Республикӑра кашни кунах ҫынсем кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкри статистика вара савӑнтарать: пӗр ҫын та пурнӑҫран уйрӑлман. Кунашкалли икӗ уйӑх ҫурӑ пулман.
Иртнӗ талӑкра 63 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 34-шне пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем вара нумаййӑн пулнӑ - 506 ҫын.
Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 77 пин ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 4558 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Паянхи куна стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 11 пин те 100 яхӑн ҫын ҫак чиртен сипленет.
Раҫҫейре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна, сӑмсаран ямаллискере, регистрациленӗ. Унашкалли тӗнчипе те ҫук.
Вакцина "Спутник V" ятлӑ. Кӑшӑлвирусран профилактика тӑвас тесе ӑна сӑмсана сирпӗтмелле. Тепӗр виҫӗ эрнерен процедурӑна каллех пурнӑҫламалла. Ҫапла майпа иммунитет пулать.
Хальлӗхе препаратпа 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ усӑ курма ирӗк панӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫапах Роспотребнадзор республикӑри пилӗк районпа хулара лару-тӑру йывӑртарах пулнине палӑртнӑ. Ҫак йышра – Йӗпреҫ, Етӗрне, Вӑрнар, Улатӑр районӗсем, Улатӑр хули.
Иртнӗ эрнере пирӗн регионта 711 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 35 проценчӗ Шупашкарта пурӑнать.
Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 1 ҫул тултарман ачасем тата 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланӑ.
Иртнӗ талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 496 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Кӗҫнерникунранпа сывалакансен йышӗ нумайланнӑ.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне стационарта тата амбулатори мелӗпе 16,1 пин пациент сипленнӗ. Паянхи кун вара чирлисен йышӗ – 14,1 пин ҫын. Апла 5 кунра чирлекенсен йышӗ 2 пин ҫын чакнӑ.
Иртнӗ талӑкра 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 23-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шкулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне мара, кӗркунне ирттерӗҫ. Ҫапла йышӑну тунӑ Рособрнадзор.
Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн патра ҫак чирӗн ҫӗнӗ хумӗ пуш тата ака уйӑхӗсенче сарӑлма пултарать. Ҫавна май тӗрӗслев ӗҫӗсене авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 24-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ расписание авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме шантарнӑ.
Электрон версипе ирттерме палӑртнӑ тӗрӗслев ӗҫӗсене те кӗркуннене куҫарнӑ. Маларах ҫырнӑ шкулсен кӗркунне тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивмӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ.
Чӑваш Енре малашне кӑшӑлвирусран ҫине тӑрсах вакцинациленмелле мар. Ку йышӑнӑва паян Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская тунӑ.
Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци тума плана кӗртнӗ ҫынсен 90 проценчӗ вакцинациленнӗ. Ҫавна май малашне ку йӗрке обязательнӑй майпа пулмӗ.
Аса илтерер: юпан 11-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗнче, социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансене пурне те прививка тума йышӑннӑ. Каярахпа ку списока 18 ҫул тултарнӑ студентсене, 60 ҫалтан аслӑраххисене кӗртнӗ.
Чулхула облаҫӗнче маска режимне пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах халех мар. Ку йышӑнӑва ака-ҫу уйӑхӗсенче тума пултарӗҫ. Ара, шӑпах ҫак вӑхӑтра ОРВИ тата грипп сезонӗ вӗҫленет-ха та.
Ҫапах чир-чӗр сезонӗ вӗҫленни кӑна витӗм кӳмӗ. Регионта ковид-койкӑсен шучӗ мӗнле чакнине те сӑнӗҫ. Вӗсем чаксан ҫеҫ маска режимне пӑрахӑҫлама пултарӗҫ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ. Общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла тата алла дезинфекци тумалла.
Иртнӗ талӑкра 115 ҫын сывалнӑ, 114 ҫын чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Апла сывалакансен йышӗ чирлекенсенчен нумайрах пулнӑ.
48 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 75125 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 54199-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 16444 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Республикӑра коллектив иммунитечӗ 45 процентпа танлашать.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫма пӑрахрӗҫ. Республикӑри лару-тӑру мӗнлерех-ха?
Хальхи вӑхӑтра пирӗн регионта 16,4 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. 69 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 88 ҫын сывалнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа 4474 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - юлашки талӑкра. Ку таранччен 74890 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 53992-шӗ сывалнӑ.
Сӑмах май, республикӑра кӑшӑлвируспа кӗрешмелли мерӑсене ҫемҫетнӗ, QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |