Кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласанах вӑл чир ачасене шар кӑтартмасть, амак ерсен те вӗсем чире ҫӑмӑллӑн ирттереҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Халӗ, ав, кӑшӑлвиурсӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ штамӗсем сарӑлса пыраҫҫӗ, шӑпӑрлансем те ковидпа аптӑрама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ штампа чирлекен ачасем реанимаци уйрӑмӗсене те лекеҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне 3 уйӑхри пепкене илсе пынӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. Пӗчӗкскере тӳрех реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Пӗчӗк пациент пурнӑҫӗшӗн врачсем виҫӗ эрне кӗрешнӗ. Ачана пӗрмай кислородпа сывлаттарнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министертствин штатра тӑман специалсичӗпе — анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа, Мускаври специалистсемпе телемедицина мелӗпе канашлама тивнӗ. Тӗрлӗ шайри тухтӑрсем ҫине тӑнипе ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Халӗ ачан амӑшӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн, вӗсен тӑванӗсен те кӑшӑлвирусран прививка тутармаллах тесе шухӑшлать. Ачасене хальлӗхе ковидран прививка тумаҫҫӗ.