Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере ҫӳп-ҫап купи ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем тата ҫав вырӑнта ӗҫлекенсем ҫулӑма сарӑлма паман, сӳнтернӗ.
Ун чухне вырӑнти тӳре-шара ҫӳп-ҫап купи хӑй тӗллӗн ҫунма тытӑнма пултарни пирки каланӑччӗ. Анчах пӗр эрнерен вӗсен шухӑшӗ улшӑннӑ, пушар урӑх сӑлтава пула тухнине каланӑ.
Ҫӳп-ҫап купине пӑхса тӑракан «Коммунальщик» предприяти директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, свалкӑна ятарласа чӗртсе яма пултарнӑ. Специалистсем ҫакна ахальтен палӑртман: ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, унччен вара нимӗн те мӑкӑрланман. Коммунальщиксем полицие заявлени ҫырнӑ.