Етӗрне районӗнчи Ҫатра ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку инкек ҫынна пула тухман.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫатра ялӗ ҫывӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑмӑн мунчине аҫа ҫапнӑ. Мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй шар курман.
Ҫулӑм хӑмаран ҫапса тунӑ вутӑ сарайне кӑштах куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 7 пушар пулнӑ.
Чӑваш Енре пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш хулинче автовокзал ҫывӑхӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл хулари маршрут пулман, «Мускав - Канаш» маршрутпа ҫӳренӗ.
Автобус мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑнни паллӑ мар, сӑлтавне халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Тен, транспортра ҫитменлӗхсем пулнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче автобусра ҫынсем пулман.
Шупашкарта кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑкӑр савутӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм производство корпусӗнче пулнӑ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 17 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм япаласемпе материалсем хӑйсем тӗллӗн хыпса илнӗрен тухнӑ. Пушар нумаях алхасман – ӑна 10 минутран сӳнтернӗ.
Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче те ҫав каҫ перчетке кӑларакан предприятире ҫулӑм тухнӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекицйӗн уйрӑм батальонӗн взвочӗн командирӗн ҫумӗ Максим Ломоносов паттӑрлӑхӗ пирки РФ Шалти ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл М-7 федераци трасси ҫинче, Хыркасси ялӗ патӗнче, дежурствӑра тӑнӑ. Каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче полицейски пӗр пӳртрен хура тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑл унта васканӑ. Икӗ хутлӑ пӳрт умӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл унӑн хӗрӗ икӗ ачипе е картишӗнче, е пӳртре пулнине пӗлтернӗ. Ҫулӑм алхаснипе пӳрт патне пыма йывӑр пулнӑ. Апла пулин те полицейски ҫухалса кайман — кӳршӗсен карти урлӑ каҫса кӗнӗ. Унта вӑл хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑмӑн упӑшки те пырса ҫитнӗ. Инкеке ҫакланнӑ амӑшӗпе ачисене иккӗшӗ пӗрле пулса пулӑшнӑ.
Паян ҫур ҫӗрте Шупашкарти «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче пушар тухнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Кӑмрӑк ашӗнче хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Хӗрарӑм – 65-ре, арҫын 53 ҫулта пулнӑ.
Экспертсем халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 729 пушар тухнӑ, вӗсенче 30 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепӗр 35 ҫын суранланнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре хваттер ҫуннӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
«Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Виҫҫӗмӗш подъездри пӗрремӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тӗпӗпех тенӗ пек ҫуннӑ. Пушара сӳнтерекенсем инкек вырӑнне васкаса килнӗ. Подъездри пӗтӗм ҫынна урама кӑларнӑ, пушара сӳнтернӗ. Хваттер хуҫи — эрехпе иртӗхекен ҫын. Халӑха тата депутатсене унпа тимлӗ пулма чӗнсе калас килет. Вӑл ҫын ыттисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать!!! Вӑл хваттерте ун пек лару-тӑру пӗрремӗш хут мар. Унта пушар тухни, газ тухса тӑни пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ», — тесе ҫырнӑ. Пост авторӗ ҫурт сирпӗнсе каясран хӑранине пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пушар пирки пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫин ӳсӗр ывӑлӗ балкон ҫинче пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе инкек тухма пултарнӑ.
Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ.
Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр.
Шупашкарта ӗнер автобус ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку каҫхине, 19 сехет те 20 минутра, тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пулнӑ. 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус салонӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра никам та пулман.
Автобусра ҫӑра тӗтӗме пула нимӗн те курӑнман. Лайӑх мар шӑршӑ урамра та сарӑлнӑ. Транспорт мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мӑнкун уявӗнче, Етӗрне районӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Метикасси ялӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Кил хуҫисем уявра ҫурта ҫутнӑ, анчах ӑна пӑхса тӑман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шӑпах ҫуртана пула тухнӑ.
Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем вӗсен вити-сарайне сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑма кӳршисем патне куҫма паман.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ пушарта хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Терешкова урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен чи малтанах ҫунакан ҫуртран кастрюль кӑларса пенӗ. Пушар шӑпах ҫавӑнтан тухнӑ ахӑртнех. Кайран хӗрачана урама йӑтса тухнӑ. Ӑна реанимаци машини илсе кайнӑ. Унтан хӗрарӑма ҫӑлнӑ, ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, хӗрача чӗрӗ юлайман, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттерте икӗ хӗрарӑмпа ача пурӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |