Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫавна май типӗ курӑк ҫунтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Ҫапах йӗркене пӑсакансем тупӑнаҫҫӗ ҫав.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа типӗ курӑк ҫунтарнӑ 111 тӗслӗхе шута илнӗ. Ҫулӑм пурӑнмалли икӗ ҫурта, ҫичӗ дачӑна тӗп тунӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Улатӑр, Пӑрачкав, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ытларах пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑя кӗнӗ. Ҫак кунран ҫӳлерех асӑннӑ йӗркенсене пӑснӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ: ахаль ҫынсен – 4 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсен – 30 пин тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗ таран.
Типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн тата кӑвайт чӗртнӗшӗн 81 ҫынна штраф тӳлеттернӗ. Вӗсенчен 52-шӗ – ахаль ҫынсем, 29-шӗ – должноҫри ҫынсем.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пермь хулинчен Шупашкара кайма тухнӑ автобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Пермь Онлайн» порталта пӗлтереҫҫӗ.
Инкек Ижевск хулинчен 10 ҫухрӑмра пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне автобусра ҫунӑк шӑршӑ тухнӑ. Ҫакна сиссен водитель салонри пассажирсене часрах эвакуациленӗ.
«Эпир салонра варринче лараттӑмӑр, ҫунӑк шӑрши кӗрсе кайрӗ, ҫаврӑнса пӑх та хыҫалта тӗтӗм. Водитель тӳрех чарӑнчӗ, пурте часрах урама тухрӗҫ. Юлашки пассажирсем тухнӑ чухне автобус вӑйлах ҫунатчӗ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗне пӗр пассажир.
Инкекре никам та шар курман. Автобус вара самаях сиенленнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтерме пуҫланӑ, ҫапах транспорт вӑйлах ҫунса кайнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.
Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ.
Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр дачӑра пушар алхаснӑ. Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла асӑрханӑ.
«Ҫулӑм малтан пӗр ҫуртра алхасатчӗ, анчах вӑл кӳршӗ пӳртсене хӑвӑртах ҫитрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кинемей ҫӳп-ҫап е типӗ курӑк ҫунтарнӑ, асӑрхаса ӗлкӗреймен. Ҫапла пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ.
Пушар мӗнле сӑлтава пула тухнине Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Ведомство асӑрханулӑх пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Ҫуркунне ҫынсем тавралӑха тирпейлеҫҫӗ. Чылайӑшӗ типӗ курӑка пуҫтарса тӑпра айне тӑвас вырӑнне ӑна ҫунтарать. Кун пек чухне пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Типӗ курӑк ҫунтарма юраманни пирки пушарнӑйсем асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Шел те, типӗ курӑк ҫунтарнӑ чухне икӗ ҫын вилнӗ. Паян ав Ҫӗрпӳ районӗнче кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Унта уй ҫуннӑ. Ҫулӑм самаях пысӑк лаптӑк ҫинче алхаснӑ, вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Юхӑнчӑк ферма та ҫунннӑ, ҫынсем пурӑнман темиҫе пӳрт те кӗлленнӗ.
Паян 16 сехет тӗлнелле пӗлтернӗ хыпартан ҫакӑ паллӑ: ҫулӑма йӑлтах сӳнтермен. Унта темиҫе трактор, ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ.
Ҫунса кӗлленнӗ ферма ӗҫлеменнине, кӗлленнӗ ҫуртсенче никам та пурӑнманнине Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те ҫирӗплетнӗ.
Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ.
Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?..
Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ.
Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене.
Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ.
Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ.
Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунни пирки пӗлтертӗмӗр. Тӗп хулари «Садовый» микрорайонта та паян кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
16 сехетре пулнӑ ку. Пӗрисем ҫутҫанталӑк лапамӗнче шашлӑк ӑшалама пуҫланӑ. Анчах хайхискерсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман – ҫулӑм типӗ курӑк ҫине куҫнӑ.
Микрорайон ҫывӑхӗнчи уй ҫунма тытӑннине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм ҫырма тӑрӑх кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен асӑрхаттарать: типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть, пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонпа Николай Гастелло урамӗсен хушшинче типӗ курӑк ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе янӑ.
Аслисем ҫакна тӳрех асӑрхаман, 20 минутран кӑна курнӑ. Ҫырма хӗрринче ҫунакан типӗ курӑка вӗсем хӑйсен вӑйӗпе сӳнтернӗ: ҫывӑхри ҫырмаран шыв йӑтнӑ.
«Аслисем ачасене ҫулӑмран аяккарах илсе кайрӗҫ те витре шырама пуҫларӗҫ. Икӗ е виҫӗ ҫын ҫырмаран шыв йӑтса ҫунакан курӑка сӳнтерме тытӑнчӗ», - ҫапла каласа панӑ халӑх корреспонденчӗ.
Юрать, ҫулӑма аслисем сӳнтернӗ, унсӑрӑн шар курасси те инҫех мар. Ара, ҫывӑхра нумай хваттерлӗ ҫуртсем пур вӗт.<s></s>
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |