Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова ҫӗршывра QR-кодсене пӑрахӑҫласси пирки каланӑччӗ. Ку ыйтӑва ыран Чӑваш Енре иртекен оперштаб ларӑвӗнче те пахса тухӗҫ.
ЧР Элтеперӗ телеграмм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патра та QR-кодсене пӑрахӑҫласшӑн. Аса илтерер: тин кӑна вӑл Чӑваш Енре ӑна пӑрахӑҫлама иртереххи пирки каланӑччӗ. Ҫакна Элтепер коллектив иммунитечӗ пӗчӗк пулнипе сӑлтавланӑччӗ. Ыран вара оперштабра QR-кода пӑрахӑҫлас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Палӑртса хӑварар: общество вырӑнӗсенче QR-кодсемпе кӗртессине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йышӑнӑччӗ.
Раҫҫейри 75 субъектра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнине пӗлтернӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор ковидпа ҫыхӑннӑ чарусене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ку общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнассине пырса тивмест.
Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа инфекциленнисен 97 проценчӗ чире ОРВИ пек е симптомсемсӗр ирттерет.
Роспотребнадзор малашне общество вырӑнӗсенче маскӑпа ҫӳрессине тата алла ҫине тӑрсах дезинфекцилессине ҫеҫ хӑварма сӗннӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре оперштаб ларӑвӗ пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ.
Паян Праивтельство ҫуртӗнче Ҫӑварнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Надежда Луговская республикӑра массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманни пирки тӳрех каланӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та ҫавӑн пекех шутлать. Вӑл та массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр сӑлтав ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Ку Донбасри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ.
Ҫавна май Правительство ҫуртӗнче Ҫӑварнине ҫемьепе ирттерме сӗннӗ: пӗрле ларса икерчӗ ҫимелле, чей ӗҫмелле.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 237 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 229 ҫын пулнӑ. 7 ҫын вара каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 4409 ҫын кӑшӑлвируса пула леш тӗнчене ӑсаннӑ.
Юлашки талӑкра 69 ҫын сывалнӑ. 45 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 73143 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 53175-шӗ сывалнӑ.
Раҫҫейре кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирленӗ ҫынсене QR-код пама тытӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре те ҫынсем организмра антителӑсем пуррипе ҫуккине пӗлес тесе анализ параҫҫӗ. Ку таранччен 5 пин ҫын анализ пама кайнӑ. Вӗсенчен 702-шӗн организмӗнче антителӑсем пурри ҫирӗпленнӗ. Вӗсене QR-код панӑ.
Аса илтерер: антителӑсем пур тӑк сертификата ҫур ҫуллӑха параҫҫӗ. Анчах ӑна кайран тӑсма май пулмӗ.
Сӑмах май, унччен кун пек майпа пӗрремӗш ҫын сертификат илни пирки пӗлтернӗччӗ.
Тин кӑна кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакма тытӑннӑччӗ. Юлашки талӑкри статистика вара каллех урӑхла хыпарлать: чирлекенсем нумайланнӑ.
Юлашки талӑкра республикӑра 234 ҫын инфекциленнӗ, 136 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра 67 ҫын сывалнӑ.
Стационара лекекенсен йышӗ каллех нумайланнӑ. Кӗҫнерникун 73 ҫынна вырттарнӑ пулсан эрнекун 109 ҫын унта лекнӗ. Юлашки талӑкра 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра килте, ковид-госпитальте сипленекенсен йышӗ 15,4 пин ҫынпа танлашать.
Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенче QR-кода майӗпен пӑрахӑҫласа пынӑ. Хальлӗхе ҫак йыша Пушкӑртстан, Тутарстан, Удмурт Республики, Киров, Самар, Сарӑту облаҫӗсем кӗнӗ. Сарӑту облаҫӗнче QR-код тытӑмне хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ пӑрахӑҫланӑ.
Чӑваш Енре мӗнле? Хальлӗхе ҫавӑн пекех, общество вырӑнӗсенче прививка тутарнине ӗнентерекен сертификата ыйтаҫҫӗ. Лару-тӑру мӗнлерех? Пӗр эрне каялла талӑкра 669 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине пӗлтернӗ тӗк паян – 196. Чирлекенсен йышӗ нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе чакса пырать. Ун чухне 1301 тӗслӗх пулнӑ.
Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче, Пенза облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнче те QR-кода пӑрахӑҫламан.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Раҫҫейре нарӑсӑн 21-мӗшӗнченпе кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене те QR-код пама тытӑннӑ. Чӑваш Енре кун пек майпа чи малтан илнӗ сертификат хуҫи шухӑшне пӗлтернӗ.
Мария Алексеева кӑшӑлвируспа пӗлтӗр чирленӗ. Анчах вӑхӑтра ПЦР-тест паманнипе анализ вирус пуррине кӑтартман. Нумаях пулмасть вӑл Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗнче юн панӑ. Кӑтартӑвӗ Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне тепӗр кунхинех килнӗ. Унӑн организмӗнче антителӑсем пурри ҫирӗпленнӗ. Каярахпа ҫавӑнтах вӑл сертификат илнӗ.
Кунашкал майпа QR-кода ҫур ҫуллӑха параҫҫӗ. Ӑна кайран тӑсма май пулмӗ. Юн анализне вара республикӑри 16 медорганизацире илеҫҫӗ. 11-шӗ — Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 1, 4-шӗ — районсенче.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче плана кӗртнӗ медтӗрӗслевсем, диспансеризаци ирттерме вӑхӑтлӑха чарнӑччӗ. Лару-тӑру йӗркеленсе пынӑ май ҫакна пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов алӑ пуснӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен медтӗрӗслев, диспансеризаци тухма юрать. Кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ ҫынсен диспансеризацине те ирттереҫҫӗ. Анчах вӗсен малтан тӗппипех сывалса ҫитмелле.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Раҫҫейре официаллӑ мар майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама тытӑннӑ. Ӑна илмешкӗн малтан юн анализне памалла, унта антителӑсем пуррине палӑртмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |