Ҫак уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче парламент укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Ҫапла тунипе килӗшмесӗр ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Игорь Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынна хӑй хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах суйлани саккуна пӑсни пулать.
Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче витӗмлӗ вырӑн йышӑннӑ предприятисенчен пӗри, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫаплипех ҫул юппинче тӑрать.
Иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнче хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли черетлӗ аукцион иртмеллеччӗ, анчах ун чухне та ӑна туянакан тупӑнман.
Пушанса юлнӑ инкубаторсене чӑх-чӗпе малтан чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурасси пирки хыпарларӗҫ, каярах раштав уйӑхӗн ҫурринче тесе каларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку сӑмах чӑна тухассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ РФ Перекет банкӗн тата Чулхулари «Корма и концентраты» обществӑн тавӑҫӗсене пӑхса тухнӑ тав ку ыйту патне таврӑнассине ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17 тата 17-мӗшӗсене куҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗнчи ларура Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче унчченхи тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑччӗ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтменнине пӑхмасӑрах Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗччӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран иртнӗ уйӑхӑн 3-мӗшӗнче суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин министерствӑра ӗҫленӗ Алексей Яковлева должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑччӗ, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑччӗ.
Муркаш раойнӗнчи организацисенчен пӗринче ӗҫлекен кадастр инженерӗ суя сведенисем кӗртнӗ. Кӑлтӑка Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ асӑрханӑ. Межевани планне тӗрӗс мар шӑрҫаланӑ специалиста РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.35 статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Патшалӑх регистрацийӗ тутарма Муркаш районӗнчи ҫав хут кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ. Унта ҫӗре «Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ» тесе кӑтартнӑ. Анчах вӑл лаптӑк ҫинче автозаправка станцийӗ ларнӑ, тепӗр майлӑ каласан унта нимле майпа та акса-лартса тӑваймӑн.
Регистрацилекен органа тӗрӗс мар хут хатӗрлесе панӑ инженер ӗҫне республика прокуратурине ярса панӑ. Административлӑ ӗҫе суд пӑхса тухса кадастр инженерне 30 пинлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май, кӑлтӑкпа ӗҫлекен специалистсем унччен те пулнӑ. Маларах прокурорсем административлӑ 7 ӗҫ пуҫарнӑ. 3 ӗҫ Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче выртать, вӗсемпе те ҫывӑх вӑхӑтра татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри тепӗр ветеринар суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна та Африка мурне сарӑлма панӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 14-мӗшӗччен ветеринари участокӗн заведующийӗ сыснасене сипленӗ. Выльӑх Африка мурӗпе аптӑрани куҫпа пӑхсах паллӑ пулнӑ.
Ҫурлан 5-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче икӗ сысна вилнӗ. Анчах ветеринар инфекцие сарӑлма парас мар тесе нимӗн те туман, инстанцисене пӗлтермен. Кун пирки тепӗр сысна вилсен ҫеҫ пӗлнӗ.
Кун хыҫҫӑн яла карантина хупнӑ. Районта эпидеми пулнине палӑртнӑ. Ветеринара вара нумаях пулмасть суд айӑпланӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Шупашкарти 4-мӗш юсанмалли колонире (вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ учреждени шутланать) ларакан 21 ҫулхи каччӑна тӗрме йӗркине пӑсма хӑтланнӑшӑн айӑплама пултараҫҫӗ.
РФ Следстви управленийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл унта ӗҫлекен ҫынна хӗнесе тӑкнӑ. Халӗ асӑннӑ управленин Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 321-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗке хӑтарнӑ вырӑнта ӗҫлекен тӗлӗшпе ҫамрӑк штраф изоляторӗнче ларнӑ чух алӑ ҫӗкленӗ. Пакунлине вӑл пуҫран тата кӗлтекен ытти пайӗнчен тапса пӗтернӗ.
21 ҫулхи ҫамрӑка суд кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ирӗкрен хӑтарнӑ. Ӑна ун чух вӑрӑ-хурахла тапӑннӑшӑн айӑпласа ирӗкрен виҫӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Чӑваш Енре «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн хастарне Дмитрий Семенова тӗнче тетелӗнчи репостшӑн штрафланӑ. Ҫӗрпӳри суд ӑна «П... или смерть» футболка тӑхӑннӑ Питӗрти депутата Виталий Милонова репост тунӑшӑн айӑпланӑ.
Чӑвашри политика иртнӗ эрнере полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унта ӑна РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 20.29 статйипе айӑплассине пӗлтернӗ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑсене пӑхса ларнӑ чух Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Дмитрий Семенов православипе ҫыхӑннӑ экстремизмла сӑнӳкерчӗке репост тунӑ тесе палӑртнӑ.
Ку тӗслӗх пӗли-пӗлми тата пули-пулми «класс!» пусса лариччен е репостличчен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмаллине пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫлесе каймалла. Предприяти ертӳҫисем унта ӗҫлекенсене каланӑ тӑрӑх, хапрӑк бройлерсен ҫӗнӗ ӑратне ӳстерме тытӑнмалла. Хальхи вӑхӑтра унта рабочисем ҫине тӑрсах тирпейлесе тасатаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла.
Хапрӑка панкрута кӑларас шутпа «Ваша марка» тулли мар общество Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑччӗ, анчах унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменнине кура Улатимӗр хулинчи Арбитраж судне ҫитнӗ. Унта ӗҫе чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Анчах тавӑҫа унтисем те тивӗҫтерме килӗшмен.
Суд чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Тавӑҫ тӑратаканӗ — «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество. Вӑл «Чӑваш бройлерне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен.
Хаҫат ҫине тӑнипе Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне суда кӳнтелен пулса чӗнӗҫ. Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫат та ҫав пӑтӑрмахпа кӑсӑкланчӗ.
Ачине ыррӑн пӑхман амӑшне амӑш правинчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ. Хаҫатри материал авторӗ Алина Изман пӗлтернӗ тӑрӑх, кипкери ачаран пуҫласа виҫӗ ҫула ҫитиччен пӑхнӑ няньӑна суда кӳнтелен пулса та чӗнмен. Мӗншӗн аплине пӗлес тесе журналист республика прокуратурине ҫыру шӑрҫаланӑ. ЧР прокуратурин ҫул ҫитменнсиемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Тамара Шурыгина ачана пӗчӗкрен пӑхса пурӑннӑ хӗрарӑма суда кӳнтелен евӗр чӗнессине пӗлтернӗ. Суд ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществи ӗҫ укҫипе парӑмлине пытарма хӑтланнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ.
Штата кӗскетнӗ тесе ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсем шалӑва паян кун та илсе пӗтереймеҫҫӗ. Аптӑранисенчен пӗр пайӗ ҫийӗнчех прокуратурӑна, теприсем суда ҫул тытнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» 278 рабочи умӗнче 7 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Шалӑва унта утӑ, ҫурла уйӑхӗсемшӗн те тӳлесе татман. Унтан та ытларах — парӑм пуррине статистика органне пӗлтермелле пулин те предприяти хыпарламан. Куншӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ун тӑрӑх предприятие Чӑвашстат 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура сайтӗнчи кӗске хыпарта ҫынсене шалӑва хӑҫан тӳлесе татассине асӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |