Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Хӗрлӗҫырта урпа уйӗ ҫуннӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 27.07.2020 18:51 | 321 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче хирте тӑр кӑнтӑрла вут-ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушарта 15 гектар урпа ҫунса кайнӑ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫалӑх комбайнӗ хирте ӗҫленӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, хир карапӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Комбайна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫавӑн пекех 90 ытла гектар ҫинчи тырра ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 966 хутчен тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» 23 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Инкексенче 32 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 44-ӑн суранланнӑ, 46 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ.

#пушарсем, #пӑтӑрмахсем, #Елчӗк районӗ, #Хӗрлӗҫыр, #МЧС

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Мӑнкунра ҫурта ҫутнӑ та ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ
2020, 04, 20
Ачасем сарай чӗртсе янӑ
2020, 05, 26
Пушарта упӑшкипе арӑмӗ ҫунса вилнӗ
2020, 06, 11
Канашра пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫуннӑ
2020, 07, 05
Ашшӗ хӗрӗн ҫуртне чӗртсе янӑ
2020, 07, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org