Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ.
Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.
Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын Республика лапамне пикета тухнӑ. Вӑл QR-кода хирӗҫ пулнине ҫапла майпа кӑтартнӑ. Плакачӗ ҫине «Дискриминация граждан #штрихКОДом недопустимо! Власть, одумайся!» тесе ҫырнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсемпе хӗрӗсесене пӗрлештерекен уяв умӗн килте лараймарӑм, влаҫ QR-кодсене япала валли кӑна мар, ҫынсем валли те тӑвать. Фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра ҫынна код пама пулать-и вара», - тенӗ арҫын «Хӗрлӗ ҫуркунне» кӑларӑма.
Арҫын шухӑшӗпе, кун пек кодсем кӑшӑлвирус сарӑлассине чараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вакцинациленнӗ ҫынсем те вирус ертме пултараҫҫӗ.
Тутарстанра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑр пулнине шута илсе общество транспортне QR-кодсӑр кӗртме пӑрахӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ТАСС агентство.
Ку ҫӗнӗлӗх кӳршӗ республикӑра икӗ эрнерен пурнӑҫланма тытӑнӗ. 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене QR-кодсӑр е медотвод пулнине кӑтартакан справкӑсӑр общество транспортне кӗртмӗҫ. 60 ҫултан аслӑрах ҫынсен ҫак документсем ҫук пулсан транспортпа ҫӳремелли билета блокировка тӑвӗҫ.
«Мана критиклеме пултараҫҫӗ, анчах та эпир мерӑсем йышӑнӑпӑр. Пирӗн урӑх ҫул ҫук», - тенӗ Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов.
Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ.
Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест.
Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен QR-кодсӑр ӑҫта кӗртмӗҫ? Унччен кафе-ресторана, культура тата спорт учрежденийӗсенче кӗртместчӗҫ. Халӗ ку списока суту-илӳ центрӗсем, апат-ҫимӗҫ сутман лаккасем, правительство ҫурчӗсем кӗнӗ.
Ку йыша аптекӑсем, ветеринари аптекисем, ҫыхӑну салонӗсем, чи кирлӗ япаласем сутакан лавккасем (бензин, автопайсем, куҫлӑхсем, зоотаварсем, ритуаллӑ япласем) кӗмен. Ҫавӑн пекех ҫак документсӑр хӑна ҫурчӗсене, кану базисене, пансионатсене, санаторисене кӗртме ирӗк ҫук.
Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев QR-код режимӗ сахалтан та Ҫӗнӗ ҫулччен пулассине пӗлтернӗ.
РФ Вӗрентӳ министерстви чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен аслӑ шкулсенче дистанци мелӗпе ӗҫлеме ирӗк пани пирки пӗлтернӗччӗ. Аттестаци те онлайн мелпе иртме пултарать.
Чӑваш Енре ҫитес эрнерен аслӑ шкулсем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем халӗ те, канмалли кунсенче, ҫак мелпех ӑс пухаҫҫӗ. Хальлӗхе кун пирки И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ, Коопераци институчӗ пӗлтернӗ. Ку хӑҫанччен тӑсӑлассине хыпарламан-ха.
Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнине пула республикӑра чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем шутланаҫҫӗ. Халӗ суту-илӳ центрӗсем, пасарсем, апат-ҫимӗҫ сутман лавккасем, парикмахерскисемпе илем салонӗсем ӗҫлемеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ковид каникулне тӑсма пултараҫҫӗ. Ыран кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ сутман лавккасене, парикмахерскисемпе илем салонӗсене ӗҫлеме ирӗк парӗҫ-и? Шӑп ҫавӑн чухне ку ыйтӑва татса парӗҫ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе республикӑра ковид каникулсем пуҫланнӑ. Хӑш-пӗр районта юпан 26-мӗшӗнченпех ӗҫлеме чарнӑ.
Ыран оперштаб ларӑвӗ иртсен хыпара телеграм-каналта пӗлтерӗҫ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулӗ тӑсӑлмассине пӗлтернӗ.
Оперштаб пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 176 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 38526 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 33781-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Паянхи куна 2827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 163 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем 176 ҫын пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1918 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
QR-кодсем республикӑра хӑҫанччен пулӗҫ? Ӗнер ЧР Элтеперӗ Инстаграмра ирттернӗ тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫулччен те пӑрахӑҫламӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре общество вырӑнӗсене вакцинациленнине ӗнентерекен кода кӑтартсен ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. QR-кода кӑтартма телефон ҫук тӑк ӑна хут ҫине пичетлеме пулать.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе республикӑра кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлма пуҫланӑран чару мерисем йышӑннӑ.
Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.
Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен. Мана вара ку майлӑ пулчӗ. Вӗсен лавккинче шӑп та тахҫанах туянма ӗмӗтленнӗ велоприцеп сутатчӗҫ. Халь каярах пулин те, ҫавах тепӗр ҫула хӑварас мар терӗм, туянма ҫула тухрӑм. Унсӑр пуҫне ӗнер пӗри 5 пинлӗх спонсорла купонсем туянчӗ. Вӑт ҫав укҫана велоприцеп туянма ярас терӗм те. Укҫана тӗллевсӗр тӑкаклатӑп тесе ан вӑрҫӑр: хыпар ҫыракансене уйӑхсерен тӳлемелли укҫана (вӑл 13 пинпе танлашать) тахҫанах уйӑрса хунӑ.
Ковикул пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫынсенчен ыйткаларӑм: эсир ӗҫлетӗр-и, ҫук-и?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |