Шупашкар районӗнчи Мемеш ялӗнче пурӑнакан арҫын тарса ҫӳренӗ ахӑртнех. Суд приставӗсем ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тупнӑ.
37 ҫулти арҫын 18 ҫул тултарман виҫӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 2011 ҫултанпа 950 пин тенке ҫитнӗ. Вӑл мӗншӗн тӳлейменнине ӑнлантарса панӑ. Ҫак тапхӑрта хайхискер Шупашкарта иккӗмӗш арӑмӗпе тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен тепер 5 ача ҫуралнӑ.
Иккӗмӗш арӑмӗ те ачисене алимент тӳлеме заявлени ҫырнӑ. Нумай ача ашшӗ ниҫта та ӗҫлемест, ҫемьене укҫа илме килмест, пепкисене воспитани памасть-мӗн.
Парӑмҫа Шупашкар районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Арҫын парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.
1978 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм 18 ҫул тултарман 4 ачине 700 пин тенкӗ алимент тӳлемен. Хайхискер унран хӑтӑлмалли мел тупнӑ: Камчаткӑна тарнӑ.
Анчах парӑмсенчен ниҫта та тарса пытанаймӑн: Петропавловск-Камчатский хулинчи суд приставӗсем ӑна тупнӑ, кун пирки Шупашкар районӗнчи суд приставӗсене пӗлтернӗ.
Хӗрарӑма парӑма парса татмалли пирки ӑнлантарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи приставсемпе телефонпа ҫыхӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра унта пыма шантарнӑ.
Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ.
Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ.
Шупашкарта приставра ӗҫленӗ арҫын должноҫӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ют ҫын пурлӑхне, парӑмҫӑнне арестленӗскере, хӑйӗн валли илнӗ-мӗн.
Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пристав хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ: парӑма кӗнӗ ҫыннӑн музыка центрне, ноутбукне, ытти пурлӑха арестленӗ. Анчах вӑл вӗсене учет кӗнекине кӗртмен, пурлӑхпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫын пурлӑхне хапсӑннӑ пристава вара 2016 ҫултах ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи арҫынна приставсем шыранӑ, анчах тытайман. Ҫавах та вӑл ӑҫта пытанса пурӑннине ял халӑхӗ систернӗ-систернех. Таркӑн хӑйне валли пурӑнмалли вырӑн вӑрманта йӗркеленӗ иккен.
Арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен — ҫапла май парӑмӗ 300 пин тенке яхӑн ҫитнӗ. Приставсем ӑна хӳмере ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав вӑхӑтра парӑмҫӑ хӳмере икӗ ӗҫкӗҫ тусӗпе каннӑ. Шалта сӗтелпе пукансем те пулнӑ. Хайхискерсем каннӑ вӑхӑтра пурнӑҫри ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын хӳмене ҫулла пуҫламӑшӗнчех тунӑ. Вӑл приставсенчен пытанмалли вырӑн кӑна пулман, унта вӑл хӑнасене те йышӑннӑ.
Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ».
Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ.
Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ.
Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ.
Шупашкарӑн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын миллиона яхӑн парӑмлӑ пулнӑ. Вӑл кивҫен илнӗ, анчах унпа вӑхӑтра татӑлман.
Арҫынтан укҫа шыраса илме суд йышӑну кӑларнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме суд приставӗсене ярса панӑ хыҫҫӑн приставсем парӑмлӑ арҫыннӑн 3500 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ӑна сутса укҫа тӑвас тенӗ хыҫҫӑн та парӑмли тӳлесе тытма васкаман.
Арҫыннӑн машина пуррине, лешӗ ҫавна суд приставӗсенчен пытарнине пӗлсен ӑна шырама пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне парӑмлине чикӗ леш енне каймалла мар туса хунӑ.
Юлашкинчен каланӑ сӑлтава пула парӑма тӳлесе татма шут тытнӑ та хайхи. Арҫын ҫемйипе Хорватине канма каяс тенӗ. Чикӗ леш енне кӑларса яманнине кура вӑл 1 миллиона яхӑн парӑма тата исполнитель ӗҫӗшӗн тӳлемелли 66 пине тӳлесе татнӑ.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Етӗрнери «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Приставсем унӑн алӑкӗ ҫине пичет ҫапнӑ.
Спорт комплексӗ Ростехнадзорӑн Сӑрҫи управленине 2017 ҫулхи отчета тӑратман-мӗн.
Суд ларӑвӗнче «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫапах унӑн административлӑ майпа явап тытма тиветех.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче суд приставӗсем комплекса 5 талӑклӑха хупнӑ.
Шупашкарти «Хамӑр ял» кафе икӗ у йӑх ӗҫлемӗ. Унта санитарипе эпидемиологи саккунӗсенчи йӗркене пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем унӑн алӑкне пичет ҫапса питӗрнӗ.
Ленин районӗн прокуратури кафене ака у йӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Апатланмӑшра апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Кафере икӗ ывӑс кӑна пулнӑ, вӗсене те пулин ванна ҫинче упранӑ. Хӑнасене нумай хут усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫитернӗ, анчах вӗсене лайӑх ҫумашкӑн условисем пулман. Ҫурмафабрикатсен, апат-ҫимӗҫӗн тата кулинари изделийӗсен пахалӑхне тивӗҫлипе хакламан.
Аш-какайӑн ветеринари докуменчӗсем те пулман. Ҫитменнине, кафере юсав тумалла: линолеум ҫӗтӗк, туалетри стенасем хура.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |