Кӳршӗре
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, пӗлтернӗ тӑрӑх, Мари Элте ҫунакан вӑрмансен лаптӑкӗ чакнӑ. Малтан 54 гектар ҫӗр ҫинче ҫулӑм алхаснӑ пулсан халӗ – 27 гектар ҫинче. Кӳршӗ регионта инкеклӗ лару-тару режимӗ вӑйра. Ҫунакан вӑрмана сӳнтерес ӗҫ малалла пырать. Пушарпа 1 пин ҫын кӗрешет. Ҫав шутра хӑйирӗкҫӗсем те пур. Ҫавӑн пекех 175 техника пушара сӳнтерет. РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Ка-32 тата Ми-8 самолечӗсем сывлӑшран ҫулӑм ҫине шыв тӑкаҫҫӗ. Тепӗр йывӑр 18 техника пушарпа кӗрешет. Вӑрман ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсем патӗнче ҫулӑм ан куҫтӑр тесе ҫӗре сухаланӑ, ҫынсене эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |