Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ.
Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ.
Суд приставӗсен федераци службин республикӑри управленийӗ чи лайӑх водителе палӑртнӑ. Анчах ҫакна вӑл «Эсӗ мана килӗшетӗн, эсӗ вара аплах мар» тесе мар, конкурс ирттерсех суйланӑ. Мероприятие Автотранспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунне халалланӑ.
Конкурса 11 водитель хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен ҫул-йӗр правилине епле пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Конкурсӑн тепӗр пайӗнче руле ӑста тытнине кӑтартмалла пулнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, тен, ҫук та пулӗ, пӗрремӗш вырӑна хӗрарӑм-водитель тухнӑ. Вӑл — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Татьяна Григорьева. Иккӗмӗшӗнче — суд приставӗсен Шупашкарти Калинин районӗнчи пайӗн водителӗ Артем Зайцев, виҫҫӗмӗшӗнче — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Алексей Каргин.
Кулленхи ӗҫре суд приставӗсен мӗнпе кӑна тӗл пулма тивмест пулӗ. Кулӑшла ҫак тӗслӗх Ҫӗмӗрле районӗнчи Мыслец поселокӗнче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен 2010 ҫултанпа та аса илмен. Амӑш правине туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗпренчӗке ача ҫуртне яни те пӑшӑрхантарман курӑнать амӑшне. Ывӑлне алимент тӳлесси пирки те шухӑшламан вӑл. Парӑм 150 пин тенкех ҫитсе кайнӑ. Алиментран хытах пӑрӑнакан амӑшӗ пирки кӗҫех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах хӗрарӑм кун хыҫҫӑн та парӑма татма талпӑнман кӑна мар, судран та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче суд приставӗ суда ирӗксӗр илсе каяс тесе ун патне килне пынса ҫитнӗ. Пристав хӗрарӑмпа пӗрле пурӑнакан арҫын кӗтсе илнӗ. «Ют хулана тухса кайрӗ», — куҫне тартмасӑр суйнӑ лешӗ. Анчах пристав ӗненсе каялла ҫаврӑнса кайма васкаман — виҫ сехет ытла кӗтсе ларнӑ. Унтан пӳрте тепре кӗнӗ. Ҫавӑнта вӑл мачча ҫинче темле сасӑ пуррине сисет. Хӑпарса пӑхать те унта хӗрарӑм пытанса ларнине асӑрхать.
Алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки ҫав кунах суд пулса иртнӗ, ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫапла ӗнтӗ, пуян предприятисен чаплӑ машинӑсем кӑна мар, вӗҫмексем те (самолетсем) пур ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри хӑйӗн самолётне Шупашкарти аэропортра лартса пурӑннӑ. Анчах территорие тара илнишӗн вӑхӑтра тӳлеменнипе парӑм 180 пине ҫитсе кайнӑ. Аэропорт укҫана шыраса илес тесе тӳре патнех ҫитнӗ.
Суд тавӑҫпа килӗшсе «кӗмӗле» шыраса илмелле тунӑ. Йышӑнӑва суд приставӗсем патне ярса панӑ. Лешсем нумай кӗттермен — парӑмлӑ фирмӑн ЯК-40 вӗҫмекне арестлеме йышӑннӑ. Аренда хакӗпе кӑмӑлпа татӑлмасан приставсем ӑна сутса ярассипе хӑратаҫҫӗ.
Виҫӗмкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Муркаш район судӗнче черетлӗ лару иртнӗ — ку хутӗнче хайхи Илле Иванова приставсем вӑйпа илсе килнӗ.
«Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑпланакан ку хутӗнче тӳре умне икӗ пӗчӗк плакатпа тухса тӑнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп!» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституци гаранчӗсем мар» (текста йӑнӑш ҫук). Вӗсене вара приставӑн хуса илме тивнӗ — хӑй Иванов тӳре ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулман.
Ытти тӗлӗшпе суд хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснӑ. Ку хутӗнче ыйтусемпе Илья Федотов следователе нушалантарнӑ. Ҫавӑн пекех хӳтӗлекен ен суд ӗҫӗ ҫумне ҫӗнӗ хутсем хушма сӗннӗ — Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ тунӑ пӗтемлетӗве, айӑпланакан статья вӑхӑтӗнче МИХсем пичетленӗ статьясен йышне, ЧПГӐИ тунӑ статья хаклавне. Тӳре ку материалсен ытларахӑш пайне йышӑнма килӗшнӗ. Прокурор енӗ Белов кунтелее тепре чӗнме ыйтнӑ (асаилтеретпӗр — вӑл ӗҫ хучӗсене кӗнӗ хӑйӗн сӑмахӗсене йышӑнман, вӗсем суя тесе хакланӑ). Хӳтӗлевҫӗсем хирӗҫ пулчӗҫ пулин те тӳре прокурор майлӑ пулчӗ.
Республика тӗп хулинче парӑмлӑ ҫынсемпе суд приставӗсен калаҫӑвӗ кӗске. Парӑмсене укҫа-тенкӗпе татса памасан килти пурлӑхпа сывпуллашма лекет.
Ак, тӗслӗхрен, коммуналлӑ тӑкаксене татса паманнишӗн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын хӑйӗн «Вольво» маркӑллӑ ураписӗр тӑрса юлнӑ, лешне арҫын парӑмӗсене саплаштарас тесе суд приставӗсем арестленӗ.
Тата тепӗр парӑмлӑ арҫына 5 кунлӑх арестленӗ. Вӑл иккен хӑйӗн патне ҫул йӗркине пӑснишӗн килнӗ 15 административлӑ штрафа тӳлесе татман, ҫавӑнпа та унӑн явапа ҫакнашкал тытма тивнӗ.
Саккун йӗркисене арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те пӑсни тӗл пулать. Сӑмахран, Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗри ӗҫрен тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне уйӑрса панӑ пӳлӗмне пушатма килӗшмен. Мускав районӗн сучӗ хӗрарӑма тепӗр пурӑнмалли ҫурта тупмасӑрах пӳлӗмрен кӑларма йышӑннӑ. Хайхи вара суд йышӑнӑвне те пурнӑҫлама васкаман иккен, ҫавӑнпа та приставсем ӑна йӗрке тӑрӑх вӑйпа кӑларса янӑ.
Апла-и, капла-и, кӑна хальлӗхе ҫирӗплетсе калама хӗн. Анчах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн ӗҫченӗсем ҫакӑн пек шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пристав-хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑплама пултараҫҫӗ. Вӑл суд приставӗсен Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пайӗнче тӑрӑшать иккен. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хӗрарӑм-пристав парӑмлӑ пӗр ҫынтан 16,5 пин тенкӗ ытларах шыраса илнӗ, анчах укҫине хӑй кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ имӗш.
Тӳррипе каласан, приставсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем татах тӗл пулаҫҫӗ иккен. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ май кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 300 ытла кӑлтӑк тупса палӑртнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |