Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗш каҫхине, Йӗпреҫре паркри йывӑҫ ҫунма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне ҫулӑмпа кӗрешекенсем васкавлӑн ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем вӑрах пуҫтахланма ирӗк паман — сӳнтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ӗнерех Комсомольскинче пушар тухнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, ҫурт-йӗр ҫунман. Машина сиенленнӗ. Канаш урамӗнчи «ВАЗ-2104» автомобиль хыпса илни пирки пушар сӳнтерекенсене ирхи 9 сехет те 44 минутра хыпарланӑ. Транспорт «Мир продуктов» (чӑв. Апат-ҫимӗҫ тӗнчи) лавккана хирӗҫ ларнӑ. Пушар мӗн сӑлтавпа алхаснине специалистсем тӗпчесе пӗлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пушарсенче никам та вилмен.