Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем суд приставӗсем тесе ҫынсенчен укҫа сӑптӑрма тытӑннӑ. Вӗсем электрон рассылкӑсем яраҫҫӗ. Унта ҫыннӑн ҪҪХПИ, патшалӑх пошлини, кредит, ЖКХ штрафӗсем пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна часрах тӳлесе татмалла-мӗн. Унсӑрӑн счетсене е пурлӑха арестлессипе хӑратаҫҫӗ.
Штрафа тӳлемелли каҫӑ та яраҫҫӗ. Ун ҫине пуссан банк карттин реквизичӗсене ҫырмалла. Укҫа вара штраф тӳлеме мар, ултавҫӑсем патне каять.
Ҫакна астӑвӑр: суд приставӗсем электронлӑ почта, мессенджерсем урлӑ штраф тӳлемелли пирки нимӗн те ямаҫҫӗ.