Ҫӗркаҫ Шупашкар хулинче пушар тухнӑ. Инкек хулари Максим Горький урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пулнӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вырӑнне темиҫе машина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑмпа кӗрешме пушар картлашкипе усӑ курнӑ.
Асӑннӑ адреспа обжежити тата хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Пушар тӑххӑрмӗш хутри пӳлӗмре тухнӑ. Унта 23 ҫулти ҫамрӑк пурӑннӑ.
«Хӗрлӗ автана» вӑрах иртӗхтермен – часах сӳнтернӗ.
Подъездран 43 ҫынна урама илсе тухма тивнӗ. Вӗсенчен пӗрне ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ 53 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑмӑн тата икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем 32-62 ҫулсенче пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара икӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Юрать, ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман. Вырӑнта Следстви комитечӗн следователӗсем ӗҫленӗ.
Республикӑра пӗр талӑкра, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ултӑ пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстин ӗҫченӗсем кунсӑр пуҫне тӑватӑ аварие ҫитнӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Ҫав кунах Канаш хулинче тата Елчӗк районӗнче мунчасем ҫуннӑ. Муркаш районӗнче автомобиль мӑкӑрланма пуҫланӑ.
Ҫав кунах Шупашкарта ҫӳп-ҫап контейнерӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртра та пушар тухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Халӗ Тӗрӗслев пушар лабораторийӗн эксперчӗсем ҫулӑм мӗнрен тухние тӗпчеҫҫӗ.
Юрать-ха, ӗне ферми пушах пулнӑ. Ҫулӑм унӑн тӑррине сиенлетнӗ, пушар пӗтӗмпе 800 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗри хуралтӑсем шар курман. Кушкӑ ферминчи пушара сӳнтерме тӑватӑ машина ҫитнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи Лоза урамӗнче ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, унта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑм кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине куҫнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ пушах ларнӑ, теприн хуҫисем суранланман.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, Улатӑрта пушар пулнӑ. Лазо урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ӑна тӗп тунӑ, ӑна каялла ҫӗнетме май ҫук.
Ҫав ҫуртра упӑшкипе арӑмӗ, 62-ри арҫынпа 56-ри хӗрарӑм, пурӑннӑ. Вӗсем ҫырӑнмасӑрах кун кунланӑ. Шел те, пушар хыҫҫӑн вӗсен виллисене тупнӑ.
Пушар кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Пӗринче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем шар курман. Тепӗр икӗ пӳрт пушах ларнӑ.
Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тӗрлӗ версие пӑхса тухаҫҫӗ, ҫав шутра – пирус асӑрханмасӑр туртнине те.
Паян, каҫ еннелле, Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Инкек Гагарин урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Усал хыпар пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Лайӑх кун пӑлхануллӑ вӗҫленет. Киле таврӑнтӑмӑр та, ҫуртра – пушар. Пӗрремӗш подъездри пиллӗкмӗш хутри хваттер ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттере тӳрех кӗреймен, кил хуҫисем пулман», – тесе ҫырнӑ журналист.
Маргарита Красотина ҫурта реанимаци машини те килнине пӗлтернӗ. «Кил хуҫи, тен, килтех пулнӑ пулӗ. Тен, сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ (аялти кӳршӗсен хваттерсене юсама тивӗ, мачча ҫинчен шыв юхать)», – тесе вӗҫленӗ пост авторӗ.
Ӗнер ирхине, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пушар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ачасен айӑпӗпе тухнӑ.
Хурамалти Свердлов урамӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар утӑ упрамалли вырӑнӑн тӑрри, утӑ ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче 1294 пушар пулнӑ. Инкексенче 41 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 57 ҫын суранланнӑ. Пушар кӑҫал 507 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Атӑл леш енче тата Улатӑр районӗнчи Первомайски вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Атӑл леш енче Октябрьски поселокӗ ҫывӑхӗнче вӑрманти ҫӗр ҫинчи сий ҫуннӑ. Улатӑр районӗнче те ҫавнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 133 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 600 гектар ытла ҫуннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӳп-ҫапа ҫулӑм ярса илнӗ 250 тӗслӗх пулнӑ. Пур пушар та тенӗ пекех ҫын айӑпӗпе пулнӑ. Паянхи кун тӗлне типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 170 яхӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри «Присурский» заповедникра ҫулсеренех тӗрлӗ чӗрчун йышне шутлаҫҫӗ. Чылай чухне йӗр тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр чӗрчун, сӑмахран, упасем, хӗлле ҫывӑрма кӗрсе выртаҫҫӗ. Ҫулла юр ҫук.
Заповедник территорийӗпе чукун ҫул иртет. Йывӑр тивелӗ пӑравуссенчен тепӗр чух типӗ курӑк хыпса илес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна шута илсе вӑрман хӗррине сухалаҫҫӗ. Ытти ҫул ансӑр йӗрпе сухаланӑ пулсан, кӑҫал ҫак ӗҫе ҫӗнӗ культиваторпа пурнӑҫланӑ. Суха касси ҫинче йӗрсем питӗ лайӑх палӑраҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх упасен шутне палӑртма лайӑх.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче 28 ҫулти арҫын, Турхан ялӗнче пурӑнаканскер, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне кӳреннӗ те клуба чӗртсе янӑ.
Ҫак арҫын ялти ӗҫлемен клубӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те ҫунакан шӗвеке шала пенӗ. Хайхискер мӗн хӑтланнине ӑнланнӑ пулмалла – хӑйех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Клубӑн кадастр хакӗ 1,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫурт ҫунса кайса ӗлкӗреймен, пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ.
Арҫынна вара суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |