Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем суд приставӗсем тесе ҫынсенчен укҫа сӑптӑрма тытӑннӑ. Вӗсем электрон рассылкӑсем яраҫҫӗ. Унта ҫыннӑн ҪҪХПИ, патшалӑх пошлини, кредит, ЖКХ штрафӗсем пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна часрах тӳлесе татмалла-мӗн. Унсӑрӑн счетсене е пурлӑха арестлессипе хӑратаҫҫӗ.
Штрафа тӳлемелли каҫӑ та яраҫҫӗ. Ун ҫине пуссан банк карттин реквизичӗсене ҫырмалла. Укҫа вара штраф тӳлеме мар, ултавҫӑсем патне каять.
Ҫакна астӑвӑр: суд приставӗсем электронлӑ почта, мессенджерсем урлӑ штраф тӳлемелли пирки нимӗн те ямаҫҫӗ.
Шупашкарти педагогсенчен пӗрне пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ — уроксен шутне чакарса панӑ май хӗрарӑмӑн шалӑвӗ те пӗчӗкленнӗ.
Чӗрӗ хӗрарӑм ҫакӑнпа ҫырлахма пултарайман, вӑл хӑйӗн ӗҫ правине хӳтӗлеме ыйтса суда ҫитнӗ. Тӳре учителе майлӑ пулнӑ.
Суд хӗрарӑма майлӑ йышӑну кӑларсан суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ та хута вӗренӳ учрежденине ярса панӑ. Ҫапла вара хӗрарӑм суд урлӑ уроксен шутне ыйтса илме пултарнӑ.
Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.
Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.
Шупашкар арҫынни машинӑпа питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме юратнӑ. Куншӑн унӑн 200 ытла штраф пухӑннӑ. Пӗтӗмпе - 126 пин тенкӗлӗх.
Арҫынна штрафсене 5 кун хушшинче тӳлесе татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Раҫҫейрен тухма чарассине, транспорт рулӗ умне лармалли ирӗке чикӗлессине каланӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, руль умӗнче урӑх ҫын ларнӑ.
Юлашкинчен приставсем машинӑна арестленӗ, ӑна сутма тӑратнӑ. Укҫипе вара штраф парамӗсене татнӑ.
Шупашкарти 52 ҫулти арҫын туберкулезпа аптӑрасан диспансеризаци витӗр тухман – алӑ сулнӑ. Вӑл тухтӑрсен сӗнӗвӗсене те пӑхӑнман, ятарлӑ медучрежденире те сипленмен.
Приставсем ӑна нумаях пулмасть хулари пасар умӗнче тупнӑ – вӑл унта саккуна пӑсса милӗк сутнӑ. Хӑй мӗншӗн пульницӑна пыманнине ӑнлантарнӑ: 6 ҫул сипленнӗ хыҫҫӑн алли усӑннӑ имӗш.
Арҫынна тупнӑ кунах республикӑри диспансера вӑйпах сипленме янӑ. Унта вӑл сахалтан 6 уйӑх ирттерӗ.
Приставсем Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен хваттерсене ҫите килеҫҫӗ. Ҫалталӑк пуҫланнӑранпа 234 хваттере ҫитнӗ. Вӗсен хуҫисен пӗтӗмӗшле парӑмӗ 7 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Вӗсем хутса ӑшӑтнӑшӑн тата вӗри шывшӑн тӳлеменнисем патне ҫитнӗ. Парӑма татма тесе приставсем йӑлара усӑ курмалли 20 ытла техникӑна арестленӗ. Вӗсем парӑмҫӑсен пурлӑхне хакласа актсем хатӗрленӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн судне 54 ҫулти хӗрарӑм документсем пама килнӗ. Алӑкран кӗнӗ чухне тимӗр шыракан хатӗр сасӑ панӑ. Хӗрарӑма сумкӑри тимӗр япалана кӑларса хума ыйтнӑ, ҫакна пурнӑҫламасан мӗн пулассине те асӑрхаттарнӑ. Вӑл хирӗҫленӗ.
Унӑн сумкине ухтарсан штопр тупнӑ. Хӗрарӑм судра вӑл ӑна мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр суд залне хураллакан приставсем унта пынӑ ҫынсен ҫумӗнче илсе кӗме юраман 3 пин ытла япала тупнӑ. Ҫав шутра - электрошокерсем, пневматика пӑшалӗсем, касакан япаласем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӑй ҫамрӑк та мар, 57 ҫулта. Ҫамрӑк чух ҫын хӗрӳ-ха, ҫулсем кайнӑҫемӗн этем тени лӑпланакан, ӑсланакан.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах суда, унтан суд приставӗсем патне ҫитнӗ. Приставсем ӑна кӳршинчен каҫару ыйтма хушнӑ.
Арҫын каҫару ыйтса ҫырнӑ хута Пӗлтерӳ хӑми ҫине вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 15 пин тенкӗ тӳленӗ.
Чӑваш Енри суд приставӗсем икӗ ҫул каяллах леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫынтан парӑм шыраса илме ӗмӗтленнӗ. Тӗрӗсрех каласан, исполнительнӑй производствӑна чарса лартман.
Кӑлтӑка Етӗрне районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Надзор органӗнче тӑрӑшакансем вилнӗ ҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫ районти суд приставӗсем патӗнче пулнине тупса палӑртнӑ. Куҫне икӗ ҫул каяллах хупнӑ ҫыннӑн парӑмне татма тивӗҫ ҫывӑх ҫыннисем пулман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |