Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме.
ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ.
Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ.
Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Елчӗк районӗнчи суд приставӗсем парӑмҫӑн халӑх тетелӗнчи станицине шыраса тупнӑ та парӑма татма ӳкӗте кӗртнӗ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫыннӑн ҪҪХПИ, суд штрафӗсене, налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗтӗмпе парӑм 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Укҫа тӳлеме хирӗҫленӗ арҫыннӑн водитель правине туртса илнӗ, Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Анчах ҫамрӑка ку та хӑратман, вӑл пӗрех парӑма татма васкаман.
Суд приставӗсем вара пур-пӗрех мел тупнӑ. Вӗсем унӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницине тупнӑ та ҫыру ҫырса янӑ, парӑма татмасан хӑйӗншӗнех тӳнтерле ҫаврӑнса тухасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Арҫын кун хыҫҫӑнах пӗтӗм укҫана тӳлесе татнӑ.
Красноармейски районӗнче приставсем ашшӗпе ачи патне пынӑ. Вӗсем 8 ҫулти арҫын ачана амӑшӗ патне илсе каясшӑн пулнӑ.
Приставсем пырса кӗнӗ чухне арҫын шӑпах ывӑлне лаша утлантарнӑ. Пакунлисем кӗрсе тӑнине курсан ашшӗ тӳрех ӑнланнӑ: вӗсем ачана туртса илесшӗн. Хайхискер аптӑраса тӑман — лаша утланнӑ ывӑлне тарма ыйтнӑ. Ача итленӗ, ял тӑрӑх вӗҫтерсе уя виркӗннӗ. Приставсем ун хыҫҫӑн чупнӑ.
Кӑштахран ача кӳршӗ яла ҫитнине пӗлнӗ. Приставсем, ача-пӑча психологӗ, опека органӗсем тата ачан амӑшӗ унталла вӗҫтернӗ. Арҫын ачана лаша ҫинчен анма ӳкӗте кӗртнех. Ӑна амӑшне панӑ.
Ашшӗне вара куншӑн пуҫран шӑлман, 10 талӑклӑха арестленӗ.
Етӗрне районӗнчи Хучаш ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ачине алимент тӳлемест. 7 ҫулта парӑм 1 миллион тенкӗ пухӑннӑ.
Виҫӗ ачана хӗрарӑмӑн унчченхи упӑшкин ашшӗ-амӑшӗ опекӑна илнӗ. Амӑшӗ вара тӗпренчӗкӗсене килсе курмасть, вӗсемпе калаҫмасть. Приставсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пурӑнмалли вырӑна тӑтӑшах улӑштарать, ниҫта та ӗҫлемест.
Нумаях пулмасть приставсем ӑна тупнӑ. Хӗрарӑм яла хӑнана килнӗ. Суд приставӗсем ӑна пӗлӗшӗ патӗнче шыраса тупнӑ. Парӑмҫа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Путсӗр амӑшӗ ӗҫе вырнаҫмасан, алимент тӳлемесен ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.
Путишле ку пӑтӑрмах Каҫал тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. 25 ҫулти хӗрарӑма суд 30 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне суд приставсене яра панӑ. Административлӑ айӑплава часрах татас те усаллине манас вырӑнне хӗрарӑм ӗҫе кайма мар, суд приставӗсенчен тарса ҫӳренӗ.
Пӗр кунхине суд пристав-исполнителӗсем ӗҫе кайнӑ чух ҫав хӗрарӑма асӑрханӑ. Ун патне пырса сӑмах чӗнсен тата хайсемпе паллаштарсан тӗлӗнтермӗш этем пуля пек вӗҫтернӗ. Суд приставӗсем мӗскӗннӗн тӑрса юлман — хӗрарӑма хӑвалама пуҫланӑ. Тахӑш самантра хӗрарӑм куҫран йӗп пек ҫухалнӑ. Анчах аякка тарман иккен — вӗлтрен ашне кӗрсе пытаннӑ.
Обязательнӑй ӗҫрен тарса ҫӳрекен хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приставӗсем йӗркене административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ. Комсомольски районӗнчи суд хӗрарӑма 4 талӑклӑха хупма йышӑннӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын ют хваттере иленнӗ. Халӗ ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснӑ факт Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен пайӗн тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пӗрлехи тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Суд приставӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗн уйрӑмне 2012—2013 ҫулсенче ертсе пынӑ чухне ҫав ҫын Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗнчи пӗр хваттерте пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл коммерци фирмин пулнӑ. Лешӗ парӑма кӗрсе кайнипе ун ӗҫне суд приставӗсене панӑ. Каярах пристав хваттере хӑй амӑшӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан икӗ арҫын ҫӗр лаптӑкне пайлайманнипе суда утнӑ. Вӗсем – иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем.
Суда арҫынсем 2011 ҫултах ҫитнӗ. Тӑвансем вара ҫӗре ниепле те пайлайман. Арҫынсем исполнительнӑй хут илнӗ, унтан мирлешнӗ те судран тавӑҫсене кайса илнӗ.
Анчах кун хыҫҫӑн вӗсем каллех вӑрҫӑнса кайнӑ, каллех суда ҫитнӗ. Кӑштахран икӗ тӑван мирлешнӗ те тавӑҫсене судран илнӗ. Ҫакнашкал 6 ҫул хӑтланнӑ вӗсем. Кӑҫал вара пӗр шухӑш патне ҫитнӗ: саккун пулӑшмасӑр ҫӗре пайлаймаҫҫӗ.
Приставсем вырӑна ҫитсе пӑнчӑ лартнӑ. Ҫавна май икӗ сарая, гаража, мунчана ишсе антарма тивнӗ, ҫӗр лаптӑкне 40 сантиметр куҫарма лекнӗ.
Пӗр арҫын ывӑлне чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ӑна ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри суд приставӗсен федераци службин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Арҫынна 2014 ҫултанпа шыранӑ. Тӗрӗслӗх пур-пӗрех тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл юридици адресӗсӗр вӑхӑтлӑх ҫуртра пурӑннӑ-мӗн. Пӗр сӑмахпа, бомжа тухнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлсен пристав вырӑна ҫитнӗ.
Арҫын ҫул ҫитмен ывӑлне 1 миллион тенкӗ ытла алимент тӳлемен. Арҫынна суд приставӗсен федераци службине протокол ҫырмашкӑн илсе килнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна ятарлӑ приемнике 10 талӑклӑха хупнӑ.
Чӑваш Енре коллекторсен агентстви уҫӑлнӑ. Ӑна официаллӑ майпа йӗркеленӗ.
Ку организаци суд приставӗсен федераци агентствине кирлӗ документсене тӑратнӑ. Компание ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче свидетельство панӑ. Агентство «Гироскоп-Ч» ятлӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, коллектор ӗҫӗпе ятарлӑ патшалӑх реестрне кӗртнӗ юридици сӑпачӗсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ.
Сире коллекторсем халтан яраҫҫӗ-и? Тархасшӑн, суд приставӗсен федераци службине шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: (8352) 30-60-01.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм суд залӗнче пристава киревсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫнӑ, унтан сумкипе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Нумаях пулмасть ҫак хӗрарӑма явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 42 ҫултискерӗн халӗ хулана тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Ку пӑтӑрмах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Суд пынӑ чухне хӗрарӑм, ӳсӗрскер, кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Пристав ӑна лӑпланма ыйтнӑ. Ку пушшех те урса кайнӑ: хайхискере вӑрҫма пуҫланӑ, сумкипе пуҫӗнчен ҫатлаттарнӑ.
Влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн хӗрарӑмӑн патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татмалла. Пуҫиле ӗҫ тӗлӗшпе приговор вуланӑ: унӑн тепӗр 120 сехет ӗҫлемелле. Суд залӗнче кӑшкӑрашнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |