Юлашки талӑкра каллех 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен 2043 ҫын ҫак вируса парӑнтарайман. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 31916 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28963-шӗ сывалнӑ. Ку 90,7 процентпа танлашать.
Юлашки талӑкра 76 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем кӑшт сахалрах пулнӑ: 69 ҫын. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килет амбулатори мелӗпе 910 пациент кӑшӑлвируса пула сипленет. Ӗнерхипе танлаштарсан, 5 ҫын сахалрах.
Республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Кашни кун ҫак чире пула ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 9 ҫын сывалайманнине палӑртнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енри 2031 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Эппин, чирленисен 6,4 проценчӗ сывалайман.
Паянхи кун тӗлне 31840 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28894-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ. 71 ҫын вара сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 915 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: чирлекенсем нумайланнӑран ковид-стационарсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.
Пӗр арҫын вокзалта маска тӑхӑнман. Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнса ҫӳреме йышӑннӑ.
Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне унччен те пулнӑ. Ун чухне те вӑл маска тӑхӑнман. Арҫын хальхинче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнине курсан йӗрке хуралҫисем ун патне пынӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ.
Палӑртмалла: унччен арҫынна полицейскисем асӑрхаттару панӑ. Анчах ку та ӑна йӗркене пӑхӑнма хистемен. Хальхинче ӑна 7500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус патне антителӑсем пур юн плазмине йышӑнма пуҫланӑ. Ку процедурӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра, юн илекен станцире, пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кунашкал юнпа кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сипленӗ чухне усӑ курӗҫ. Плазмӑна ҫак вируспа чирлесе ирттернисенне тата прививка тунисенне илеҫҫӗ. 600 миллилитр юншӑн 1562 тенкӗ параҫҫӗ. Ку кӑшӑлвируспа чирлӗ 2-3 ҫынна сиплеме май парать.
Сӑмах май, чирлесе ирттернӗ ҫынсен плазмипе 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен сиплеме пуҫланӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑна «Спутник Лайт» вакцинӑн 20 пин ытла дози килнӗ. Ку вакцинӑпа ытларах чухне кӑшӑлвирусран ревакцинаци тӑваҫҫӗ. Прививка тунӑ хыҫҫӑн ҫур ҫул ытларах иртнӗ тӗк ревакцинаци тума юрать.
Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче республикӑна гриппран прививка тумалли вакцинӑсем ҫитнӗ: «Флю-М» тата «Совигрипп». Тухтӑрсем каланӑ тӑрах, кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививкӑн юлашки компонентне тунӑ хыҫҫӑн 1 уйӑх иртсен гриппран вакцинациленме юрать. Ку вӑхӑт антителӑсене пулса ҫитмешкӗн кирлӗ.
Нарӑс уйӑхӗнче кашни кун 10-12 ҫын кӑшӑлвирусран вилетчӗ. Халӗ те кӑтарту ун чухнехи патнех таврӑннӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вирус 2001 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 31610 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28689-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 66 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 920 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем самай нумайланнӑ. Ку енӗпе хӗллехи кӑтартусем патне ҫывхарса пыратпӑр. Юлашки талӑкра республикӑра 12 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1989 ҫын сывалайман.
Пӗтӗмпе 31535 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 28623-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын каварлӑ вируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем 61 ҫын пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри стацицонарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 923 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе республикӑра талӑкне 10 ҫынран ытларах вилмен. Сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Юлашки талӑкри статистика вара самай пӑшӑрхантарать: 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула татӑлнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 16-мӗш ҫын вилет. Ку таранччен 1947 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе 31219 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28371-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 81 ҫын чирленӗ, 69 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 901 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 177 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 9 ҫын вилнӗ. Ку таранччен чиртен 1897 ҫын сывалайман.
Юлашки талӑкра 80 ҫын чирленине палӑртнӑ. 68 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30830 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 28041-шӗ сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ кашни 16-мӗш ҫын вилнӗ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 892 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |