Шупашкар район сучӗ 38 ҫулти усламҫӑ-хӗрарӑма тата унӑн мӑшӑрне юрӑхсӑр ҫурт тунӑшӑн айӑпламалла тунӑ. Хайхин хӑтланкаларӑшне тӳресем ултав вырӑннех хурса хакланӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арӑмӗпе упӑшки 2008 ҫулта Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе вӗсем ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та юпа уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Пӗр пӳрт те мар, иккӗ. Ҫурта вӗсем керамблокран хӑпартнӑ. Хӑйсене пурӑнма тесе мар. Каярах сутса яма. Ҫурта хӑпартма йӳнӗрех лартӑр тесе мӑшӑр вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсене явӑҫтарнӑ. Лешсен вара ятарлӑ квалификаци тавраш пулман. Пӳрте туса пӗтернӗ-ха. Анчах ҫурт хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса тӑман иккен. Апла пулин те ҫаврӑнӑҫуллӑ мӑшӑр икӗ пӳрте те сутса янӑ. Уншӑн вӗсем 4,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Тата вӗсем пӳрте туянакан хӗрарӑма ҫӗрпе нимӗнле ыйту та сиксе тухмасть тесе улталанӑ. 400 пин тенкӗ тӳлесен ыйту татӑласса шантарнӑ. Анчах ку укҫа хӗрарӑма нихӑш енчен те тӗкӗ кӳмен — ҫӗрӗ мӑшӑрӑн харпӑрлӑхӗнче пулман.
Ултавҫӑ мӑшӑра суд 250-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Николай Ефимов тӳре-шарана хӑйне хваттер тивӗҫҫине ӗнентересшӗн ҫунать-мӗн. Кивӗ пӳртре вӑл пурӑнаймасть, анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫине ӑна памаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ ялти Мелиораторсен урамӗнчи ҫав арҫын пурӑнакан ҫурта 2010 ҫултах ишӗлекеннисен йышне кӗртнӗ-мӗн. 40 ҫулхи ҫурт юлашки ҫулсенче куҫ умӗнчех ишӗлме тытӑннӑ. Ҫынсен хӗле валли вутӑ хатӗрлеме тивнӗ, шыва урамран йӑтнӑ, туалет та — урамра. Хӑтлӑх шутӗнче ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ сарай тата пӗчӗк пахчана кӑна асӑнма пулать. Йӑтӑнса тӑракан штукатуркӑллӑ, аран тытӑнса тӑракан стенасемлӗ ҫуртран тухма ишӗлекен ҫурт программӑна кӗни пулӑшнӑ. Анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫи пурне те лекмен. Пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнакан арҫына уҫӑ паман. Халӗ арҫын тӑванӗсем патне пурӑнма тухса кайнӑ, уншӑн тӑванӗ чунне ыраттарать иккен.
— Унӑн прописка пулман, анчах хаттер укҫине вӑл тӳлесе пурӑннӑ, — арҫыннӑн тӑванӗ Станислав Ефимов. — Эпир администрацие те кайрӑмӑр, анчах усси пулмарӗ.
Пиллӗкмӗш хваттер муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Вырӑнти тӳре-шарасем арҫыннӑн ордер ҫук иккен.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсене пӑхса тухакан коллегийӗ Республикӑри клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗн Гульсина Мусалимован аппеляци ҫӑхавне тивӗҫтернӗ. Ун тӗлӗшпе маларах кӑларнӑ приговора пӑрахӑҫланӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрисем айӑпланакана суд вӑхӑтӗнче хӳтӗленме май пулман тесе йышӑннӑ иккен. Мусалимова, сӑмахран, почерк экспертизи тума ыйтнӑ. Анчах унчченхи суд ҫав ыйтӑва тивӗҫтермен-мӗн.
Мусалимова тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратурӑн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ.
Мусалимована сӗтев илнӗ тесе пӗлтӗрхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 8 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт йӑтӑнма тытӑнсан пӗр хушӑ шавларӗҫ те халӗ кӑшт лӑпланчӗҫ. Ара, унти ҫынсене урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарчӗҫ, ҫурта ишсе антарса ҫӗннине хӑпартма йышӑнчӗҫ.
Кунашкал лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран унти ҫынсен хӑварт кӑна пӳлӗмсенчен тухса кайма тивнӗ. Ара, ҫурт ишӗлме пуҫласса никам та кӗтмен вӗт. Ҫынсен япали-мӗнӗ йалтах унта юлнӑ. Пӗр хушӑ вӗсен пурлӑхне бомжсем «тапӑнни» пирки те пӗлтернӗччӗ-ха. Ара, хуҫасӑр япала кама ан илӗрттӗр? Юрать, ҫурт тавра хурал тӑратрӗҫ.
Халӗ Ленин район администрацийӗн сайчӗ кун пек хыпар пӗлтерет: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисене хаклӑ япалисене илсе тухма ирӗк панӑ. Чӳречесемпе алӑксене те кӑларса илме юрать-мӗн.
Ҫак ӗҫе пушӑн 14, 15, 21, 22-мӗшӗсенче 9–17 сехетсенче тума пулать. Анчах япаласене кашни хӑй тӗллӗн, пулӑшусӑр, илсе тухать. «Алӑксемпе чӳречесене кӑларса илсен ахаль те ҫирӗп мар ҫурт малалла йӑтӑнмӗ-ши?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ҫыхӑнура» канашлури ҫынсем.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ.
Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ вакансисем кӗртнипе мар-тӑр-ха. Ара, кирек епле ӗҫри пекех-ҫке: пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне тата тӳрере ӗҫлеме ирӗк панӑ вӑхӑт тухать те вӗсен кандидатурине ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ.
Паян республикӑн Аслӑ судӗнче тӳресене удостоверени панӑ. Ҫын шӑпине татса пама (ҫапла тени пысӑк йӑнӑш мар пуль тетпӗр) ирӗк паракан хута ятарлӑ лару-тӑрура, салам сӑмахӗ каласах тыттарнӑ.
Тӳре удостоверенине тивӗҫекенсене республикӑн Аслӑ сучӗн ертӳҫи Н.П. Порфирьев тата Суд департаменчӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан В.М. Воронов кӑна мар, Федерацин тӗп инспекторӗ Г.С. Федоров та саламланӑ. Вӗсем тӳресене саккунлӑ тата фактсемпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем кӑларма суннӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ алӑ пуснӑ удостоверение Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрине Дмитрий Алексеева, Шупашкар район сучӗн ертӳҫин ҫумне Раиса Кудряшована, Йӗпреҫ район тӳрине Алексей Паймина панӑ.
Чӑваш Енри суд Мари Эл каччине ирӗксӗр ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Нумаях мар та, анчах 140 сехет тар тӑкмалла пулать хайхин.
Айӑплава каччӑ ӳркенменлӗхшӗн тивӗҫнӗ теме пулать. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине вӑл Канаш станцине унта тӑнӑ вакуна тата алӑкне сирпӗтмелле сӑрӑпа граффити меслечӗпе ӳкернӗ. Каччӑн ӳкерес ӑсталӑхне чукун ҫулта ӗҫлекенсем ырламан, хакламан, пахаламан. «Хусан-Канаш» электропуйӑсӑн йышӗнче пулнӑ ҫав вакуна ҫула кӑларман. Каччӑн художник ӑсталӑхне вара вандаллӑх тесе йышӑннӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Чукун ҫулта ӗҫлекенсемпе транспорт полицийӗнче тӑрӑшакансем те килӗшнӗ, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ судах ҫитнӗ. Халӗ, ав, тӳре приговор та кӑларнӑ: 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
«Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество муниципалитетсенчен парӑмсене ҫине тӑрса шыраса илме тытӑнасшӑн-мӗн. «Газпромӑн» компанийӗ хӑш-пӗр район тата хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Юлашки икӗ эрнере кӑна вӑл темиҫе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн сайчӗ хыпарланӑ иккен. Канаш хули 48,2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ пулать, Улатӑр – 30,6 миллионлӑх, Ҫӗмӗрле – 11,1 миллионлӑх. Кунсӑр пуҫне компани Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Куславкка, Элӗк, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри тата ытти хӑш-пӗр хуларан парӑма вӑйпа шыраса илесшӗн имӗш. Тавӑҫ виҫи 2 миллион тенкӗрен пуҫласа 6,4 миллион тенкӗ таран-мӗн. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе те тавӑҫ хатӗрленӗ.
Ӗнер Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Ку ӗҫ ҫулталӑк ытла тӑсӑлнӑ ӗнтӗ. Чиновнике виҫӗ статьяпа айӑпланӑ.
Приговора вуламашкӑн икӗ кун кирлӗ пулнӑ. Аса илтерер: Юрий Моисеева 2013 ҫулхи ҫулла тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне пӑхӑнакан ҫынна ҫӗр лаптӑкне аукционра выляса илме пулӑшнӑ. Ку кӑна мар. Вӑл вырӑнти усламҫӑран Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявламашкӑн 1 пин доллар илнӗ. Анчах ҫак укҫана Юрий Моисеев урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ-мӗн.
Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав усламҫа ҫӗр лаптӑкӗн аукционӗнче выляса илме, кайран ӑна дача категорине куҫарма шантарнӑ. Куншӑн усламҫӑ 4 миллион тенкӗ тӳленӗ-мӗн.
Суд виҫӗ статьяна пӑхса тухса приговор вуланӑ. Юрий Моисеева йӗплӗ пралук леш енне 11 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экс-пуҫлӑхӑн сӗтев илнӗ укҫаран 7 хут нумайрах штраф тӳлеме тивӗ: 280 миллион тенкӗ.
Юрий Моисеевӑн адвокачӗ Владимир Романов пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-пуҫлӑхшӑн ку приговор кӗтменлӗх пулман. Ҫавӑн пек пуласса вӑл пӗлнӗ. Паллах, вӑл ҫӑхав ҫырӗ.
— Юлашки 4 ҫулта 11 пуҫлӑха судпа айӑпланӑ.
Ҫӗр докуменчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха, анчах чылай чухне ку пурлӑх ҫын харпӑрлӑхӗнче пулни — хут ҫинче кӑна. Ӑна куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртмен-тӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур пулсан та ҫук пулаять.
Етӗрне районӗнчи Надежда Борисовнӑна амӑшӗнчен ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли лаптӑк юлнӑ. Амӑшне ӑна хӑй вӑхӑтӗнче уйра уйӑрса панӑ, анчах документсене вӑл вӗҫне ҫитиччен хатӗрлесе пӗтермен. Надежда Борисовна еткере судпа килӗшӳллӗн хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Анчах лаптӑка темиҫе ҫултан ҫеҫ кайса курма май килнӗ.
Вырӑна ҫитсен тӗлӗннипе шак хытманни ҫеҫ. Унта — карта, ун хыҫӗнче — пурӑнмалли ҫурт. Лешсен вара лаптӑк вӗсен пулнине ӗнентерекен пур документ та пур-мӗн.
Надежда Борисовна пур пӗрех Росреестрӑн управленине ҫыру ҫырнӑ. Управлени тӗрӗсленӗ. Документсем йӗркеллех. Анчах Надежда Борисовнӑн лаптӑкне малтанах виҫмен. Унӑн амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче лаптӑк харпӑрлӑхра пулнине ӗнентерекен патшалӑх актне илмен.
Ҫапла пулса тухнӑ та: документра ҫӗр пур, анчах вӑл чӑннипе — урӑх ҫыннӑн. Кунашкал тӗслӗхсем республикӑра чылай-мӗн. Надежда Борисовнӑн тепре суда кайма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |