Республика таврашӗнче тухнӑ пушарсен шучӗ эрнессерен ӳссе пырать. Инкек тухнӑ сӑлтавӗсем тӗрлӗрен: шел пулин те нумай чухне «хӗрлӗ автан» тухнишӗн этем хӑйех айӑплӑ.
Ытларикун, ҫурлан 20-мӗшӗнче 13:00 сехетсенче Елчӗк районӗнчи Тускел ялӑн пӗр кил-ҫуртӗнче пушар тухнӑ.
Тӗпелте хыпса илнӗ ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗппипех пӗтерме пултарнӑ. Пушара сӳнтерме килсе ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫунакан ҫурт-йӗртен 74 ҫулхи кил хуҫипе унӑн мӑшӑрне кӑларма ӗлкернӗ, анчах та сӗрӗм хытӑ тивнине пула арҫын тӑнне ҫухатнӑ, паяна вӑл пульницӑра сывалать. Унӑн мӑшӑрӗ вара тухнӑ пӑтӑрмӑхра суранламан.
Инкекрен хӑтаракансем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх пушар кил хуҫи айӑпӗпе тухнӑ пулнӑ. Апатланас тесе старик ҫунакан плита ҫине ҫатма лартса янӑ пулас, хӑй вӑра плита умӗнчен кайса кресло ҫинче ыйха путнӑ. Ват ҫыннӑн арӑмӗ вӑл вӑхӑтра урӑх пӳлӗмре каннӑ, ҫавӑнпа та тухнӑ ҫулӑма тӳрех асӑрхаман.
Ҫак пушара пула тӗпелти стенапа мачча юрӑхсӑрланнӑ. Республикӑри ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кил хуҫисем 2 пинлӗх шар курнӑ.
Астӑватӑп, эпӗ ача пуҫӗпе чарусӑр ӗҫсем тусассӑн кукамай мана кулкаласа «йӑнӑшман этем — этем мар» тесе калатчӗ. Ку каларӑш ӗнтӗ хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстасене те пырса тивет иккен.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗнче 86 ҫулхи кинемейӗн пӳрчӗ хыпса илнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавӗ вара — ҫулӑм таврашӗпе ӗҫленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманни. Ҫурт-йӗр купалакансем иккен пӳрт тӑрринче ребероид улӑштарнӑ: газ горелкинчен тухакан хӗм вара ӑнсӑртран маччана лекнӗ пулнӑ. Арҫынсем тухнӑ пӑтӑрмахра ҫухалса кайман, хӑйсен вӑйӗпех ҫулӑма сӳнтернӗ. Вӗсене пулӑшма ИӖМ ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Пушара пула вара пӳрт тӑррипе мачча юрӑхсӑрланнӑ, шырлӑх сумми — 5 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне пушара сӳнтернӗ чухне пӗр ӗҫчене сӗрӗм тивнӗ ӑна вара васкавлӑ вырӑнти пульницӑна леҫнӗ.
Пушар тухасси тӗрлӗ сӑлтавсемпе ҫыхӑннӑ. Хӑш чухне этем хӑйӗн айванлӑхӗпе «хӗрлӗ автана» кӑларать, ытти чухне вара пушар хӑех кӗтмен ҫӗртен хӑнана пырса килет.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри ялта ача-пӑча вӑййипе 7 тоннӑ йывӑрӑш улӑм купи тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку инкек пӗтӗмӗшлӗ 7 пин тенкӗлӗх шырлӑх кӳнӗ.
Ҫак кунхинех Етӗрне хулинче 50 ҫул Октябрь урамӗпе пыракан 40 ҫул каялла тухнӑ «Газ-66» тиев урапи хыпса илнӗ. Ҫулӑм тухнӑ сӑлтавне вара урапан механизмӗ кивелнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Тиев машинин водителӗ ҫунӑк шӑша туйса илсенех транспортран аннӑ. Тухнӑ инкек никама та амантман, урапан электропроводки ҫеҫ ҫунса кайнӑ.
Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.
2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫакӑн йышши каларӑш ҫӳрет халӑхра. Ку хутӗнче хӗрлӗ автан Ҫӗрпӳ районӗнчи Актай ялне ҫитнӗ. Унта утӑн 27-мӗшӗнче 50 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ.
Пушар тухнӑ сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать. Актайра вара пушар ӗнене пула тухнӑ имӗш. Тен, килти выльӑх каҫхи тӗттемлӗхпе аптраннӑ, ҫавӑнпа та пуль выключателе перӗннӗ те. Ҫакна пула электричествӑ пралукӗнчен хӗм тухнӑ, хыҫҫӑн вара пушар та вӑйланнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланине пула ҫулӑм ҫумри ҫурт-йӗре куҫма ӗлкереймен. Ӗни та пушарта сусӑрланман, ара ӑна хуҫисем хӑйсемех ҫунакан сарайран туртса кӑларнӑ. Ҫапах пушар сарая самай юрӑхсӑрлантарнӑ, шырлӑх суммине 30 пин тенкӗпе палӑртаҫҫӗ.
Шел пулин те кашни эрнере республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пушарсем тухаҫҫӗ. Вӗсенче кил хуҫисен пурлӑхӗ кӑна мар пӗтӗт, ҫын пурнӑҫӗ те татӑлать.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче Пӑрачкав ялӗнчи 1-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗн пӗр кил-ҫуртра пушар тухнӑ пулнӑ. Инкек сӑлтавне хальлӗхе тӗплен тӗпчесе пӗлмен-ха. Ҫулӑм кил-ҫурта хуҫалӑхри ҫурт-йӗртен куҫма пултарнӑ тесе сӑмахлаҫҫӗ. Ку инкекре вара 55 ҫулхи арҫын тата унӑн 87 ҫулхи хунямӑшӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ват ҫынпа арҫын тӗтӗмпе самайсывланӑ май ҫӑлӑнма пултарман.
Вут ҫулӑм тухсан кил хуҫисем ватӑ ҫынсене ҫӑлма чупнӑ. Хуҫа арӑмӗ хӑйӗн ашшӗне чиперех вут ӑшӗнчен кӑларма пултарнӑ, упӑшки вара хунямӑшне илсе тухас тесе кӗрсе кайсан тухайман. Ҫапла вара икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара пӗр каҫ хушшинче сӳнтернӗ. Вут-ҫулӑм айӗнче пӳрт самай юрӑхсарланнӑ, ҫурт тӑрри арканнӑ.
Икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнин тата пушар тухнӑ сӑлтавне тӗпчесе пӗлес тесе суд-медицина экспертизине тата пушар-техника тишкеревнӗ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.
Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.
Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.
Ӗнер, утӑн 9-мӗшӗнче, республикӑра 4 ҫӗрте пушар тухнӑ. Аслатие пула Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче 36 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ. Инкек кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче тухнӑ. Хыпса илнӗ сарайран ҫулӑм самантрах ытти кил таврашӗнчи ҫурт-йӗрсем ҫине куҫнӑ. Вутпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ-ҫитмен пушара ҫулӑма кӳршӗри кил-ҫуртсем ҫине куҫма паман. Анчах та пурпӗрех кил хуҫин 50 пин тенкӗлӗх шырлӑх курма лекнӗ.
Тепӗр инкекӗ ҫак кунхинех 13:30 сехетсем тӗлнелле тухнӑ. Улатӑрти Пролетари урамӗнче 66 ҫулхи хӗрарӑмӑн уйрӑм кил ҫурчӗ хыпса илнӗ. Пушар кил хуҫине 200 пин тенкӗлех шырлӑх кӳнӗ. Ҫулӑм айӗнче кил-ҫурт тӑрри, кил-хуҫалӑх ҫурт-йӗресене, пурлӑх пӗтнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавне паянхи куна тӗпчесе пӗлмен-ха.
Ҫак кунхине каҫ-кӳлӗм еннелле Элӗк районӗнчи Шоркасы ялӗнчи сарай ҫунма пуҫланӑ. Сӑлтавӗ вара — кил-хуҫӑлӑхра усӑ курмалли техникӑпа асӑрхануллӑ пулманнинче. 62 ҫулхи кил хуҫи ҫурт-йӗр ҫумӗнче лупасая ӑсталанӑ чухне болгаркӑн хӗмӗ утӑ купине лекнӗ, ун хыҫҫӑн сарай та тивсе илнӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сехетрен ҫеҫ сӳнтерме пултарнӑ — сарай тӑрри тӗпипех ҫунса кайнӑ, кӳршӗ ампар хӳми юрӑхсӑрланнӑ.
Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче пушар тухнӑ пулнӑ. «Хӗрле автан» сӑлтавӗ вара — аслатие пула хыпса илнӗ электричество пралукӗ. Ҫулсерен упранса пыракан йӑлана — аслати вӑхӑтӗнче электричествӑпа ҫыхӑннӑ техникӑпа усӑ курма юраманни — 58 ҫулхи кил хуҫи хальхинче пӑхӑнас мар тенӗ, ҫакна пула асӑннӑ пӑтӑрмаха лекнӗ ӗнтӗ.
Пушар тухнӑ ҫӗре вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килнӗ, вӗсем ҫулӑма начасах сӳнтернӗ. Анчах ку синкерлӗ пулӑм ват ҫынна шырлӑх кӳме ӗлкернӗ. Ҫулӑм айӗнче телевизор, электричество счетчикӗ тата пӳртӗн шал енчи пайӗ пӗтнӗ. Шырлӑхӑн пӗтӗмӗшле суммине 50 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Инкекре аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Мопра урамӗнчи икӗ хутлӑ вунултӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунни ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Асӑннӑ инкек пула 25 ҫулхи ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 62 ҫулхи тӑванӗ те пушарта аманнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫра инкек курнӑ ҫынсем валли ятарласа правительство резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрса пама палӑртнӑ. Йышӑнӑва Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ.
Хӑйсен пурлӑхне вут-ҫулӑмра тӗпипе ҫухатнисене 100 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ытти шар курнӑ ҫынсене 50 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Компенсацине ҫӗртмен 28-мӗшӗнче пама шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |