Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.
Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.
Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.
Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ пушар алхаснӑ. 17 сехетре Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫулӑм 63 ҫулти ҫыннӑн йывӑҫ ҫуртне тӗп тунӑ. Вите-сарая, кӳршӗсен ҫуртне ҫӑлма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралукран тухнӑ.
23 сехет те 10 минутра Шупашкарта пушар алхасни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫуртра пилӗк ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ. Тӗтӗм шӑршипе 28-ти хӗрӗ вӑраннӑ. Инкек тухнине ӑнлансан вӑл килтисене вӑратнӑ.
Ҫӗмӗрлере вара пушарта 76 ҫулти ҫын вилнӗ. Ҫулӑм 8 сехетре тухнӑ. Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртра иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑннӑ.
Белгород облаҫӗнчи 10 ҫулти ача пилӗк шӑпӑрлана ҫӑлнӑ. Вӗсене пӗчӗкскер ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑ. Вунӑ ҫулти хӗрача хӑтарнисем — унӑн виҫӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ.
Пушар тухнӑ пӳртре ҫемье ултӑ ачапа пурӑннӑ. Ҫурта газ кӗртмен пирки ӑна вутӑ хутса ӑшӑтнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ачасен амӑшӗ вӑрман касма кайнӑ. Ҫемьери аслӑ ачана, 10 ҫулти хӗр пӗрчӗке, кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварнӑ. Кухньӑра пушар тухсан хӗрача ҫулӑма шыв сапса сӳнтерме пӑхнӑ. Ӗҫ тухманнине ӑнлансан вӑл шӑллӗ-йӑмӑкне ҫӑлма шут тытнӑ. Вӗсене вӑл чӳречерен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӑларнӑ. Кантӑка вӑл аллипе ҫапса ватнӑ. Пурне те кӑларса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне кӳршисем чупса пынине асӑрханӑ. Ҫав самантра ача тӑн ҫухатнӑ.
Шел пулин те, ҫулӑмра пӳрт, сӗтел-пукан, япаласемпе хутсем кӗлленнӗ. Пушар электропӑралукран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 15 минутра «Вятка» ҫул ҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, маршрутка ҫунма тытӑннӑ.
Ку «Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пулнӑ. Транспорт ҫул ҫинче кайнӑ ҫӗртех ҫунма пуҫланӑ. Руль умӗнче 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл маршруткӑран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ та чарӑннӑ. Пассажирсене урама кӑларнӑ. Юрать, салонра ҫын нумай пулман — тӑваттӑн ҫеҫ. Вӗсене тепӗр автобуса лартса янӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем пушара часах сӳнтернӗ. Телее, ку инкекре никам та суранланман. Халӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ.
Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче фельдешерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӗнни мар. Вӑл кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ.
Пушара ачасем кӑларнӑ. Ҫулӑм 19 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем часах ҫитсен те, пушара хӑвӑрт сӳнтерсен те фельшерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ.
Хуҫасӑр ҫуртра ачасем час-часах вылянӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӗсене пула тухнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Ене 849 пушар тухнӑ. Вӗсенче 86 ҫын вилнӗ, тепӗр 85-шӗ суранланнӑ. Пушартан 339 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкарти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫемьене пушартан ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицейскисем дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртӑн тӑрринчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ.
Полицейскисем малтан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кайран хӑйсем ҫунакан ҫурт патне ыткӑннӑ, ҫывӑракан ҫемьене вӑратнӑ. Вӗсем карта урлӑ сиксе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, хунарпа ҫутатнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм алӑка уҫнӑ. Иккӗмӗш хутра ачисемпе мӑнукӗсем ҫывӑрнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем шарфпа чӗркенсе лешсене вӑратнӑ, документсене пуҫтарма, ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫуртӑн тӑрри кӑштах ҫуннӑ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 2-ри ача айӑплӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Совет урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра 11 сехетре пушар тухнӑ. Пӗр хваттерте ача шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн. Ӑна сӳнтермесӗрех кравать ҫине пенӗ.
Ҫулӑм тухнине амӑшӗ асӑрханӑ. Тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ вӑл. Ҫулӑм маччана, дивана, чӳрече рамине сиенлетнӗ. Ҫынсем шар курман.
Канашра вара пушар каҫхине алхаснӑ. Унта машина ҫуннӑ. Капот айӗнчен тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен курнӑ, МЧСа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра та коридор ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсен йышӗнче сусӑр тата ача пулнӑ. Ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ.
Шупашкарти пичет ҫуртӗнчи ӗнерхи, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи, пушар пируса пула тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Инкек вырӑнӗнче тӑхӑр техника ӗҫленӗ. Ҫулӑм шалти стенасене тата унти оборудованирен хут пусӑрӑнтармалли преса сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн Пичет ҫуртӗнчисем малалла ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |