ЧӲК | 28 |
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) Раҫҫейри представителӗ Мелита Вуйонович кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штаммне тӗпчемелле тесе пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, омикрон-вариант ерес енчен хӑватлӑрах пулма пултарать. Кӑшӑлвирусӑн В.1.1.529 ҫӗнӗ штаммне Кӑнтӑр Африкӑра тата Гонконгра тупса палӑртнӑ.
«Чи пӗлтерӗшли — ӑсчахсем, Кӑнтӑр Африка Республикинчи экспертсем, эпидемиологи лару-тӑрӑвне хӑвӑрт ӑнланса илсе вируса ӗрчеме чӑрмантарнӑ», — пӗлтернӗ Вуйнович госпожа «Соловьев Live» youtube-каналӑн эфирӗнче. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем тӳрех ПТССО-на пӗлтернӗ. Организаци 24 сехет хушшинче экспертсене пуҫтарса сӗнӳ хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн чи малтан тӗпчев ирттермелле. «Хӑшӗ-пӗри вӑл инфективлӑрах пулма пултарать тесе шухӑшлать», — тенӗ Мелита Вуйонович.
Ҫӗнӗ штамма Европӑра тупса палӑртнӑ пӗрремӗш ҫӗршыв Бельги пулса тӑнӑ. ПТССО ӑна «пӑшӑрхантаракан вариант» шутне кӗртнӗ, «омикрон» ят панӑ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа КАР, Гонконг, Ботсвана, Лесото, Намиби, Зимбабве, Мозамбик, Мадагаскар, Эсватинипе Танзани ҫӗршывӗсенчен вӗҫекенсене Раҫҫее лекме йывӑрланӗ.
Чирсене чарас тата тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен Европӑри центр кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ омикрон-штаммӗ «пысӑк тата ҫак тери пысӑк шайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратать» тесе палӑртнӑ.
Юлашки талӑкра республикӑра 160 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ку уйӑхра кун пек пӗчӗк кӑтарту пулманччӗ-ха. Анчах пирӗн республикӑра тестровани федераци шайӗнче палӑртнинчен пӗчӗкрех: 100 пин ҫын ҫине 300 пулмалла тӑк пирӗн 245 кӑна.
Юлашки талӑкра 18 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре ку амака 3247 ҫын ҫӗнтереймен. Пӗтӗмпе 42504 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 37151-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 139 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2106 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енре юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-код тытӑмӗ ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, лавккасене, хӑш-пӗр ытти учреждение ҫак кодпа кӑна кӗртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче кӳршӗ Чулхула облаҫӗнче ку енӗпе лару-тӑру ҫӑмӑлланма тытӑннӑ. Кун пирки облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ пӗлтернӗ. Ӗнертенпе общество апатланӑвӗн предприятийӗсем, музейсем, фитнес-залсем, мунчасем, вулавӑшсем, хӑна ҫурчӗсем QR-код тытӑмне хӑвармалла-и е ҫук-и – хӑйсем татса параҫҫӗ. Анчах лару-тӑру япӑхлансанах ку тытӑма каялла тавӑрӗҫ.
Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси.
Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ачасем валли хатӗрленӗ вакцинӑна регистрациленӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗлекенскер «Спутник М» /«Гам-КОВИД-ВакМ»/ ятлӑ.
Ӑна «Спутник V» вакцинӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл икӗ компонентлӑ, иккӗмӗш укола пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ку вакцинӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. 12-15 ҫулсенчи ачасене ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусса ирӗк парсан ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. 15-17 ҫулсенчисен вара хӑйсен хут ҫырма ирӗк пур.
«Спутник М»-па раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вакцинацилеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2 ҫултан пысӑкрах ачасем валли вакцина хатӗрлемешкӗн тытӑнма сӗннӗ.
ЧР Элтеперне Аслӑ суда панӑ. 12 ҫын алӑ пуснӑ тавӑҫра вӑл кӑшӑлвирусран прививка туман ҫынсен парвисене пӑснине палӑртнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче вакцинациленмен ҫынсене суту-илӳ центрӗсене, кафе-ресторана, ытти хӑш-пӗр вырӑна кӗртме пӑрахнӑ, унашкаллисенче QR-код ыйтаҫҫӗ. Нумаях пулмасть пуҫаруллӑ ушкӑн Тӗп суйлав комиссине ҫакнашкал код ҫынсене кирлипе кирлӗ маррине палӑртма рефрендум ирттерме ирӗк ыйтса ҫырнӑ. Паян ҫакӑ паллӑ: Тӗп суйлав комиссийӗ ӑна ирттерме ирӗк паман.
Элтепер тӗлӗшпе суд чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра иртмелле.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне, федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 41350 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 36129-шӗ сывалнӑ. Ку 87,3 процентпа танлашать.
Паянхи кун тӗлне 3117 ҫын вируса парӑнтарайман. Иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ республикӑра 19 ҫын вилет. Юлашки талӑкра 170 ҫын чирленине палӑртнӑ. 147 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2104 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри маршруткӑсемпе автобуссен водителӗсене тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: халӑхпа ӗҫлекенсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вакцинаци витӗр тухмаллаччӗ е вӗсен кӑшӑлвируспа нумаях пулмасть чирлесе ирттернине ҫирӗплетсе паракан справка пулмалла.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн мнистерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗмкун халӑха турттаракан 50 ытла транспорта тӗрӗсленӗ. 4 водитель кӑшӑлвирусран прививка тутарманнине утпса палӑртнӑ. Вӗсен справка та, кӑшӑлвирус ерменнине ҫирӗплетсе паракан ПЦР-тест та пулман. Водительсем тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Материалсене Роспотребнадзорӑн управленине ярса панӑ, унтан суда ҫитерӗҫ.
Халӑх маскӑпа усӑ курни кӑшӑлвирус чирне 53% чакарма май пани ҫинчен The Guardian пӗлтерет, ҫакна вӑл British Medical Journal журналта пичетлесе кӑларнӑ тӗнче шайӗнчи тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса калать.
Пӗтӗм тӗнчерен пуҫтарнӑ 30 ытла тӗпчев даннӑйӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: маска режимне пӑхӑннӑ чухне COVID-19 чирлесси 53% чакать. Пӗр-пӗринпе ҫуммӑн пулмасӑр ҫӳрени чир-чӗре ертессин шутне 25 процент чакарать.
Алӑ ҫӑвассин тухӑҫлӑхне 50% ытла хакланӑ, анчах та ку тӗлӗшпе ӑсчахсем даннӑйсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.
Ҫак ӗҫ авторӗсем каланӑ тӑрӑх, ытти социаллӑ йышӑнусене илес пулсан, калӑпӑр, пӗтӗмӗшле локдаун пӗлтерессине е чикӗсене хупнине, вӗсен япӑх тата лайӑх енӗсене пӗлес тесен уйрӑммӑн тӗпчеме тивӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туни, хӑй тӗллӗн, кӑшӑлвирусран 100 проценчӗпе хӳтӗлеймест, уйрӑмах ҫӗнӗ штаммсем аталаннине шута илме тивсен. Вакцинӑланнипе пӗрлех малалла та маска тӑхӑнса ҫӳремелле, пӗр-пӗринчен дистанци тытса пымалла тата алла час-часах ҫумалла.
Кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласанах вӑл чир ачасене шар кӑтартмасть, амак ерсен те вӗсем чире ҫӑмӑллӑн ирттереҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Халӗ, ав, кӑшӑлвиурсӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ штамӗсем сарӑлса пыраҫҫӗ, шӑпӑрлансем те ковидпа аптӑрама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ штампа чирлекен ачасем реанимаци уйрӑмӗсене те лекеҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне 3 уйӑхри пепкене илсе пынӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. Пӗчӗкскере тӳрех реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Пӗчӗк пациент пурнӑҫӗшӗн врачсем виҫӗ эрне кӗрешнӗ. Ачана пӗрмай кислородпа сывлаттарнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министертствин штатра тӑман специалсичӗпе — анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа, Мускаври специалистсемпе телемедицина мелӗпе канашлама тивнӗ. Тӗрлӗ шайри тухтӑрсем ҫине тӑнипе ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Халӗ ачан амӑшӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн, вӗсен тӑванӗсен те кӑшӑлвирусран прививка тутармаллах тесе шухӑшлать. Ачасене хальлӗхе ковидран прививка тумаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |