Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта чутах пысӑк инкек пулман. Макаренко урамӗнчи пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара ҫемье пурӑннӑ.
Юрать, ҫывӑхра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем «Шупашкар» универмаг умӗнчи ҫавра ҫул ҫывӑхӗнче постра тӑнӑ. Ҫурт ҫуннине курсан пакунлисем часрах унта васканӑ.
Владимир Павлов аслӑ лейтенант карта урлӑ каҫса ҫӗмӗрнӗ чӳрече патне чупса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, хӑраса ӳкнӗскер, 5 ҫулти хӗрне тата 13-ри ывӑлне чӳрече урлӑ ӑна тыттарнӑ. Полицейски вара ачасене ӗҫтешне панӑ. Хӑй ҫунакан пӳрте кӗрсе хӗрарӑма урама тухма пулӑшнӑ.
Инспекторсем ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Анчах ҫурт самай вӑйлӑ сиенленнӗ. Хуралтӑ таврашӗ йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче пысӑк инкек пулнӑранпа 56 ҫул ҫитнӗ. 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкулта уява ячӗпе концерт иртнӗ, пӳлӗме ачасем, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Ӑнсӑртран пушар тухнӑ, хӗвӗшӳ пуҫланнӑ.
Ҫав хӑрушӑ кун 3-15 ҫулсенчи 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Хуракассисем кашни ҫулах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушарта вилнисене асӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та унта МЧС ӗҫченӗсем, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн ӗҫченӗсем, Хуракасси ялӗнчи ҫынсем хутшӑннӑ, вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ.
Кӗркуннехи каникул вӗҫленсенех Хуракасси шкулӗнче вӗренекенсемпе МЧС ӗҫченӗсем тӗл пулӗҫ, «Асӑрханӑр – ҫулӑм!» темӑпа калаҫу ирттерӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче икӗ ачаллӑ хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ. Алякинсен ҫурчӗ виҫӗ эрне каялла, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» портал пӗлтерет.
Вут-ҫулӑм ҫӗрле алхаснӑ. Пушар хуралне ку хыпар ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Вырӑна тухнӑ пушарнӑйсем темӗнле кӗрешсен те пурӑнмалли ҫурта упраса хӑварайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта ятарласа чӗртсе янӑ.
«Вӑрӑран юлать, пушар вара нимсӗр хӑварать», — тенӗ ваттисем. Галина Алякина тата унӑн ҫул ҫитмен икӗ хӗрӗ пурӑнмалли вырӑнсӑр кӑна мар, документсемсӗр те тӑрса юлнӑ. Вут-ҫулӑм вӗсене пӗр тумтирсӗр, техника-япаласӑр хӑварнӑ. Алякинсем хӑйсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулӑшасса чунран шанаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнчи пӗр килте инкек пулнӑ. Ача шӑрпӑкпа вылянине пула, хуҫалӑхри хуралтӑ чутах ҫунса кӗлленмен.
Ҫак кунсенче 37 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн иккӗмӗш классра вӗренекен хӗрачи килте пӗчченех пулнипе усӑ курса утӑ сарайӗнче шӑрпӑкпа вылянӑ. Кӗске вӑхӑтра сарайӗнчи утта ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма пурӑнмалли ҫуртпа юнашарти сарай ҫине куҫма паман. Вут ҫулӑмра сарайӑн пӗр пайӗ ҫунса кӗлленнӗ. Телее, инкекре хӗрача суранланман.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑра ачасен айкашӑвне пула 18 пушар тухнӑ. Чрезвычайлӑ лару тӑру министерствин ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне, аслисене ачасене шӑрпӑкпа выляма юраманнине, вӑл пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене килте аслисемсӗр хӑвармалла маррине, курӑнакан вырӑна шӑрпӑкпа ҫунтармалли япаласене хумалла маррине тепӗр хут асӑрхаттараҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче пуху иртнӗ. Унта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе, урамсене тирпейлессипе, правӑна пӑснипе кӗрешессипе, 0,6 га ҫӗре харпӑрлӑха парассипе, староста суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Юнкӑпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.В. Фомин ял тӑрӑхӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1 пушар тата 1 хутчен тухнӑ. Иккӗшӗнче те пушар сӑлтавӗ — мунча.
Тавралӑха тирпейлесси калаҫнӑ май ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Витальевич килти ҫӳп-ҫапа уйӑрса пухма сӗннӗ: полиэтилен, кантӑк, пластик, тимӗр. Йӑлари хытӑ каяша чӳк уйӑхӗнче турттарӗҫ. Раштав уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен ӑна турттармӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫӳп-ҫапа килте пухса пырӗҫ.
Пухура ял старостине те суйлас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Староста пулма ҫынсем П.А. Суворова суйланӑ.
Кӳршӗ регионта ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланать. Чулхула облаҫӗнче савутри резервуарсем ҫунаҫҫӗ. Кун пирки облаҫри «Про Город» хаҫат пӗлтерет.
Паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи «Лукойл» савутра резервуарсем ҫунма тытӑннӑ. Савутра пӗтӗмпе — 50 пин тонна бензин. Куракансем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кӳршӗ резервуарсем ҫине те куҫнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ пушарта вилнисем те пур. Анчах ИӖМ кун пирки официаллӑ майпа нимӗн те каламан-ха. Ведомство регионта пысӑк пушар тухнине ҫирӗплетнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет иртсен Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑмра Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Александр Яковлев пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Саша Яковлева пӗлекенсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ пулӗ. Ашшӗсӗр ӳснӗскер пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне те вӑл пурнӑҫ пиркиех шухӑшланӑ. Вакун пушатма каҫсерен ҫӳренине вӑл каласа пани те асрах.
Операторта ӗҫлеме пуҫласан та Саша пӗр вырӑнта ӗҫленипех ҫырлахман — укҫа тума тӑрӑшнӑ май хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса туйсемпе тӗрлӗ уявсенче фото- тата видео ӳкернӗ. Хӑйӗн студине те уҫнӑччӗ вӑл. «Калаҫма пӗлнинчен нумай килет. Ҫак стакана пӗри 10 тенкӗпе те сутаймасть, эпӗ 100 тенкӗпе ярӑнтарма пултаратӑп», — шӳтлесе те чӑнласа каланӑччӗ вӑл пӗринче.
Пушарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Саша малтан хӑйӗн ватӑ тӑванне илсе тухнӑ, амӑшӗ патне кӗрсен вӗсен тухма май килмен...
АВН | 17 |
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ.
Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ.
21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта пурӑнмалли пӗр хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вута сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ.
Шар курнисенчен пӗри 66-ра пулнӑ, тепри — 93-ре. Инкек вӑхӑтӗнче, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи арҫынӗ мунча хутма тухнӑ. Ҫӑвӑнмалли ҫав ҫурта пӳрт ҫумӗнче, ҫенӗкпе юнашар пулнӑ. Пушар ҫавӑнта тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Икӗ хӗрарӑм сӗрӗмпе шар курма пултарнӑ. Ҫапах та пысӑк инкекӗн тӗп сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ. Вӗсем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пушар сӑлтавӗ хальлӗхе темиҫе те пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май, вутра кӳршӗсен пӳрчӗ те шар курнӑ. Икӗ хуҫалӑхӑн та хуралтисем ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ.
Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |