«Сӗтев» хаҫат хӑйӗн сайтӗнчен «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяна кӑларса пенӗ. Ҫапла тума вӗсене «Ростелеком» провайдер ыйтнӑ иккен, унсӑрӑн провайдер пӗтӗм сайта хуплама тивесси пирки каланӑ. Статьяна кӑларса пеме вара провайдертан Муркаш район сучӗ ыйтнӑ имӗш.
«Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяра чӑваш чӗлхипе лару-тӑру Чӑвашра ытла та йывӑр пулнине ҫырса кӑтартнӑччӗ, анчах чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен статьяна 2012 ҫулта «экстремислӑ» тесе йышӑннӑ. Кӑҫалхи юпан 10-мӗшӗнче вара Муркаш район сучӗ статья авторӗ Илле Иванов пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ, паллӑ журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑхӑт иртсе кайнине кура айӑплавран хӑтарнӑ.
«Экстремислӑ материалсен федераллӑ списокӗ» йыша хальхи вӑхӑтра пурӗ 2100 ытла япала кӗрет. «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статья вӑл списокра 1524-мӗш номерпа кӗнӗ.
Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.
Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.
Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.
Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.
Кулленхи ӗҫре суд приставӗсен мӗнпе кӑна тӗл пулма тивмест пулӗ. Кулӑшла ҫак тӗслӗх Ҫӗмӗрле районӗнчи Мыслец поселокӗнче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен 2010 ҫултанпа та аса илмен. Амӑш правине туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗпренчӗке ача ҫуртне яни те пӑшӑрхантарман курӑнать амӑшне. Ывӑлне алимент тӳлесси пирки те шухӑшламан вӑл. Парӑм 150 пин тенкех ҫитсе кайнӑ. Алиментран хытах пӑрӑнакан амӑшӗ пирки кӗҫех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах хӗрарӑм кун хыҫҫӑн та парӑма татма талпӑнман кӑна мар, судран та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче суд приставӗ суда ирӗксӗр илсе каяс тесе ун патне килне пынса ҫитнӗ. Пристав хӗрарӑмпа пӗрле пурӑнакан арҫын кӗтсе илнӗ. «Ют хулана тухса кайрӗ», — куҫне тартмасӑр суйнӑ лешӗ. Анчах пристав ӗненсе каялла ҫаврӑнса кайма васкаман — виҫ сехет ытла кӗтсе ларнӑ. Унтан пӳрте тепре кӗнӗ. Ҫавӑнта вӑл мачча ҫинче темле сасӑ пуррине сисет. Хӑпарса пӑхать те унта хӗрарӑм пытанса ларнине асӑрхать.
Алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки ҫав кунах суд пулса иртнӗ, ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.
Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж тата Верховнӑй судне пӗрлештерес шухӑшлӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ.
Саккун проектне йышӑнсан Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж сучӗ пӗтерсе унӑн хальхи тивӗҫӗсене РФ Верховнӑй суд яваплӑхӗ тухса хурӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ валли ҫур ҫул ҫитмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Асӑннӑ саккун проектӗнче прокуратурӑна пырса тивекен улшӑнӑва та палӑртнӑ иккен. Паянхи куна илсен, ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ кам пулассине Раҫҫей Президенчӗ сӗннипе Федераци Канашӗ пӑхса тухать. Саккуна улшӑну кӗртсен, тӗппрокурорӑн ҫумӗсене те ҫапла йӗркепе пукан шанса памалла. Регионсен прокурорӗсене Раҫҫей Президенчӗ лартма тата ӗҫрен хӑтарма пултарӗ. Халӗ вӗсемпе ҫӗршывӑн тӗппрокурорӗ хуҫаланать. Саккуна улшӑну кӗртсен тӗппрокурор федераци субьекчӗсемпе килӗшсе татӑлнӑ кандидатурӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне сӗнӗ. Районсемпе хула прокурорӗсене вара тӗппрокурор лартма тытӑнӗ.
Паян Шупашкар хулин Мускав район сучӗ полицире ҫакӑнса вилнӗ ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма 400 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Пӗлтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче халӑх йышлӑ вырӑнта ӳсӗр пуҫпа ҫӳренӗшӗн арҫынна тытса пынӑ. Административлӑ йӗркене пӑсакансене хупса хунӑ камерӑна вырнаҫтарнӑскер ҫакӑнса вилнӗ.
Хӑйӗн тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменнипе ҫын вилнӗ тесе полицин 29 ҫулти капитанне тӗрмене хупмасӑр явап тыттарнӑ.
Сӑмах май, ывӑлӗ ҫакӑнса вилнисен ашшӗ-амӑшӗ малтанласа пӗр миллион тенкӗ таран ыйтнӑ-мӗн, анчах суд 400 пин тенкӗпе ҫырлахма йышӑннӑ.
Ҫак эрнекун Илле Иванова айӑпалкан судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ — унта тинех Эдуард Мочалов кӳнтелене ыйтса тӗпченӗ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Допрос хальлӗхе кӗске мелпе ҫеҫ иртнӗ — «Сӗтев» хаҫатӑн редакторӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна хӑй ҫырни пирки тепӗр хут пӗлтернӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл хаҫатри нимӗнле статья та вӑл ирӗк памасӑр вырнаҫма пултарайманни пирки те каланӑ.
Малалла тӳре Илле Иванова хӑйне суд умне кӑларнӑ. Ӑна вара ытларах ыйтусем панӑ. Паллӑ журналист маларах каланӑ шухӑша ҫирӗплетнӗ — статья авторӗ вӑл мар. Илле Иванов хаҫат редактцийӗнчи ӗҫ епле йӗркеленни пирки каласа панӑ — ытларах чухне тӗп редактор панӑ ӗҫпе килӗшӳллӗн редакци журналисчӗ тепӗр авторӑн сӑмахӗсемпе тезисӗсене ҫырса ҫеҫ хурать. Журналист текста хатӗрлет, тӳрлетет, анчах ку ӗҫ ӑна статья авторӗ пулма май памасть.
Илее Иванов статья экстремислӑ марри пирки те палӑртнӑ. Унта, имӗш, чӑвашлӑхшӑх хытӑ пӑшӑрханаканӑн чӑваш ҫыннин шухӑшӗсем вырнаҫнӑ. Эдурад Мочалов вара шӑп та шай ҫавнашкал ҫын.
«Камӑн мӗн шухӑш — пыйтлӑ ҫыннӑн мунча шухӑш» — тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ вара те ӗҫсӗр аптӑранипе, анчах социаллӑ сетьсенчен пӗрне порнографи сӗмӗллӗ видеороликсем вырнаҫтарса тухнӑ. Пӗрре-иккӗ кӑна-им тата?! Пӗр пин ытла! Роликсенче йӑлана кӗмен ориентациллӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗ пирки калаканнисем те пулнӑ-мӗн.
Каччӑн ҫак тыткаларӑшӗ правӑна сыхлакансен куҫӗ тӗлне кӗҫех лекет. Порнографи материалӗсене саккунлӑ мар майпа сарать тесе ун пирки ӗҫ пуҫарнӑ. Суд каччӑна 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Хайхи кунпа килӗшмесӗр аппеляци ҫӑхавӗ те парса пӑхнӑ, анчах усси пулман — айӑплава малтанхиллех хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче Илле Иванова айӑплакан суд ларӑвӗсем тӑхтав хыҫҫӑн малалла пухӑнма тытӑннӑ. Виҫӗ эрне пек пуҫтарӑнман хыҫҫӑн чи малтанхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ иккен. Ларӑва Илле Иванов унччен хатӗрленӗ плакатсемпе тухнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституцисен гаранчӗсем мар!». Малтанхи пекех тӳре вӗсене хывса хума ыйтнӑ, Илле Иванов килӗшмен хыҫҫӑн ку ӗҫе приставӑн тума тивнӗ.
Ку кун суд ларӑвӗнче йыхрав хучӗсене чӑвашла тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ иккен. Асаилтеретпӗр: Илле Иванов ҫурлан 15-мӗшӗнче суда кайман, ун вырӑнне Аслӑ суда ҫул тытнӑ — унта ҫак заявленине хӑварнӑ та. Копийӗсене республика Элтеперӗн ҫыруҫине, Патшалӑх канашӗн спикерне Юрий Попова, Чӑваш Ен прокурорне Владимир Метелина тата ыттисене ярса панӑ. Ҫӳллӗ шайри пуҫлӑхсем вара ыйтӑва татса пама Муркаш район судне «антарса панӑ». Ӗҫ-пуҫ капла май аталанни мӗнпе вӗҫленесси каламасӑрах паллӑ — Илле Иванов вырӑсла та лайӑх пӗлет, чӑвашла йыхрав хучӗсем ярса парса чӑрманса тӑма кирлӗ мар тесе йышӑннӑ. Илле Иванов, паллах, хӳтӗленнӗ — кунта ӗҫӗ чӑвашла е вырӑсла лайӑх пӗлнинче мар тенӗ, ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи шайӗнче усӑ курнинче имӗш.
Илле Иванов журналиста хӳтӗлесе паллӑ ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем уҫӑ ҫырупа тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин Аслӑ судне «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна 2012 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче «экстремистлӑ» тенине ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ, Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснисен шухӑшӗпе статья халӑхсем хушшинче нимӗнле хирӗҫӳлех те ҫуратмасть, унта Алексей Кудрин автор чӑваш чӗлхин статусӗ пирки хӑйӗн ирӗклӗ шухӑшне пӗлтернӗ ҫеҫ. Куншӑн никама та айӑплама юрамасть.
Алӑ пусакансен йышӗнче: В.Г. Родионов философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Н.А. Енилин халӑх художникӗ, Н.А. Исмуков Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи, А.В. Кулагин депутат, Н.И. Егоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Ф.И. Мадуров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, В.С. Пряников Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлах ӗҫченӗ, Б.Н. Глинкин кире пуканӗпе спорт мастерӗ, В.Ф. Павлов Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗ.
Уҫӑ ҫырупа кунта паллашма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |