Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ӳлӗмрен кам ертсе пырассине ҫитес уйӑхра татса памалла. Раҫҫей Федерацийӗн Судьясен аслӑ квалификаци коллегийӗ кандидатсенчен заявленисене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтернӗ, ун хыҫҫӑн илмессине асӑрхаттарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳре харӑсах темиҫе регионта суд председательне шыранине каланӑ. Списока Чӑваш Республики уҫать. Кунсӑр пуҫне Тинӗҫҫум крайӗн, Архангельск, Ленинград, Магадан, Чулхула, Орлов облаҫӗсен сучӗсен председателӗсене суйламалла. Ваккантлӑ должноҫсен шутӗнче тата ытти хӑш-пӗр суд та пур.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председателӗнче Николай Порфирьев тӑрӑшать. Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ. Николай Петрович Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӑл 65 ҫул тултарнӑ.
Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫейри 9 ҫынна юсанмалли колонисенчи условисем тивӗҫтерменнишӗн 90 пин евро памалла тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енрен.
Европа судне Чӑваш Енри, Карелири, Ростов, Липецк, Свердловск, Томск, Тверь, Архангельск облаҫӗсенчи колонисенче ларакансем ҫӑхав ҫырнӑ. Пур тӗслӗхре те суд Раҫҫей влаҫӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Юсанмалли колонисенче ларакансене мӗн тивӗҫтермен-ха? Ҫӑхавсенче палӑртнӑ тӑрӑх, колонире вентиляци, пушӑ вырӑн сахал пулнӑ. Ҫавӑн пекех раковина, туалет ҫителӗксӗр-мӗн. Ҫӑхавпа тухнӑ ҫынсене 5 пин евроран пуҫласа 15,5 евро таран памалла тунӑ.
Следовательсем Канашра пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ку 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын Канашри Ленин тӳремне килнӗ те палӑка патакпа темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Палӑкӑн пӗр пайӗ катӑлса ӳкнӗ. Вандал ӗҫӗ 30 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 250 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
Ҫӗрпӳ кӗперне пӗлтӗр туса пӗтереймессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ.
Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшмен. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫӑхава малтан пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс мар хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӑна производствӑна илнӗ. Аппеляци ҫӑхавне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Суд пынӑ вӑхӑтра Ҫул-йӗр управленийӗ (вӑл — ӗҫӗн заказчикӗ) ҫӗнӗ подряд организацине шыраймӗ, апла пулсан кӗпер хута ярас вӑхӑт тӑсӑлса каяссине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑннӑччӗ. Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ачасем тата унта ӗҫлекенсем наркӑмӑшланнӑччӗ. 88 ача тата аслисенчен 29 ҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑччӗ. Кӑнтӑрла вӗсем хӗрлӗ кӑшман салачӗ тата пӗҫернӗ чӑх какайӗнчен хатӗрленӗ суфле ҫинӗ хыҫҫӑн япӑх туйма пуҫланӑ.
Ача пахчинче тӗрӗслев пуҫланнӑ хыҫҫӑн шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине пӗр вӑхӑтлӑха хупса шӑпӑрлансене урӑх пахчана янӑччӗ.
Халӗ 40-мӗш ача пахчин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе суд иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑснине пула ҫынсем йышлӑ чирленӗшӗн тата наркӑмӑшланнӑшӑн айӑпланнӑ: ертсе пыракан ӗҫре унӑн икӗ ҫул тӑрӑшма юрамӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарнине, вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл хваттер хӑйӗн балансӗ ҫинче тесе Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Малтанхи инстанцири суд йышӑннӑ тӑрӑх, ҫемьен хваттертен тухса каймаллаччӗ. Суд администрацие ҫемьене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтнӑ. Анчах Людмила Соломонова юсав ирттерме укҫа хывнӑ тесе турткалашма тытӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн хваттер ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ, сусӑр ача амӑшне кӑларса ямалла мар йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприятие ярӑнтарни вӑл хупӑнассине, ҫынсем ӗҫсӗр тӑрса юлассине пӗлтермест. Владимир Ермолаевӑн аллинче пулнӑ услама Тутарстанри «Агросила» компани илме пултарать-мӗн. Кӳршӗллӗ регионти ҫав предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе калаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи тепӗр чӑх-чӗп хапрӑкӗпе вара уҫӑмлӑх сахалтарах. Аса илтерер, унти «Чӑваш бройлерӗ» обществӑна панкрута кӑларасшӑн. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» (чӑв. Выльӑх апачӗ тата концентрат) тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне иртнӗ уйӑхра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑччӗ.
Этем правине хӳтӗлекен Европӑри тӳресем суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче ҫынсене тимӗр читлӗхре тытнине ырламан. Уншӑн вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ тесе йышӑннӑ май хыснаран укҫан саплаштармалла тесе палӑртнӑ.
Тимӗр читлӗхе хупса хунипе килӗшмесӗр Европӑри суда Раҫҫейри виҫӗ ҫын ҫитнӗ. Унти тӳресем ҫавсен тавӑҫне тӗплӗн тишкернӗ те пирӗн ҫӗршыври судсем Этем правин Европӑри конвенцийӗн 3-мӗш статйине пӑснине палӑртнӑ.
Хӑйне хӳтӗлеме ыйтнисем хушшинче Шупашкарти Александр Сусарин та пулнӑ. Александр Сусарина кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑшӑн 7,5 пин евро тӳлемелле йышӑннӑ. Вологдӑри Евгений Беляева та хыснаран ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх саплаштармалла. Красноярскри Роман Воронцова 3 пин евро тӳлӗҫ.
Ку пӑтӑрмах Канаш районӗнчи ялта сиксе тухнӑ. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрисем кил хуҫи вилнӗренпе ҫур ҫул ҫитнине асӑннӑ. Кӳрше 34 ҫулти пускил хӗрарӑмӗ те каҫнӑ.
Леш тӗнчене асӑннӑ ҫынна асра тытнине палӑртса сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем киле саланнӑ хыҫҫӑн кил хуҫин 17-ри ывӑлӗпе унран икӗ хут аслӑрах хӗрарӑм тепӗр ҫынсем патне ҫул тытнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн чухне 17-ри каччӑ хӗрарӑма хӗненӗ, кил хушшинче пусса ӳкернӗ те пусмӑрланӑ.
Пуҫтахланнӑ каччӑн ӗҫӗпе нумаях пулмасть суд ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 1,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Анчах хупса хуман, условлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ.
Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |