Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑшӑлвирус

Республикӑра

Канмалли кунсем хыҫҫӑн, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, республикӑра суту-илӳ центрӗсене QR-кодпа кӗртме тытӑнӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская ытти хӑш-пӗр вырӑна та ҫак кодпа кӗртме пуҫламашкӑн сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – суту-илӳ объекчӗсем, санатори-курорт таврашӗ, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан объектсем, пенси фончӗ, финанс организацийӗсем, почта, МФЦ, спортзалсем, влаҫ органӗсен зданийӗсем.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн потребрынок ӗҫченӗсен пурин те вакцинациленмеллине палӑртнӑ. Суту-илӳ центрӗсем вара QR-кодпа кӗртме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫлӗҫ.

 

Республикӑра
sharij.net сайтри сӑн
sharij.net сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑшӑлвирусран вакцинациленмен ҫынсене ӗҫлеме чарӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен вӗсене киле ярӗ, шалӑва тӳлемӗҫ. Анчах прививка туман ҫынна ӗҫрен кӑларса яма ирӗк ҫук.

Вакцинациленмен ӗҫченсене нимӗн те тӑваймӗҫ, анчах ӗҫпе тивӗҫтерекенсене явап тыттарӗҫ. Кам прививка тумасан та пултарать? Тин кана кӑшӑлвируспа чирленисем (6 уйӑх иртмен пулсан), сывлӑха кура вакцинациленме юраманнисем.

Декрет отпускӗнче, ачана пӑхмашкӑн отпускра ларакан ӗҫченсене ҫирӗп йӗркепе вакцианцилемӗҫ.

 

Сывлӑх

Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра Чӑваш Енре 166 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кӑтурту кунсерен ӳссе пырать. Ку таранччен 37287 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 32574-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2706 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Ку – чирленисен 7,2 проценчӗ.

Юлашки талӑкра 123 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2007 ҫын кӑшӑлвирусран стационарта е килте сипленет.

 

Статистика

Юлашки эрнере Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесси 23 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Кӑҫалхи 42-мӗш эрнере республикӑра 991 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла кӑтарту 23,3 процент ӳснӗ, Шупашкарта – 10,5 процент.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен йышӗнче ытларах 50-64 ҫулсенчи ҫынсем. Чирлекенсен 11,2 пероценчӗ – ачасемпе ҫамрӑксем.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре каллех рекорд. Сӑмах – кӑшӑлвирус пирки. Ӗнер 150 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ. Паян кӑтарту татах ӳснӗ: 159 ҫын.

Ку таранччен республикӑра 37122 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32451-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 107 ҫын чире парӑнтарнине палӑртнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку кӑтарту кунсерен тенӗ пекех ӳссе пырать. Пӗтӗмпе ку таранччен 2689 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Юпа уйӑхӗнче 376 ҫын чире парӑнтарайман. Танлаштармашкӑн: авӑн уйӑхӗнче 301 пациент сывалайман.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1982 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ.

Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ.

Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч.

 

Сывлӑх

Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулман. Чӑваш Енре юлашки талӑкра 150 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Унччен чи пысӑк кӑтарту 147 ҫын пулнӑ.

Республикӑра 36963 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32344-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 2673 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра кӑшӑлвируса пула 18 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Сывалакансем 95 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнӑ.

Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1946 ҫын сипленет. Ӗнехинчен 37 ҫын нумайрах.

 

Республикӑра
rassvetnews.ru сайтри сӑн
rassvetnews.ru сайтри сӑн

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑхӑт нумаях та иртмен ҫыравҫӑсем чирлеме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫав шутра – кӑшӑлвируспа та.

Чӑваш Енре 2 пин ытла ҫын ҫырав ирттерет. Ҫавӑн пекех 370 тӗрӗслевҫӗ ӗҫлет. Вӗсене пурне те маска, перчетке параҫҫӗ.

Чӑвашстат вӗсене кӑшӑлвируспа чирлекен ҫынсен адресӗсене парса тӑрать. Кун пек чухне ҫыравҫӑсем алӑк патӗнче хут татӑкӗ хӑвараҫҫӗ, унта ҫырава онлайн мелпе хутшӑнма май пуррине пӗлтернӗ.

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 23 ҫыравҫӑ чирленине палӑртнӑ, вӗсенчен 11-шӗ – кӑшӑлвируспа. Сӑмах май, юпан 21-мӗшӗнченпе вӗсем пурте кашн эрнере ПЦР-тест параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75215
 

Республикӑра
annamama.ru сайтри сӑн
annamama.ru сайтри сӑн

«Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ.

Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
sharij.net сайтри сӑн
sharij.net сайтри сӑн

Ҫӗршывра кӑшӑлвирус инфекцийӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑран РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви харӑсах ковидран тата грипран прививка тума ирӗк панӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.

«Ку улшӑнусене «Спутник V» вакцинӑпа усӑ курмалли инструкцие кӗртнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ министерство. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, «Спутник V»-на грипран хӳтӗленмелли вакцинӑпа пӗрле тутарсан иммуногенноҫ сыхланса юлать.

Прививкӑсене кӗлеткен тӗрлӗ пайне тума юрать. Тӗслӗхрен, сылтӑм тата сулахай хулпуҫҫирен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75190
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ... 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 23

1931
93
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть