Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑшӑлвирус

Сывлӑх

Республикӑра пӗр талӑкра 173 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вилекенсем 18-ӑн пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра чире парӑнтарайманнисен йышӗ пысӑк.

Ку таранччен кӑшӑлвирус 3063 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пӗтӗмпе 40839 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 35674-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра чирлекенсен те, сывалакансен те хисепӗ пӗр пек пулнӑ: 173 ҫын.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2102 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
Ирина Павлован Фе6йсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ирина Павлован Фе6йсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти художник, Анастасия Степанова, кӑшӑлвируса пула пульницӑри кӑшӑлвирус уйрӑмӗнчи реанимацинче пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ выртнине Ирина Павлова журналист ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Вӑл хӑйӗн постӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, « Настя Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ хӗр».

Ӗнерхи постра палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем хӗре кардиодиспансера ЭКМО аппаратпа сывлаттарма куҫарасшӑн. Анчах ун пек аппарат Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре иккен те унта лекме йывӑр.

Паян Настьӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Кун пирки те Ирина Павлова пӗлтернӗ.

 

Сывлӑх

Паянхи кун тӗлне республикӑра 3028 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 13-мӗш ҫын чире парӑнтарайман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен, ҫур уйӑхра, 266 ҫыннӑн пурнӑҫӑ ҫак чире пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 19 ҫын вилнӗ.

Юлашки талӑкра 175 ҫын чирленӗ, 167 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 40491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 35399-шӗ сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2064 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
v-kurse.ru сайтри сӑн
v-kurse.ru сайтри сӑн

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме медицина кислорочӗ сахалли пирки калаҫрӗҫ. Дефицит пулнӑ май «Химпром» ӑна кӑлармалли калӑпӑша пысӑклатса пырать.

Кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру халӗ те лӑпках мар, чирлекенсем сахалланмаҫҫӗ. Вӗсене сиплеме кислород ҫитменни пирки нумаях пулмасть калаҫма пуҫларӗҫ. «Химпром» кӑларнӑ шӗвӗ кислорода пӗр предприятие хатӗрлесе ҫитерме параҫҫӗ, унтан вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пульницисене ҫитет.

Хальхи вӑхӑтра «Химпром» талӑкра 10-11 тонна кислород кӑларать. Ҫавна май, тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе дефицит пулмалла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75585
 

Сывлӑх
 vedtver.ru сайтри сӑн
vedtver.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинациленесси чакнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ковид-каникулччен кунсерен 5,5-6 пин ҫын прививка тунӑ. Юлашки эрнере вара ку 4,8-4,9 пин ҫын анчах вакцинациленнине палӑртнӑ.

Планпа килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансен 80 процентне вакцинацилемелле. Ку 761,814 пин ҫынпа танлашать. Ку таранччен 459,4 пин ҫын прививка тунӑ. Ку планӑн 60,3 проценчӗпе танлашать.

Тӑвай, Муркаш, Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенче вакцинациленессин кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вакцина ҫителӗклех. «Спутник Лайт» тӗлӗшпе ҫеҫ йывӑрлӑхсем пур.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пӗр талӑкра 177 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫавӑн чухлех сывалнӑ. 20 ҫын вара вилнӗ. Ку питӗ пысӑк хисеп.

Ку таранччен пирӗн республикӑра 2990 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пӗтӗмпе 40140 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 35121-шӗ сывалнӑ. Сӑмах май, икӗ эрне ӗнтӗ талӑкра 170-180 ҫын чирлет.

Палӑртса хӑвармалла: Раҫҫейре 9 миллион ытла ҫын пӗр талӑкра чирленӗ. Вӗсенчен 254 пинӗшӗ вилнӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ача кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ хӗрарӑма тинех пульницӑран кӑларнӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ.

Чирлесен Ирина Афонинӑн вӑхӑтсӑр ҫураттарма тивнӗ. Ачи чиперех ҫуралнӑ. Анчах амӑшӗн чирӗ аталансах пынӑ, ӳпки пӗтӗмпех сиенленнӗ. Вӑл вакцинациленменшӗн ӳкӗннӗ. Хӗрарӑм реанимацирех выртнӑ. Пульницӑра вӑл 2 уйӑха яхӑн ирттернӗ.

Афонинсем – нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсен 3 ача ӳсет. Амӑшне пульницӑран кӑларнӑшӑн упӑшки, ывӑлӗпе хӗрӗ питӗ савӑннӑ. Ку вӗсемшӗн иккӗмӗш ҫуралнӑ кун пекех пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75562
 

Республикӑра
pronedra.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pronedra.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвирусан хӳтӗлекен антитела титрӗ организмра пысӑк пулсан вӗсене кьюркод тытӑмӗ витӗр кӑларма тытӑнмалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан регионти тытӑма республика Элтеперӗ пӗр эрнере йӗркелесе пӗтерме хушса каланӑ. «Ҫитес эрнере механизма пурнӑҫа кӗртмелле тата ӗҫлеттерсе ямалла»,— тенӗ Олег Николаев.

Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе регион шайӗнче ятарлӑ ресурс йӗркелеме пулать. Унта кӗрсе ҫын хӑйӗн идентификаторне кӑтартӗ, вара кьюаркод илейӗ. Антителасен пысӑк титрӗллӗ ҫынсен реестрне врачсен комиссийӗ аккредитаци пур лабораторисен тӗрӗслевӗ тӑрӑх хатӗрлӗ. Чӑваш Енре вӑйра тӑракан ҫав кьюаркод Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче курӑнмӗ.

 

Раҫҫейре
sharij.net сайтри сӑн
sharij.net сайтри сӑн

Раҫҫейре транспорта тата лавккасене QR-кодпа кӗртме тытӑнасшӑн. Ҫавна май саккун проекчӗ хатӗрлеҫҫӗ.

Тӳре-шара общество транспортне тата кафесемпе лавккасене ҫак кодпа кӗртме тытӑнасси пирки шутлать. Саккун проектне Патшалӑх Думине пӑхса тухма пани пирки кайран пӗлтерӗҫ.

Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал йӗрке 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пулма пултарать. Мӗн тӗллевпе тӑвасшӑн ҫак йӗркене? Паллах, ҫынсем ытларах вакцинациленччӗр тесе. Аса илтерер: хальлӗхе Раҫҫейре аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 48,4 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ.

 

Республикӑра

Локдаун хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланма пултарӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура.

Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем отпускран таврӑннӑ вӑхӑтра чирлекенсен йышӗ ӳсет. Аса илтерер: Чӑваш Енре юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ковид каникулӗсем пулнӑ. Хӑш-пӗр районта – юпан 26-мӗшӗнченех. Канмалли кунсем пулассине пӗлтернӗ чухне Элтепер ҫакна чирлекенсен йышӗ чактӑр, тухтӑрсене кӑшт ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунине пӗлтернӗ.

Ҫапах канашлура стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ пӗчӗккӗн чакса пынине палӑртнӑ. Больницӑсенче – 2,7 пин ытла, килте 6021 ҫын сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, ... 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та