Тӑвай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн пӗр ӗҫтешӗ каллех ҫапӑҫнипе суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем вӗҫне ҫитернӗ.
44 ҫулти арҫын халӑх тарҫи шутланнисӗр пуҫне фермер хуҫалӑхне ертсе пырать. Тар тӑкса вӑй хунипе пӗрлех ҫав этем арӑмне тытса «юсама» та вӑхӑт тупать.
Ака уйӑхӗнчи пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл мӑшӑрӗ трактор сутма шут тытнишӗн тарӑхса кайнӑ. Ҫак техника малтан арҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, кайран ӑна мӑшӑрӗ ҫине куҫарнӑ. Трактор пирки хирӗлнӗ май арҫын хӗрарӑма малтан ҫӳҫрен ярса илнӗ, кайран хулпуҫҫине тата ал лаппине ыраттарнӑ. Ҫапӑҫакан арҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.
Маларах арҫынна арӑмӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн виҫӗ хутчен пуҫиле майпа айӑпланӑ: 2013 тата 2014 ҫулсенче ӑна штрафланӑ тата ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, 2014 ҫулта — хӑй тӗллӗн хӑтланнишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.