Парӑмҫӑ суд приставӗсенчен... балкон ҫинче пытаннӑ. Ку пӑтӑрмахла истори – Шупашкарти 37 ҫулти арҫын пирки.
Вӑл 15 ҫулти хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм сахал мар пухӑннӑ: 350 пин тенке ҫитнӗ.
Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн пулнӑ, анчах арҫын суд йышӑнӑвне пурнӑҫламан, алимент тӳлемен. Кайран вуҫех ҫухалнӑ. Суд приставӗсем ӑна хваттерне шырама кайсан тупайман. Тепрехинче каллех шыраса хваттере килнӗ те ӑна ӑнсӑртран балкон ҫинче тупнӑ. Вӑл приставсем килмессерен пытанса ларнӑ иккен. Халӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарма хатӗрленеҫҫӗ.