Аҫтӑрханти суд приставӗсем Чӑваш Енри усламҫӑн карапне арестленӗ. Карапа унӑн хуҫи — ӑна пӗр организаци тытса тӑнӑ — пысӑк парӑма кӗрсе кайнине кура тытса чарма йышӑннӑ. Шывра ишсе ҫӳрекен ҫав хатӗр хакне малтанласа 18 миллион тенкӗ тӑрать тесе хакланӑ.
Аҫтӑрхан тӑрӑхӗнчи Советски районӗнчи суд приставӗсем патне Чӑваш Енри ӗҫтешӗсем тухнӑ. Вӗсем тавар турттарассипе тӑрӑшакан фирма кредитпа пысӑк парӑма кӗрсе кайнине, анчах укҫана тӳлеме хыпӑнманнине пӗлтернӗ.
Инҫетри регионти суд приставӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене ӑнланнӑ, суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртес ӗҫ пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем парӑмлӑ предприятин салукри пурлӑхне — Аҫтӑрханти карап тӑвакан производство пӗрлешӗвӗн территорийӗнчи груз турттармалли карапа арестленӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын ҫине-ҫинех ашшӗ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗр ачи 2013 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ, тепри — 2014-мӗшӗнче. Ҫав пепкесен амӑшне ача ҫине ача ҫуратма тархасласах ыйтнине пӗлместпӗр-ха. Тен, ашшӗ пулас шухӑшӗ ҫирӗпленсех те ҫитеймен-ши унӑн?..
28 ҫулти арҫыннӑн тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне алимента ямалла пулнӑ. Кун пирки шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла суд йышӑну тунӑ. Анчах ҫамрӑк ашшӗ хӑнк та туман темелле. Ик ачашӑн парӑм унӑн 120 пин тенкӗ пуҫтарӑнса та кайнӑ. Суд приставӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласси пирки асӑрхаттарсан та икӗ ача ашшӗ ӗҫе вырнаҫма шутламан. Шупашкар район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд арҫынна айӑплама йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла 5 уйӑх ӗҫлеме тивӗ, тупӑшӑн 5 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти приставсен ҫурчӗ ҫинче Чӑваш Республикин ялавӗ вӗлкӗшет. Анчах вӑл… кутӑн май ҫакӑнса тӑнӑ-мӗн. Паянхи ирхи 9 сехетчен. Паян ялава йӗркеллех ҫакнӑ-мӗн.
Ялав кутӑн ҫакӑнса тӑнине Алексей Свеклов асӑрханӑ. Вӑл нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкара тусӗсем патне хӑнана килнӗ. Ӑна чӑваш паллипе ҫапла хӑтланни шутсӑр килӗшмен.
Управлени ертӳҫин ҫумӗ Антон Антонов каланӑ тӑрӑх, паян 9 сехетре ҫакна тӳрлетнӗ. Ӑна ҫакнӑ чухне унти ӗҫчен кутӑн пулнине асӑрхаман тен.
Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗнче чи лайӑх суд приставӗсене палӑртнӑ. Конкурс тӑватӑ енпе иртнӗ: «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Чи лайӑх дознаватель».
Конкурса хутшӑнакансене 2014 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх хакланӑ. Вӗсен ҫулталӑкран кая мар ӗҫ стажӗ кирлӗ пулнӑ. Дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнисен те конкурса хутшӑнма май килмен.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи суд приставӗсен пайӗн приставӗ Александр Герасимов «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ» ята тивӗҫнӗ. Улатӑрти Александр Балкаев — «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Комсомольскинчи Владимир Калашников — «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Улатӑрти Станислав Абаренов — «Чи лайӑх дознаватель».
Ҫӗнтерӳҫӗсен Кировра иртекен ҫавӑн евӗр конкурсра Атӑлҫи федераци округра мала тухассишӗн ӑмӑртма тивӗ.
Республикӑри ача-пӑча пульницин тӗп тухтӑрне нумаях пулмасть 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Явап тытма унӑн суд приставӗсен тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илнӗшӗн тивнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, ӗҫе илнӗшӗн мар, ӗҫе илни пирки суд приставӗсен службине пӗлтерменшӗн.
Ку вара коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккуна пӑснине пӗлтерт. Кун пирки «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» федераци саккунӗн 12-мӗш статйин 4-мӗш пайӗнче тата РФ Ӗҫ кодексӗн 64,1 статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. «Патшалӑх служащийӗсем тепӗр ӗҫе вырнаҫсан ӑна илнӗ организацин тивӗҫлӗ органсене пӗлтермелле», — терӗ республика прокуратурин коррупципе кӗрешекен пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Павлов.
Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн республикӑри управленине Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хумханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн «Шевроле-Каптива» маркӑллӑ машинине такам пӗҫертнине систернӗ. Ара, урапана лартнӑ вырӑн пушӑ пулнӑ-мӗн те, тем шухӑшламалла ӗнтӗ унӑн?..
Ҫухалнӑ машинӑна ярса илме Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем план хатӗрленӗ. Вӑрланӑскере тытса чарас тесе ҫул-йӗрпе патруль службине ура ҫине тӑратнӑ. Анчах ҫур сехетрен машина хуҫи тепре шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл икӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗри — хавасли, тепри — хӑйшӗн хурлӑхли. Урапа тупӑннӑ. Анчах ӑна суд приставӗсем парӑма пула пуҫтарса кайнӑ иккен.
Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Патӑрьел районӗнчи суд приставӗ ҫавӑн пек шухӑшланӑ-ши — хӑйсем патне ҫынсенчен ҫитнӗ ҫырусене вӑхӑтра пӑхса тухман. Шучӗпе вара пӗр уйӑхра хуравламалла. 30 кун хушшинче ӗлкӗрменни саккуна пӑснине пӗлтерет.
Суд приставӗсен федераци службин Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи пайӗне кӑҫалхи ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫынесенчен виҫӗ ҫыру килнӗ. Пурте вӗсем суд йышӑнӑвӗпе укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Анчах ҫавсенчен нихӑшне те вӑхӑтра пӑхса тухман. Куншӑн Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.59 статйинче явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Прокуратура ыйтнипе ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Суд приставӗсен маларах асӑннӑ пай пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫул ҫитмен икӗ ачишӗн тупӑшӑн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ уйӑхсерен укҫа куҫарса пымалла пулнӑ. Мӗншӗн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ пирки хальхинче пуҫ ватмӑпӑр-ха (ара, ик ачашӑн, шучӗпе, тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тӳлемелле-ҫке-ха. Тен, тепре ҫемье ҫавӑрса унта та ача-пӑчаллӑ пулма ӗлкӗрнӗ-тӗр хайхи этем. Е, чим-ха, тен, икӗ хӗрарӑма алимент тӳлемелле пулнӑран-ши?..)
Алиментне вара ашшӗн йӑпӑр-япӑр кӑларса хурас килмен — ӗҫӗ суд приставӗсем патнех ҫитнӗ. Вӑхӑтра тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса е ӗҫлесе юсанмалла, е хупса хумалла тӑвасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Арҫын ӑнланнӑҫи пулнӑ — укҫа хӗсӗккипе кӑна парӑмпа татӑлса пырайман тесе ӗнентернӗ. Ӳлӗмрен кашни уйӑхӑн 10-мӗшӗ тӗлне алимент тӳлесе тӑма шантарнӑ. Анчах... пӗр хӑлхаран кӗрет тепринчен тухса каять теҫҫӗ-и-ха ун йышшисем пирки? Такси водителӗнче ӗҫлекенскер кӗҫех 110 пин тенкӗ парӑм пухса та янӑ. Анчах алимент шыракан амӑшӗсенчен пӗри приставсене ачан ашшӗ Таиланда канма кайма (тепӗр ҫынтан нимӗн те пытараймӑн) кайма пуҫтарӑнни пирки систернӗ.
«Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ.
Патӑрьелти тӗпчев уйрӑмӗ Елчӗк районӗнчи суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |