермелле-мӗн.
Правӑна сыхлакан хӑш-пӗр ҫын шучӗпе «Ирӗклӗхпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑру Раҫҫейӗн Конституцийӗнче, Этем правине сыхлакан Европа конвенцийӗнче пӑхса хӑварнӑ правасемпе килӗшсе тӑмасть тесе хаклаҫҫӗ-мӗн.
«Ирӗклӗх» общество хӑй пирки пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сас панӑ. Пӗрлешӳ чӑваш чӗлхине тата культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллев лартать-мӗн. Унӑн пӗлтерӗшлӗ акцийӗсенчен пӗрин шутӗнче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем валеҫсе ҫӳрени. Ҫавсене вӗсем йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенче вырнаҫтарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |