Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа вилекенсен йышӗ чакнӑччӗ. Паян статистика каллех пысӑк хисеп кӑтартать: иртнӗ талӑкра 10 ҫын вируса парӑнтарайман.
Сывалакансем вара нумайланнӑ: 572 ҫын чире парӑнтарнӑ. Юлашки талӑкра 1068 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 142 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус диагноз 59770 ҫыннӑн ҫирӗпленнӗ. Вӗсенчен 77,4 проценчӗ – 46245 ҫын – сывалнӑ. Ку таранччен республикӑри 4250 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене те QR-код пама тытӑнӗҫ. Ку организмӗнче антителӑсем пур ҫынсене пырса тивет.
QR-кода нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пама тытӑнӗҫ. Хушӑва Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хатӗрленӗ.
Сӑмах май, официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене QR-код парасси пирки чӳк уйӑхӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Анчах ку калаҫу анчах пулнӑ, официаллӑ майпа йышӑнман. Ун чухне ҫынсен анализ панӑшӑн хӑйсен укҫа тӳлемелли пирки каланӑччӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑри тата тепӗр больница ковид-госпиталь евӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхинче ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре уҫнӑ.
Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлисене унти стационарта паян ирхи 8 сехетре йышӑнма тытӑннӑ.
Стационара ҫавӑн пек ӗҫлеттернине чирлекенсем йышлипе ӑнлантарнӑ. Ковид-госпиталь пӗр харӑсах 140 ҫынна йышӑнма пултарать.
Апла пулин те сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каланӑ. Больницӑра вырӑн пурри унта лекмеллине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнса ҫӳремелле, киле е ӗҫе ҫитнӗ-ҫитмен алӑ ҫумалла т.ыт.те.
Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫитес эрнере студентсене дистанци мелӗпе вӗрентӗ. Ку кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнипе ҫыхӑннӑ.
Чи малтан ку йышӑнӑва И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх унивеситечӗ тунӑ. Унта студентсене килтен вӗрентме нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Ҫав кун каҫхинех Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн сайтӗнче дистанци мелӗпе вӗренесси пирки хыпар тухнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти политехника институчӗн студенчӗсене килтен вӗренме ярасси пирки пӗлтернӗ.
Ҫак аслӑ шкул студенчӗсем дистанци мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче вӗренӗҫ.
1090 ҫын чирленӗ, 401 ҫын сывалнӑ. Ҫапла пӗлтерет паян статистика кӑшӑлвирус пирки. Чирлекенсен йышӗ, ӗнерхипе танлаштарсан, нумайланнӑ.
Иртнӗ талӑкра 231 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, 7 ҫын чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4227 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 52712 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 44657-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 7828 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ӗнерхи кун тӗлне амбулатори мелӗпе 9202 ҫын сипленнӗ. Ку йыша ОРЗпа тата ОРВИпе чирлекнсем те кӗнӗ. Стационарта 1496 ҫын сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 1671 койка хатӗрленӗ. Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне 175 койка пушӑ пулнӑ. Резервра тепӗр 2 пин койка пур.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнаран массӑллӑ мӗнпур мероприятие ирттерме чарнӑ. Ку урамра иртекеннисене те пырса тивет. Ҫапла йышӑннӑ оперштаб ларӑвӗнче.
"Хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерме пултарайман йӗркелӳҫӗсене массӑллӑ мероприятисене ирттерме чармалла" - ҫапла палӑртнӑ оперштабра. Аса илтерер: кафесенче те корпоративсемпе банкетсем ирттерме юрамасть.
Сӑмах май, кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумай пулнӑран "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" ӑмӑртӑва каярах вӑхӑта куҫарма йышӑннине пӗлтернӗччӗ.
Юлашки талӑкра республикӑра 992 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, сахалрах. Анчах вилекенсен йышӗ пысӑкланнӑ: иртнӗ талӑкра 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пек пысӑк хисеп юлашки икӗ эрнере пулман.
Юлашки талӑкра 183 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 352 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Ку таранччен 55622 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 44256 ҫын сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4220 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун ковид-госпитальсенче 175 койка пушӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли пӗтӗмпе 1671 койка хатӗрленӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑрту иртмелле. Анчах юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлма пуҫланӑран ӑна каярахпа ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑвӑн нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑри пур муниципалитетра та иртмелле пулнӑ. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кӑшӑлвирусран прививка тутарнисем, чирлесе ирттернисем е ПЦР-тест тунисем ҫеҫ хутшӑнаяссине пӗлтернӗччӗ.
Хальлӗхе ӑмӑрту хӑҫан иртессине палӑртман. Оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланасса кӗтӗҫ.
Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентмелле-и е ҫук-и? Тӗп ыйтусенчен ҫакӑ пулнӑ.
Ларура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентессине каланӑ. Аса илтерер: Шупашкар хулинчи шкул ачисем ҫак мелпе кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе вӗренеҫҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта вара – кӑрлачӑн 31-мӗшӗнченпе.
Планпа килӗшӳллӗн, нарӑс уйӑхӗнче 1-мӗш классен каникул пулмалла. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑх пулнӑран вӗсене халех кантарма йышӑннӑ.
Юлашки талӑкра 1051 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Куратӑр пулӗ: хисеп кашни кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать.
Иртнӗ талӑкра 186 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 416 ҫын вара сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 54630 ҫын инфекциленнине шута илнӗ. Вӗсенчен 43904-шӗ сывалнӑ. Ку 80,4 процентпа танлашать.
Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус 4213 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |