Грипран тата кӑшӑлвирусран прививкӑсене пӗр харӑсах тума юрать. Ҫапла сӗннӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Анчах кӑшт маларах грипран прививка тутарса ӗлкӗрнӗ пулсан кӑшӑлвирусран укол тутариччен пӗр уйӑх кӗтмех тивӗ.
Грипран тата ковидран пӗр харӑсах прививка тума Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ иккен. Унччен те ытларах — ытти регионта ҫак практика пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттернӗ, унта кӑшӑлвирус, вакцинаци пирки калаҫнӑ.
Министр ҫак каварлӑ чирпе ытларах камсем нушаланнине каласа кӑтартнӑ. Республикӑра чирленисенчен ытларахӑшӗ, 92 проценчӗ, илте амбулатори мелӗпе сипленет. Пӗтӗмпе - 3 пин ытла ҫын.
Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать.
Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать.
Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ.
Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать.
Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Талӑксерен 400 ытла ҫын инфекциленет. Ҫапла темиҫе кун ӗнтӗ: 407, 431, 404, 426... Юлашки талӑкра 417 ҫын чирленӗ.
Иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 21 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 299 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем нумай пулсан та пульницӑра сипленекен сахал, чылайӑшӗ чире килтех чӑтса ирттерет. Иртнӗ эрнере 2721 ҫын инфекциленнӗ пулсан вӗсенчен 239-шӗ пульницӑна лекнӗ, 2 ҫын вилнӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна Ветерансен госпиталӗнче койкӑсен йышне пысӑклатнӑччӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлекенсем сипленетчӗҫ. Нумаях пулмасть вара пульница ахаль чухнехи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ – пацентсене йышӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗччен унта 140 койка пулнӑ. Кайран тепӗр 30 койка хушнӑ. Ун чухне Кардиодиспансерӑн хирурги корпусӗ ахаль режима таврӑннӑ пулнӑ.
Сӑмах май, Ветерансен госпиталӗ ковид-стационар пек 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Тӗп тухтӑр Владимир Осипов каланӑ тӑрӑх, халӗ чылайӑшӗ кӑшӑлвируса ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет, нумайӑшӗ килтех сипленет.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кунсерен япӑхса пырать. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, 350 пациент килте сипленнӗ пулсан, халӗ ҫак цифра 2723-е ҫитнӗ. 206 пациента пульницӑна вырттарнӑ.
Владимир Степанов пурне те вакцинаци витӗр тухма чӗнсе каланӑ. Хальхи вӑхӑтра вакцинацин вӑтам кӑтартӑвӗ — 78,3 %. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр муниципалитетра ку цифра 70-тен пӗчӗкрех. Ку списокра — Улатӑр хули, Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ 43 ҫын пульницӑна лекнӗ. Кун пекки тахҫанах пулман. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 46 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Ӗнер Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, стационарта 206 пациент сипленнӗ. Паянхи кун тӗлне 204 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем пулман.
Чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки талӑкра 309 ҫын инфекциленнӗ. Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 2,4 пин ҫын сипленет.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Кун пек ларӑва ҫӗртмен 9-мӗшӗнченпе пухӑнман, мӗншӗн тесен чирлекенсем сахал пулнӑ.
Халӗ вара сӳтсе явмалли пур: кӑшӑлвирус каллех сарӑлма пуҫланӑ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлесси 8 хут ӳснӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская ҫынсене общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнма сӗннӗ. Хальлӗхе ку - сӗнӳ кӑна. Ларура оперштаб пайташӗсем ҫӗнӗлӗхсем йышӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ.
Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ.
Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӳсет. Утӑн 25-31-мӗшӗсенче - 292 ҫын, ҫурлан 1-7-мӗшӗсенче 538 ҫын инфекциленнӗ.
Иртнӗ шӑматкун республикӑра 158 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер 153 ҫын инфекциленнӗ. Иртнӗ талӑкра 2 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку - пысӑк хисеп мар. Ахӑртнех, нумайӑшӗ чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет.
Юлашки талӑкра 108 ҫын сывалнӑ, вилекенсем пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра коллектив иммунитечӗ 8,7 процентпа танлашать. Ку - сахал. Чирлекенсем нумай чухне ку кӑтарту 80 е 90 процент пулмалли пирки калатчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |