Чӑваш Енре COVID-free статусне илнӗ апатлану предприятийӗсен шучӗ 500-тен иртнӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнер усламҫӑсем валли ирттернӗ онлайн-брифингра пӗлтернӗ.
Ковидсӑр зонӑсен статусне республикӑри мӗнпур предприяти илнӗ. Кӑшӑлвирусран ирӗклисен реестрне вӗсенчен чылайӑшӗ юлашки икӗ эрнере кӗнӗ. Асӑннӑ отрасльте 40 пине яхӑн ӗҫченӗн кӑшӑлвирусран прививка тутармалла. Обществӑлла апатлану предприятийӗсене илсен, вакцинациленнисен хисепӗ хальлӗхе – 70-е яхӑн процент. обществӑлла апатлану предприятийӗсенче ӗҫлет иккен.
Ковидсӑр зона статуса илес тесен апатлану предприятийӗсен declaration.cap.ru сайтра деклараци вырнаҫтармалла.
Чаваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитменни пирки пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей Правительстви 50 региона ҫак чирпе кӗрешекенсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр туянма 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен валли 129 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 157 кислород концентраторӗ илме палӑртнӑ. Кашниех минутра 1000 литр ытла кислород кӑларма пултарать.
Концентраторсене пульницӑсене парӗҫ. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлесе сывлӑш ҫитменнипе аптӑракан ҫынсене сиплӗҫ.
Талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кӑтарту савӑнтармасть: 176 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен республикӑра 37994 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 33291-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 17 ҫын вилнӗ. Ку таранччен 2779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юпа уйӑхӗнче 449 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 170 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1924 ҫын пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхла вминистрӗ Владимир Степанов республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки темиҫе кунра пирӗн тӑрӑхри пульницӑсенче койка фончӗ енӗпе лару-тӑру ырӑ енне кӑштах улшӑнма пуҫлани сисӗнет. Кунта сӑмах кӑшӑвируспа чирлисем пирки пырать.
Пульницӑна вырттарассипе Улатӑрти район пульницинче, Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тата Хулари клиника центрӗнче лару-тӑру йывӑртарах. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ытти учрежденире сипленсе тухакансем пульницӑна выртакансенчен йышлӑрах.
Эрнекун тӗлне илсен, ковид-госпитальсенче пушӑ койкӑсем 9,8 процент таран пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме мӗнпур койка фондӗнчен 35,7 процентне уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен кӑшӑлвирус сарӑлнине пула суту-илӳ центрӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем ҫеҫ уҫӑ. Зоолавккасене те хупнӑччӗ. Анчах ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине кура-тӑр, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев вӗсене хупни йӑнӑш пулнине пӗлтернӗ.
Паян Правительство ҫуртӗнче ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Элтепер патне зоолавккасене уҫмалли пирки нумай ыйту килме пуҫланӑ. Ара, чӗрчунсене ҫитермелли хӑш-пӗр апата, препаратсене ахаль лавккара туянаймӑн. Ҫавна май Олег Николаев хушӑва улшӑнусем кӗртмеллине каланӑ.
«Вӗсем ятарлӑ лавккасем. Паллах, вӗсен ӗҫлемелле. Ку пирӗн йӑнӑш, ӑна часрах тӳрлетмелле», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитмест. Чирлекенсем нумайланнипе ҫакнашкал лару-тӑру пулса тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне лару-тӑру пӑртак йӗркеленнӗ.
Юлашки 10 кунра республикӑра кислород туса кӑларасси 3 хут ӳснӗ. Унччен талӑкра 5 тонна кӑларнӑ пулсан халӗ – 17 тонна. Ҫитес вӑхӑтра тата 5-7 тонна ытларах туса кӑларма тытӑнасшӑн.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кислород кӑларасси – кӑткӑс ӗҫ. Хальхи производствӑна питӗ йывӑр лекет. Малашлӑхра тӳре-шара кислород туса кӑларакан ятарлӑ предприяти хута ярасшӑн.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 15 сехетре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ эфира тухӗ, кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусем тӗлӗшпе ыйтусене хуравлӗ.
«Кӑшӑлвируса пӗрле чарар!» ятлӑ эфира «Контактра» социаллӑ сетьре «Чӑваш Республики» ушкӑнра, Элтеперӗн Инстаграмри аккаунтӗнче кӑтартӗҫ. Олег Николаев ҫырнӑ пост айне ыйтусем хӑварма юрать.
«Кӑшӑлвируспа чирлесси ӳсет. Кунсерен 170 ҫын ытла чирлет. Стационарсенче 3,1 пин ытла ҫын сипленет. Чарусене, сывлӑх сыхлавне, вакцинацие пырса тивекен ыйтусене, ман пата кашни кун килекеннисене, сӳтсе явӑпӑр», - ҫырнӑ Олег Николаев аккаунтӗнче.
Чӑваш Енре рекорд ҫӗнелсех пырать. Юлашки талӑкра 176 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Юлашки талӑкра 18 ҫын чире парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче 429 ҫын вилнӗ. Кун пекки кӑҫал пулман-ха. Танлаштармашкӑн, кӑрлач уйӑхӗнче 348 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 2742 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ку таранччен 37653 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 32906-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 161 ҫын сывалнӑ, 176 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Хальхи вахӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1987 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлине Чӑваш халӑх сайчӗ те вӗҫӗмех пӗлтерсе тӑрать. Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская кӑшӑлвируспа чирлисене ҫеҫ мар, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памаллине пӗлтернӗ.
Луговская каланӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тата Ӗҫ министерствин, ҫавӑн пекех Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пӗрле пулса тишкермелле.
«Больничнӑй панин хисепӗ чирленисен тата вӗсемпе хутшӑннисен йышӗнчен сахалтарах пирӗн», – тенӗ Луговская.
Роспотребнадзор хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирленисемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памалла.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа вилекенсем ҫаплах нумай-ха. Кунсерен 10-20 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа ытларах кам чирленине палӑртнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем. Чирленисен 25 проценчӗ - 61-70 ҫулсенчи ҫынсем, 27 проценчӗ – 71-80 ҫулсенчисем, 28 проценчӗ – 81-90 ҫулсенчисем. Апла вилекенсен 85 проценчӗ 60 ҫултана аслӑрах пулнӑ.
Чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин /сахӑр диабечӗ, самӑр пулни/ тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑранӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |