Вӑрнарти аш-какай комбинатне республика хыснинчен субсиди парса тӗрӗсех тунӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитсе тухнӑ.
Республикӑри ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрни саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине маларах прокуратура та тӗрӗсленине эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Финанспа бюджет надзорӗн федераци службин республикӑри управленийӗ Вӑрнарти аш-какйа комбинатне хысна законодательствипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене пӗтерме хушса представлени ҫырса панӑ. Росфиннадзор шухӑшланӑ тӑрӑх, 2013-мӗш ҫулта вӑрнарсене субсиди панӑ чух ака лаптӑкне ӳстерсе кӑтартнӑ, ҫавна май субсидие хыснаран 2 миллион тенкӗ ытлашши уйӑрнӑ пулать.
Аш-какай комбиначӗ Росфиннадзор пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Ӗҫе виҫҫӗмӗш ен евӗр республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине явӑҫтарнӑ.
Суд субсидие тӗрӗсех уйӑрнине ҫирӗплетсе панӑ.
Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Мельница» (чӑв. «Арман») тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн бизнесне йӗркелеме тата аталантарма тесе вырӑнти хыснаран грант илнӗ. Укҫа виҫи ытлашши пысӑках та мар-ха: 50 пин тенкӗ. Ҫапах вӑл та ҫӗрте йӑваланса выртмасть мар-и?
Тӑвай район прокуратури коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ чух хайхи «Армана» укҫана саккунлӑ мар майпа уйӑрнине асӑрханӑ. Услама йӗркелеме уйӑракан тупрана эрех-сӑра ваккӑн сутакансене пама юраман. Ҫакна шута илмесӗр кӗмӗллӗ тума йышӑннисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маларах асӑннӑ тулли мар яваплӑ обществӑран вара 50 пине суд урлӑ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл укҫана «Арманӑн» хыснана тавӑрса памалла тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.
«Парнас» партин регионти канашӗн пайташӗ Дмитрий Семенов Этем правине хӳтӗлекен Европӑри суда ҫитнӗ. Ҫамрӑка Дамира Гайнутдинова юрист хӳтӗлет.
Каччӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑпланӑччӗ, ун пирки суд экстремизмла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама чӗннӗ тесе йышӑннӑччӗ. Аса илтеретпӗр, каччӑ тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев евӗр сӑнлӑ демотиватора перепост туса сарнӑ тесе калаҫрӗҫ.
Дмитрий Семенова суд 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, анчах вӑл амнистие лекнӗ. Каччӑ ваккачӗ ӳкерчӗк авторӗ «Парнас» хастарӗ мар тени те ӑна хӳтӗлесе хӑварма май паман.
Европӑри суд заявление регистрациличчен 1 уйӑхран пуҫласа 3 уйӑх таран кӗтме тивӗ. Суд ҫӑхава йышӑнмасан та пултарать.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекен ачасем Калинин районӗн сучӗн залӗнче пулнӑ. Унта вӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Шкул ачисем суд приговорне те итленӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр кафере Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлӗшӗн укҫипе докуменчӗсене вӑрланӑ.
Анчах суд залне пур ача та лекеймен. Унта юрист пулма ӗмӗтленекенсем ҫеҫ кӗнӗ. Ачасем кашни сӑмаха тимлӗн итленӗ.
Саша Майорова вара малтан кам пулассине пӗлмен. Кунашкал урокра пулса курнӑ хыҫҫӑн вӑл юриста вӗренме палӑртнӑ.
Сӑмах май, судра уҫӑ уроксем тӑваттӑмӗш ҫул иртеҫҫӗ ӗнтӗ. Унта лекессишӗн шкулсем черет те тӑраҫҫӗ. Кунашкал экскурсисем ачасене йӑнӑш утӑм тӑвасран та, тӳрӗ ҫултан пӑрӑнасран та сыхланма пулӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрине ертсе пынӑ тата тепӗр пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах суд тенкелӗ ҫине лекнӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ (ҫывӑх вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тата тепӗр лару иртмелле) евӗрех, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл та хӑйӗн паллаканне ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑхне куҫарнӑ.
Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ-мӗн. Саккунлӑ мар майпа харпӑрлӑха куҫарнӑ ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе те тӗпчевҫӗсем мерӑсем йышӑнасшӑн.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ.
Арҫыннӑн йывӑҫ касмашкӑн ирӗк пулман. Анчах вӑл 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче виҫӗ юман, 1 вӗрене тата хӑрнӑ 1 юман каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Унӑн 4 пин тенкӗ патшалӑх пошлини те тӳлемелле.
Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ.
Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн.
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пулнӑччӗ. Тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен. Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ. Карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ судра укҫа шыраса илмелле тунӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑннӑ фонд тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫитменнине, федераци шайӗнче ватӑсене ку енпе ҫӑмӑллӑх кӳресси ҫинчен саккун йышӑннӑ. Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра судпа айӑплӗҫ. 56 ҫулти арҫынна Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ял тӑрӑхне ертсе пынӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем хушнипе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выпискӑсем хатӗрлесе сакӑр ҫӗр участокне уйрӑм хушма хуҫалӑх валли хӑйӗн паллаканӗсене уйӑрса панӑҫи кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх лешсем ҫӗр лаптӑкне регслужбӑра регистрациленӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне маларах судпа айӑплама ӗлкӗрнӗ. Ун чухне ӑна автоҫулсене тытса тӑрассипе контракт хатӗрленӗ чух улталанӑ тесе 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ — экс-пуҫлӑх ҫав укҫана тӳлесе татнӑ.
ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтелев министрӗн пӗрремӗш ҫумне Сергей Викторова, суд йышӑннӑ тӑрӑх, арестленӗ. Сизона хупман ӑна, килтен тухма чарнӑ ҫеҫ.
Суд ҫакна пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ку — суд умӗнхи тӗпчев. Ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ пирки уҫӑмлӑн каламаҫҫӗ. Анчах официаллӑ мар даннӑйсене ӗненес тӗк, чиновника ултав ӗҫӗпе аппаланнӑ теҫҫӗ.
Министерствӑччен вӑл Чӑваш Республикинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑра вӑй хунӑ. Кайран министерство пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |