Суд приставӗсен федераллӑ службин Чӑваш Республикинчи управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра республикӑра 85 автомобиле арестленӗ.
Ҫак ӗҫе суд приставӗсем ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Машшинсене республикӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче те тытса чараҫҫӗ, ял-хуласенче те. Вӗсене тӗрлӗ штрафсене тӳлесе татманшӑн арестлеҫҫӗ.
Сӑмахран, ведомство каласа панӑ тӑрӑх, нумай пулмасть Шупашкар районӗнче пӗр водителе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе 76 штраф ҫырса панӑ иккен, анчах 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӗсене тӳлемен. Мӗнпурӗ 105 пин пухӑнса кайнӑ. Ҫав шутра штрафа шыраса илес ӗҫшӗн тӳлесси те. Тепри, 1997 ҫулта ҫуралнӑскер, 26 штрафа тӳлесе татман.
Приставсем водительсене штрафа тӳлесе татма ыйтнӑ, анчах лешсем хирӗҫ пулнӑ. Ҫавна пула транспорта штрафстоянкӑна илсе кайма тивнӗ. 10 кун хушшинче штрафсене тӳлесе татмасан вӗсен машшинисене сутса штрафсене шыраса илме ирӗк пур.
Чантӑрта пурӑнакан пӗр ҫын хула ҫӗрне ярса илнӗ. Вӑл хӑйӗн саккунлӑ чиккине пӑсса профильлӗ тимӗртен карта тытса ҫавӑрнӑ, ҫӗр лаптӑкне унчченхи 400 тӑваткал метр вырӑнне 466 тӑваткал метра ҫитернӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗнчи сучӗ муниципалитет ҫӗрне 30 кунта тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ.
Арҫын суд йышӑнӑвне пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын тимӗр картана сӳтсе ҫӗнӗрен тытнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпиттин ҫак кунсенче чикӗ леш енне тухса каяс килнӗ. Анчах ҫавӑн пек тума ӑна банк умӗнчи парӑм кансӗрленӗ.
84 пин тенкӗ пысӑк суммах та мар та, ҫапах та арҫын ӑна тӳлеме васкаман. Суд приставӗ явап тыттарассипе темиҫе хутчен хӑратни те пулӑшман.
Нумаях пулмасть суд приставӗ арҫынна чикӗ леш тухса каймалла мар туса хунӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн парӑмлӑ арҫын банкран илнӗ кивҫене те, парӑма шыраса илессипе ӗҫленишӗн илекен 5 пин тӳлеве те йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Улатӑр районӗнчи суд приставӗ суя дипломпа ҫӳренӗ. Вӑл ҫын Суд приставӗсен Улатӑр районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2004-2006 ҫулсенче ҫав ҫын (вӑл ун чухне пристав-исполнитель пулса тӑрӑшнӑ) Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илни ҫинчен диплом туяннӑ.
Асӑннӑ документ арҫынна кайран ҫул уҫса пынӑ. Дипломлӑ этем пысӑкран пысӑкрах ӗҫ вырӑнӗсем йышӑннӑ. Суя диплом алӑра пулнӑран «Юриспруденци» специальноҫа та кӗске вӑхӑтра алла илнӗ.
Пурӑнсан-пурӑнсан ултав ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен пайне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫе суда ярса панӑ.
31 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Унӑн икӗ ачи урӑх ҫемьере пурӑнаҫҫӗ. Унӑн вара алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса паман. Куншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ.
Ку та пулӑшман. Алимент парӑмӗ 200 пин тенкӗрен ытла иртнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑна суд приставӗсем уйрӑма илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм унта йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма хӑтланнине, ачасен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнине каласа кӑтартнӑ.
Анчах хӗрарӑм алмиент тӳлӗ-и? Унӑн, суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, уйӑхсерен икӗ ачишӗн 21 пин тенкӗ куҫармалла. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
39 ҫулти арҫын сусӑр ачишӗн алимент тӳлеме шухӑшламан та. Унӑн уйӑхсерен 6,4 пин тенке яхӑн куҫарса тӑмалла пулнӑ. Анчах ҫакна вӑл пурнӑҫламан – парӑм 1 миллион тенке ҫитнӗ.
Приставсем ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Халӗ унӑн решетке хыҫӗнче 2 эрне ирттерес хӑрушлӑх пур. Ӑна парӑмӗшӗн темиҫе хутчен те ӗҫлеттернӗ, административлӑ майпа арестленӗ, уголовлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлесси пирки шутламан.
Халӗ ҫав арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти арҫыннӑн кашни уйӑхрах тупӑшӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса тӑман. Ҫапла парӑм 667 пин тенке ҫитнӗ.
Приставсем унӑн пурлӑхне арестлесен, хӑйне машинӑпа ирӗклӗ ҫӳреме чарсан тин вӑл парӑма татасси пирки шутлама пуҫланӑ. Пакунлисем ӑна унсӑрӑн пурлӑхне сутма пултарасси, хӑйне штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Кун пек чухне пуҫиле ӗҫ пуҫарассине те каланӑ.
Приставсемпе калаҫнӑ чухне арҫын парӑма тахҫанах татма, ывӑлӗпе хутшӑнма шухӑшланине каланӑ. Кӗҫех ача амӑшӗн расчет счечӗ ҫине пӗтӗм парӑм укҫи куҫна.
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын икӗ ачишӗн алимент туллин тӳлемен. Унӑн официаллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулман, кашни уйӑхра 1-5 пин тенкӗ куҫарса тӑнӑ. Ҫавна май чылай вӑхӑт ӑна административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттарайман.
Парӑм вара пухӑнсах пынӑ. Суд приставӗсем транспортпа ирӗклӗн ҫӳреме чарсан тин вӑл пысӑк парӑмне татнӑ: ачисемшӗн 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку кӑна мар, кун хыҫҫӑн арҫын официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ, халӗ вӑл уйӑхсерен шалӑвӗн 1/3 пайне куҫарса тӑрать.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри Управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен сотрудникӗсем васкавлӑ та майлашуллӑ ӗҫленине пула республикӑри 36 ҫын умӗнчи ӗҫ укҫи парӑмне татса пама май килнӗ. Ҫакна тумашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен ӗҫ укҫи тӗлӗшӗпе хӑйӗн ӗҫченӗсем умӗнче 1 млн та 800 пин тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Ҫак парӑма пӗтерес тӗлӗшпе суд приставӗсем пӗр пӳлӗмлӗ хваттере арестленӗ, каярахпа ӑна сутса янӑ. Сӑмах республикӑри пӗр агропредприяти пирки пыни паллӑ. Конкретлӑ хӑшӗ пирки сӑмах пынине вара пӗлтермен.
Суд приставӗсен служби ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ыйтӑва ҫакӑн пек татса пама предприяти ертӳҫи ку ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе нимӗн те туманни, тата вӑл хӑй ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫламанни хистенӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ ан пуҫарччӑр тесе алимент парӑмне татнӑ.
Ҫак арҫыннӑн алимент парӑмӗ 650 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Унӑн банк счечӗсене арестленӗ, харпӑрлӑхри хваттерне регистрацилеме чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарасси те ӑна хӑратнӑ, ҫавӑнпа вӑл парӑма татнӑ.
Арҫын экс-арӑмне кӑштах алимент тӳлесе тӑнӑ-ха, ҫапах парӑм пухӑнсах пынӑ. Приставсем унпа калаҫу ирттернӗ, парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ку арҫынна витӗм кӳнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |