Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех икӗ ача амӑшӗн (шел те, шӑпӑрлансем сарӑмсӑр вилнӗ) суд умӗнче явап тытма тивӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унта 4-ри хӗрача тата 1 ҫул та 7 уйӑхри арҫын ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра килте пӗчченех пулнӑ.
38 ҫулти амӑшӗ вара алӑка тултан питӗрсе пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ. Вӗсем унта 2,5 сехет ларнӑ, эрех ӗҫнӗ. Ачасем ҫав вӑхӑтра килте зажигалкӑпа вылянӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ.
Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ.
Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ.
«Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫуртра электрооборудовани монтажне тунӑ чухне йӗркене пахӑнманран ҫулӑм тухнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре 66 ҫулти арҫын тата унӑн виҫӗ мӑнукӗ пулнӑ: 5-ри хӗрача, 12-ри тата 13 ҫулти арҫын ачасем. Мӑнукӗсем ҫуллахи каникула килнӗ пулнӑ.
Юрать, ватӑ ҫынпа ачасем шар курман – вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе урама тухма пултарнӑ. Пушар вара самай вӑйлӑ алхаснӑ – ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.<s></s>
Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ.
Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӗтӗм-сӗрӗм тулнӑ подъездран ҫынсене урама кӑларнӑ. Тӑхӑр ҫын, ҫав шутра пилӗккӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫынсене шар кӑтартаканни пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ тата суд йышӑнӑвӗпе 2 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ку вӑл — тӗпчев пынӑ вӑхӑтлӑха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын пурлӑхне ятарласа сиенлетнӗскере саккун пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма ирӗк парать.
Паян каҫхине тин кӑна, 20 сехетре, Улатӑр хулинче масар ҫинче ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫулӑм алхаснӑран тавралӑхра тӗтӗм сарӑлнӑ. «Пушар тухнине курнӑ ҫын пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Темиҫе вилтӑпри ҫунса кайрӗ ӗнтӗ. Хӑрушӑ. Пушарнӑйсем халӗ те ҫитмен», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, 20 сехет те 45 минутра ҫунакан масар ҫине пушарнӑйсем ҫитеймен-ха. Ҫак вӑхӑт тӗлне ахаль ҫынсем кӑна унта пулнӑ. Хальлӗхе масар мӗншӗн ҫунма пуҫлани паллӑ мар.
Паян ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнӑ. Унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ.
Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем общежитире пурӑнакансене эвакуациленӗ. Тӗтӗмлӗ подъездран 50 ҫын хӑй тӗллӗнех тухнӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫичӗ ҫынна, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ачасем, тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене пульницӑна леҫнӗ. Халӗ общежитири пӳлӗмре пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмалатаҫҫӗ.
Каласа хӑварар: ӗнер Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче йывӑҫ сарай ҫуннӑ. Ҫулӑм кил хуҫи хӗрарӑмӗн 7-ри ывӑлӗ шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Вӑрмар районӗнче пӗр тӑрӑ айӗнче пулнӑ ҫуллахи ҫурта, мунча тата гараж ҫунса кайнӑ. Шӑмӑршӑра вара ҫӗрле ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. 60 ҫулти кил хуҫи, унӑн хӗрӗпе мӑнукӗсем ун чух ҫывӑрнӑ. Юрать-ха, чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Йӳтеркасси ялӗнче арҫын шар курнӑ. Вӑл пульницӑна лекмеллех пиҫсе кайнӑ.
Хайхи арҫын 21 сехет те 30 минутра ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫулӑм алхаснӑ вӑхӑтра вӑл хӑй те пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна леҫнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал ака уйӑхӗнче виҫӗ ҫын типӗ курӑк ҫунтарнӑ чухне вилнӗ, тепер виҫҫӗшӗ пульницӑна выртмаллах пиҫсе кайнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 35 ҫын пушарта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 37 ҫын пулнӑ. Кӑҫал 32-ӗн суранланнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Чартак ялӗнче ачасем чутах ватӑ ҫыннӑн ҫуртне ҫунтарса яман. Юрать, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ.
Кӑнтӑрла иртни 1 сехет тӗлӗнче Чартак ялӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен пушара часах сӳнтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн мӑнукӗ тусӗпе мачча тӑррине хӑпарса кайнӑ та унти пӑчкӑ кӗрпине шӑрпӑкпа чӗртнӗ.
Ҫак кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар пулнӑ. Винокуров урамӗнчи пӗр лавккара ирхи 6 сехетре ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Аслати самай вӑйлӑ кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫине-ҫине ҫиҫнипе урам ҫуталса кӑна тӑчӗ.
Ӗнер каҫхи 11 сехет хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Хорнуй ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм аҫа ҫапнӑран тухнӑ.
Пушар пурӑнмалли ҫурта, сарая, лаҫа, ампара тӗп тунӑ. Кӳршисен ҫурчӗн карнизӗ те сиенленнӗ.
Ӗнер аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пушар тухнӑ. Унта вара дача ҫунса кайнӑ. Ӑна та аҫа ҫапнӑ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |