Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пеккине Патӑрьел районӗнче те йышӑнни пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ятарлӑ йӗркепе пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсен вӑрманта кӑвайт чӗртме тата ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.
Йӗркене пӑхӑнмасан пуҫран шӑлмӗҫ. Айӑплисене административлӑ майпа ҫирӗп явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Штрафӗ пӗчӗк мар. Уйрӑм ҫынсене саккун 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлама ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 15 пинрен пуҫӑнса 30 пин таран. Предприяти-организацисем ҫаклансан 400 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Пушара хирӗҫле тапхӑр Патӑрьелте те, Шупашкарти пекех, ҫу уйӑхӗн ҫурриччен пырӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Ятарлӑ йӗркепе шупашкарсем ҫитес уйӑхӗн ҫурричченех пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йӗрке вӑйра тӑнӑ чух хулан район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен пушарпа кӗрешмелли хушма вӑй тата хатӗр тупса хумалла.
Пушара хирӗҫле вӑхӑт пынӑ тапхӑрта ку енӗпе лару-тӑру епле иккенне кунсерен тӗрӗслесси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Йӗркешӗн яваплисем уйрӑм ҫынсен кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнӗҫ, вӑрман-парксене ҫитӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен типӗ курӑка чӗртсе юрамасть. Хуҫасӑр вырӑнсене те тӑтӑшах тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Каланине итлемесен административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Ахматовӑри ача пахчинчи пушара клоун сӳнтернӗ. Анчах чӑн-чӑн пушара мар. Унти шӑпӑрлансемпе аслиcем вӗренӳ ирттернӗ. Пушар сиксе тухсан епле тытмаллине 17-мӗш номерлӗ пушар пайӗн инженерӗ Любовь Батманова тата Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин Улатӑр районӗнчи уйрӑмӗнчи профилактика енӗпе ӗҫлекен инженер Елена Афондеркина вӗрентнӗ. Урока вӑйӑ евӗр йӗркеленӗ. Унта ҫурхи вӑхӑтра инкеке лекес мар тесен мӗнле пулмалли пирки каласа кӑтартнӑ.
Ачасен спектакле те хутшӑнма тивнӗ, пушар эстафетине те. Спектакле харсӑр Игорёша клоун та вылянӑ. Пушара сӳнтермелле вылянӑ хыҫҫӑн «Юлташа инкекрен ҫӑл!», «Вӑрманти пушара сӳнтер!» эстафета йӗркеленӗ.
Мӗн вӗреннине ачасем астуса юлччӑр тесе Игорёша клоун ачасем валли хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштаракан брошюра тата ӳкермелли пӗчӗк кӗнеке парнеленӗ.
Сӑнсем (3)
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Унта пӳрт ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма пула ҫурт шал енчен сиенленнӗ. Ҫулӑмра 76-ри кинеми тата унӑн 18-ти мӑнукӗ вилнӗ.
18 ҫулти хӗр хӑйӗн амӑшӗпе пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем кӳршӗсем патне кайса пушарнӑйсене йыхравланӑ. Хытӑ куляннипе амӑшне япӑх пулса кайнӑ, кайран ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Пӳртре кукамӑшӗ тӑрса юлнине кура ун патне 18-ти мӑнукӗ чупса кӗнӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те тухмайман. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнипе вилнӗ. Ҫулӑм тухнин сӑлтавӗ электропӑралукри кӗске замыкани пуль теҫҫӗ.
Паян ирпе Шупашкарта инкек пулнӑ. Кӑнтӑр поселокри пӗр хутлӑ уйрӑм ҫын ҫуртӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» ирхи 7 сехет те 45 минутра сиксе тухнӑ. Ҫулӑма пула пӳрт хытах сиенленнӗ. Анчах чи хӑрушши ку та мар темелле-тӗр: ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӳртре тӑватӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ: 59 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмне тата унӑн виҫӗ хӗрне. Вӗсенчен асли 31 ҫулта пулнӑ, йӗкӗрешсем — 29-та. Инкек сӑлтавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ-ха.
Материалсем тӑрӑх, 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк, пепке ҫут тӗнчене пӗлтӗр килнӗ, хӗрне илсе тухса ӑна кӳршӗсем патне илсе каҫма ӗлкӗрнӗ. Кайран вӑл пӳрте тепӗр хут кӗнӗ. Ҫав вӐхӑтра газ баллонӗ сирпӗннӗ. Кӗҫех пӳрт ҫивиттийӗ те ишӗлсе аннӑ.
Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнине пула вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Инкеке тӗпчекенсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм кӑмака патӗнчен тухнӑ. Пушар е кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнине, е газ баллонӗ сирпӗннипе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче инкек пулнӑ. ИӖМ дежурнӑйӗн пульчӗ ҫине каҫхи 10 сехет те 45 минутра 33 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. Пушар бригади тӳрех вырӑна тухнӑ.
Ҫурт ҫунма тытӑннине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн ҫул ҫитмен пӗчӗк ачисен пурнӑҫне ҫӑлнӑ темелле. Вӑл ҫывӑракан амӑшне тата ачисене вӑратнӑ, урама илсе тухнӑ.
40 минутран пушара сӳнтернӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Хӗрарӑм каҫхине электроприборсене сӳнтерсе выртман-мӗн.
Вырсарникун, авӑнӑн 21-мӗшӗнче Екатерина ҫемйипе мари вӑрманне кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Темиҫе сехетрен вӗсем ҫуннӑ шӑршӑ туйнӑ. 8-ти Андрей ҫулӑм тухнине асӑрханӑ.
Ҫав кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ. Ывӑлӗ пушар пирки пӗлтерсен аслисем ӑна сӳнтерме тытӑннӑ. Машинӑран 2 литр шыв, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗр илсе килнӗ. Пушара икӗ сехете яхӑн сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫе 4-ри Ксюша та хутшӑннӑ.
Пушара сӳнтерсен те вӗсем ҫаврӑнса утман. Вӗсем Таир кӳлӗ патне кайнӑ, шыв илсе килнӗ. Пушар тухнӑ вырӑна каллех таврӑннӑ. Ҫулӑм тӗппипех сӳннине ӗненсен ҫеҫ вӗсем киле кайнӑ.
Ҫав кун ҫемье карҫынкка тулли кӑмпа татнӑ кӑна мар, вӑрмана пушартан та хӑтарнӑ.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел районӗсенче пушар алхаснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче лаҫ ҫунса кайнӑ. Ку ирхи 9 сехет иртсен пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар кӑмакана пӑхмасӑр хӑварнӑран тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсе ӑна кирпӗч ҫурт ҫине куҫма май паман.
Ҫак кунах Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ял хаҫалӑх предприятийӗнче 50 тонна улӑм ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран тухма пултарнӑ. Ҫулӑм тухиччен вӗсене ҫав купа патӗнче курнӑ.
Паянтан пирӗн республикӑра пушара хирӗҫле ятарлӑ режима пӑрахӑҫланӑ. Ку йышӑнӑва правительство шайӗнче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫапла ҫирӗп йӗркепе Чӑваш Ен ҫу каҫрӗ. Пушара хирӗҫле ятарлӑ режима ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех йышӑннӑччӗ. Ун чух шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑма пуҫланӑччӗ те инкек-синкек сиксе тухасран вӑрмансене кӗме те кӗҫех чарчӗҫ. Хӑш-пӗр районта пушар хӑрушсӑрлӑхне IV класс тесе те палӑртнӑччӗ. Апла пулин те пачах инкексӗр пулмарӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑрмансенче ҫичӗ хутчен пушар тухнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк — 20 гектара яхӑн. Пӗлтӗр вӑрманта пӗр пушар та пулман. Апла пулсан вӑрмана кайсан асӑрханулӑх пирки манма юрамасть.
Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.
Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |