Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ямайкасси

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски округӗнчи Ямайкасси ялӗнче пурӑнакансем пулӑшасса кӗтсе тӑман - тытнӑ та ӗҫе хӑйсемех туса хунӑ. Сӑмах - шыв башни пирки.

Унта шыв башнин насосӗ ҫунса кайнӑ. Вырӑнти администраци ӑна пӗр-икӗ эрнерен кӑна туса пама пултарассине каланӑ. Анчах кун пек шӑрӑхра шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Пурин те ҫӑл ҫук вӗт. Ҫапла халӑх нимене пухӑннӑ. Арҫынсем кар тӑрса шыв башнине хӑвӑртах юсаса пӗтернӗ. Нимене отпуска канма килнисем те тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_68893
 

Ҫул-йӗр

Красноармейски районӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсӗҫ. Юсав Ямайкасси ялӗ патӗнчен пуҫласа Анаткас таран пулӗ.

Ҫул пайӗсене темиҫе аукциона пайланӑ. Ӗҫе пӗлтӗр пуҫланӑ, кӑҫал малалла тӑсӗҫ. 2023 ҫулта вӗҫлӗҫ. Пӗтӗмпе 12 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, вӗтӗ чула илӗҫ те ҫӗннине сарӗҫ.

"Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн Ардатов енне каякан пайне те юсаса ҫӗнетӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ.

Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ.

Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 27

1911
115
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
83
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
24
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ